«ИнформУИК» килĕрен çÿрет
Иртнĕ шăматкун участокри суйлав комиссийĕн членĕсем суйлавçăсем патне килĕрен çÿреме пуçланă. Вĕсем сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче иртекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен пĕлтереççĕ, мĕнпур информациллĕ буклетсем валеçсе параççĕ. «ИнформУИК» сентябрĕн 8-мĕшĕччен ĕçлет.
Проекта хутшăнакансене çăмăллăнах палласа илме пулать. Вĕсен удостоверенисем пур, çавăн пекех манишкăсем, сумкисем тата бейджикĕсем «Чăваш Ен суйлавĕ» логотиплă. Вĕсем килĕрен çÿресе çынсене сасăламалли мелсемпе паллаштараççĕ, суйлав участокĕсем ăçта вырнаçни çинчен калаççĕ, граждансем суйлавра мĕнле мелпе сасăлама хатĕр- ленни çинчен ыйтаççĕ. Ыйтусене пурне те ятарлă мобильлĕ приложение кĕртеççĕ.
Çакна та шута илмелле, «ИнформУИК» проект шучĕпе çынсемпе тĕл пулакансем нихăçан та паспорт даннăйĕсене, «Патшалăх пулăшăвĕсем» портала кĕмелли логинсемпе парольсене те ыйтмаççĕ. Саккунпа та, инструкципе те ун пек тума юрамасть.
Элĕк округĕнче хальхинче 25 суйлав участокĕн комиссийĕ шутланать. Кунта ĕçлекенсем ял-салара пурăнакансем патне çÿреме пуçланă. Ялсенче ытларах кăнтăрлахи вăхăтра çынсемпе тĕл пулаççĕ пулсан, Элĕк салинче ĕç хыççăнхи вăхăта суйлаççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче те чылай çынпа тĕл пулма ĕлкĕрнĕ.
Олеся СИДОРОВА.