«Атте ирĕк паманран качча та каймарăм»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаяр та йывăр кунĕсем пирĕнтен аякка та аякка кайса пыраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ унпа çыхăннă кашни пулăм, кашни çын шăпи паянхи ăрусемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать.
Çав синкерлĕ çулсенче этемлĕхĕн черчен пайне те çăмăлах килмен. Вĕсен хулпуççисем çине калама çук йывăр тиев тиеннĕ. Хĕр-хĕрарăм Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тĕлĕшпе ураран ÿкичченех ĕçленĕ, тăраниччен апатланайман, мăшăрĕпе ывăлĕсем вăрçă хирĕнче пуç хуни çинчен сахал мар «хура хут» илнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хăйсен çулĕсене кура мар хăвăртах шуралнă...
Паян Элĕк районĕнче те Çĕнтерĕве çывхартнă тыл ĕçченĕсем сахалах мар-ха. Вĕсенчен пĕри Чăваш Сурăм тăрăхне кĕрекен Шуркасси ялĕнче пурăнать-ха. Эпир çитсе кĕнĕ чухне 96-ри Перасковья Евдокимова кил картишĕнче чăх-чĕпе апатлантаратчĕ. Аякра çÿрекеннисене йыхравлатчĕ. Çынпа калаçнă пекех сăмахлать-ха вĕсемпе кинемей. Пысăках мар кушак çурисем те хуçипе пĕрлех картишне тухнăччĕ.
- Ирина кинĕмпе Борис килсех тăраççĕ. Пÿрт-çурта тасатассипе, карта-хуралтăна çирĕплетессипе вĕсем тимлеççĕ, - сăмахлать Перасковья Евдокимова. Тă- ванĕн ачисем халĕ уншăн тĕрев вырăннех ĕнтĕ. - Паянхи пурнăçа ÿпкелешместĕп. Сĕтел çинче çăкăр-тăварĕ пур, çири çи-пуçĕ те питĕ, - терĕ те, ассăн сывласа ачалăхне аса илме пикенчĕ.
Перасковья Евдокимовăн çемйи вăрçă терт-нушине сахал мар тÿснĕ. Ашшĕ пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă, унтан вăл йывăр аманса таврăннă. Хăрах алли хул пуççи таранах пулман, суран шалах кайнăран пурнăçран та ирех уйрăлнă кил хуçи. Çăмăлах килмест-ха пĕччен хĕрарăма тĕпренчĕкне пăхма тата кил хуçалăха тытса пыма. Килте йывăр лару-тăру хуçаланнăранах шкулта та тăватă класс çеç пĕлÿ илет хĕрача.
Урине тăхăнма çăпата та çукки, апат-çимĕç енчен те килте татăк пулни П.Евдокимовăна халĕ Муркаш районне кĕрекен Катăкуйне чăпта çапнă çĕре кайма хистенĕ. Йĕп ачи пулса çак ĕçре тăрăшнă вăл.
- Тăшман пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ чухне эпĕ 17 çула пусăмланăччĕ, тантăшсемпе пĕрле тыр-пул туса илессипе тимлеттĕмĕр. Пĕр кунхиине вара, авăн çапнă чухне, вăрман касма кайма повестка пырса пачĕç. Çĕмĕрле районĕнчи Мыслеца тухса кайрăмăр çав. Эпĕ «Юроплан» лашапа хĕл каçипех станцине вăрман турттартăм. Лавне те хĕрсем хамăрах тиеттĕмĕр, пушататтăмăр, - тăсать калаçăвне шап-шурă çÿçлĕ пĕчĕкрех кинемей.
Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăк ялĕ патĕнче çул сарма та хутшăннă П.Евдокимова.
Вăрман касса таврăннă хыççăн та ĕçсĕр килте лартман хĕр-хĕрарăма. Сăр тăрăхне окоп чавма та хутшăннă. Урара çăпата тата çире çÿхе çи-пуç анчах пулнине пăхмасăрах тăрăшнă тыл ĕçченĕ. Кун каçа лумпа çĕрĕн шăнса ларнă сийне сахал мар катма тивнине, каç енне алăсем пĕлми пулнине паянхи пекех ас тăвать вăл.
Окоп чавнă хыççăн каллех йывăр ĕç кĕтнĕ Пăраски кинемее. Çемье çавăрман çамрăксене килте лартман. ФЗО курсне тесе чĕнсе илсе Иваново тăрăхне торф кăларма янă. Йывăр пулнă пулин те никам та нăйкăшман, тÿснĕ, чăтнă халăх.
Торф кăларнă çĕрте мĕн вăрçă пĕтичченех тертленнĕ Шуркасси хĕрĕ.
- Пĕр кунхине вара торф тиесе килтĕм те баракри виç хутлă нар çине хăпарса выртрăм. Тин çеç тĕлĕрсе кайма пуçланăччĕ. Качалав хĕрĕ чупса кĕчĕ те мана тĕксе: «Мĕн çывăрса выртатăн, тăр, вăрçă пĕтнĕ!», - тесе кăшкăрса вăратрĕ. Урамра вара Çĕнтерÿ ячĕпе концерт лартатчĕç, - савăнăçлă саманта аса илет ватă.
Киле таврăнсан амăшĕпе тăван мар ашшĕшĕн пĕртен пĕр тĕрев пулса тăрать вăл. Чăваш Сурăмĕнчи шкула техничкăна ĕçлеме выраçать. Ĕçе типтерлĕ пурнăçлакан вăр-вар хĕре куç хывакан каччăсем те пулман мар. Муркаш районĕнчи Нÿретрен хăтана килекенсем те пулнă-ха. Ашшĕ качча памассине пĕлтернĕ те, унăн ирĕкĕнчен иртеймен хĕр. Çичĕ çул вырăнпа выртакан ашшĕне пăхнă вăл. Çапла вара çемье çавăрмасăрах ĕмĕрне ирттернĕ, 38 çул шкулта техничкăра ĕçленĕ. Унпа пĕрлех килти хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă.
Çулсем кайнăçемĕн Перасковья Евдокимовăн асĕнче пурнăçри хăш-пĕр самантсем манăçнă. Вăрçă çулĕсенче выçăллă-тутăллă пурăнни, шăннă çĕр улмирен икерчĕ пĕçерсе çини, пиçенпе хурхухран хатĕрленĕ апат та хырăм выççине ирттерни вара халĕ те асрах иккен.
Э.КУЗЬМИНА.