500 пин тенкĕ – Элĕк шкулне
Элĕк вăтам шкулĕ кăçал та Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕренÿ учрежденийĕсене çулсерен паракан гранта тивĕçнĕ. Вăл 500 пин тенкĕпе танлашать. Çак укçа-тенкĕ вĕренÿ тытăмĕнчи пуçарусене пурнăçа кĕртме, çĕнĕ методикăсемпе усă курма, пултарулăхпа тĕпчев проекчĕсене аталантарма, вĕренĕве тухăçлăрах та кăсăклăрах йĕркелеме пулăшать.
Конкурс ĕçне хатĕрлекен ушкăн пĕлтернĕ тăрăх, проект 1-7-мĕш классенче вĕренекенсене явăçтарать. Кулленех шкул маршручĕпе çÿрекен ачасем уроксем пуçланиччен тата вĕçленнĕ хыççăн мультимеди тата пултарулăх лапамĕсенче хăйсен кăмăлне каякан ĕçпе аппаланма, вăйăсене хутшăнма пултараççĕ. Цифра енĕпе аталанассине те куçран вĕçертмен.
Аса илтеретпĕр, 2024 çулта та Элĕк вăтам шкулĕ 500 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕччĕ. Ун чухне Элĕксене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн палăртнăччĕ. Умлă-хыçлах республикăри пуçаруллă вĕренÿ учрежденийĕсем хушшине лекни вĕрентекенсен коллективĕн тăрăшулăхне кăтартса парать. Элĕк шкулĕ вăхăт таппипе тан утма тăрăшни тата кашни ачан пултарулăхне уçма тĕрлĕ мелпе усă курни куç кĕрет. Кăçалхи грант шучĕпе уйăрнă укçа-тенкĕ кунта ĕçлекенсемпе вĕренекенсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăштăр.
Олеся СИДОРОВА.