«Çăлтăр» футболистсемпе тĕл пулнă
Хĕрлĕ Чутайра Сергей Селивестров полковника асăнса мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Кăçал ăна ятарлă çар операцийĕн салтакĕсене те халалланă. Унта регионти тĕрлĕ ушкăнпа пĕрле Чăваш Ен Правительствин команди те вылянă. Вĕсен йышĕнче регион Пуçлăхĕ Олег Николаев та пулнă. Тĕп тупăшура вĕсем Мускавран килнĕ «Спартак» «çăлтăрĕсемпе» ăмăртнă.
Турнир çĕнтерÿçисене тĕрлĕ категорире палăртнă. Муниципалитетсем хушшинче иртекен вăйăсенче Элĕк райповĕн команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Уйрăм вăйăçсем хушшинче Александр Иванова палăртнă. Вăл «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята тивĕçнĕ.
Çамрăк спортсменсем хушшинче те хĕрÿ тупăшу пынă. 2015-2016 çулсенчи ачасем хушшинче «Хĕлхем» спорт шкулĕн тренерĕ Эрик Вонифатьев ертсе пыракан команда пысăк ăсталăх кăтартса 1-мĕш вырăн йышăннă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, çĕршыври футболăн чăн-чăн легенди – паллă тренер Олег Романцев тата ытти сумлă хăнасем саламланă, кубокпа тата медальсемпе чысланă.
Çамрăк спортсменсемшĕн çакăн пек сумлă турнирта çĕнтерни пĕлтерĕшлĕ, паллах, унран та ытларах Раççейĕпе паллă спортсменсен вăййине сăнама май пулни те хăйне евĕр парне вырăнĕнчех пулнă.
Хамăр инф.