«Петрушка» - «Хĕвел» ача садĕнче
Вутлан библиотеки хатĕрленĕ «Урапа çинчи савăнăç» проект Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Грантне илессипе иртнĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Кунта темиçе çул каяллах ачасене вулама, театра юратма вĕрентес тĕллевпе «Петрушка» кружок йĕркеленĕччĕ. Çакă вара библиотекăра мероприятисен шутне ÿстерме, çитĕнекен ăрăва театрпа паллаштарса туслаштарма май пачĕ. Ачасен спектакльне уйăхсерен кăтартасси Ехремкасси ял тăрăхĕнче йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.
Юмаха библиотекăра лартаççĕ, çавăн пекех шкулсене, ача сачĕсене, культурăпа кану учрежденийĕсене те тухса çÿреççĕ. «Петрушка» кружок ĕçлеме пуçланăранпа çамрăк артистсем юмахсем нумай лартнă. Çакă çамрăксенче ырă кăмăл-туйăма вăратма пулăшать. Вĕсем каникул кунĕсенче Элĕкри «Хĕвел» ача садĕнче Юхма Мишшин «Качакапа унăн тусĕсем» постановкăна кăтартрĕç.
Маргарита ВАСИЛЬЕВА,
Вутланти культура çурчĕн директорĕ.