77-ре те тĕнче курса çÿрет
«Легендарная бабушка» тенĕ ун пирки Волгоградри экскурсовод. Любовь Константинова - 77 çулта, ури ыратнăран туяпа аран çÿрекелет. Анчах пурпĕрех пĕр вырăнта лармасть. Вăл - Элĕк округĕнчи Пенсионерсен союзне ертсе пырать. Кунсăр пуçне Любовь Михайловна - округри «кĕмĕл» волонтерсен ертÿçи. Вăл вĕсене экскурсисене илсе çÿрет.
Дагестанра, Чечняра, Волгоградра...
Элĕк округĕнчи «кĕмĕл» волонтерсем ятарлă çар операцийĕнче çĕршыва хÿтĕлекен кашни салтакшăн пăшăрханаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Ку таранччен вĕсем 15 пин ытла маскировка çетки çыхнă, тонни-тоннипе гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Пĕрре апат-çимĕç ăсатмалла тесен 2 кунра 25 тонна пахча çимĕç пухнă, çуса тасатнă. Округра «кĕмĕл» волонтерсен 30 участокĕ ĕçлет. Любовь Константиновăна килте курма та çук, кашни кун тенĕ пек вăл волонтерсем патне вырăна тухса çÿрет, тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Машинăпа ăна Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр тивĕçтерет. «Укçа тÿлемесен унта çÿреместĕн эсĕ», - тет ăна хăшĕ-пĕри. Çук тесен те ĕненмеççĕ. Мĕн укçи; Хăш чухне хăйĕн кĕсйинчен тухать.
Кăçал «кĕмĕл» волонтерсем 4 çĕре çитсе курма ĕлкĕрнĕ. Май уйăхĕнче Мускава 20 çын кайнă. Вĕсене унта уйрăмах 35 залран тăракан «Астăвăм çулĕ. Çĕнтерÿ патне - 1418 утăм» музей комплексĕ тĕлĕнтернĕ. Аякри хуласене тухса çÿренĕ май вĕсем Чĕмпĕртен вăшлаттарса кăна иртсе çÿренĕ. Июнь уйăхĕнче вара ятарласа унта çул тытнă. Вĕсене унта чăвашсем кĕтсе илнĕ, экскурси ирттернĕ. «Кĕмĕл» волонтерсем Иван Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулне кĕрсе курнă. Июль уйăхĕнче вара аяккарах çитсе курас тенĕ - Дагестан тата Чечен Республикисене çитнĕ. Унта турфирма урлă кайнă.
«Дагестанра мана тусем килĕшрĕç. Ах, тур-тур, шутсăр чăнкă, анчах питĕ хитре. Ту хушăкĕсем, шыв сикки... Ту хушшипе катерпа ярăнтăмăр. Чечняра Грознăй хулинче пултăмăр. Питĕ хитре хула. Вăрçă хыççăн питĕ чаплă туса лартнă. Экскурсовод стенд патне илсе кайрĕ. Унта - арканнă тата хальхи хула сăн ÿкерчĕкĕсем. «Сити-хулана» кайса питĕ çÿллĕ çурт тăррине илсе хăпарчĕç. Унта хулана сăнамалли труба пур, вăл алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Çавăн çÿллĕшне лифтпа хăпарса кай-ха! Мечĕте кĕрсе куртăмăр, унта йăлт йăлтăртатать. Тата акă мĕн хытă тĕлĕнтерчĕ: Кадыровсен, ашшĕпе ывăлĕн, сăн ÿкерчĕкĕсем хула тăршшĕпе çакăнса тăраççĕ. «Чечексен паркне» çитрĕмĕр, вăл 5 гектар çĕре йышăнать. Тĕслĕрен те тĕслĕ чечексем унта, шутсăр нумай! Савăк кăмăлпа таврăнтăмăр. Çанталăкки тата пач та пăсăлмарĕ, питĕ лайăх çÿрерĕмĕр», - хăпартланса каласа кăтартрĕ Любовь Михайловна.
Унтан таврăнсан нумай та канман вĕсем - июль вĕçĕнче Волгограда тухса кайнă. Унта экскурсоводпа кунĕпе хула курса çÿренĕ, Мамаев курган пирки нумай çĕннине пĕлнĕ. Павлов çуртне (ăна совет салтакĕсем 58 çул тăшмана кĕртмесĕр тытса тăнă, çуртăн пĕр пайне вăрçă чухнехи пек хăварнă, тепĕр пайне реставрациленĕ, унта çынсем пурăнаççĕ), Хурланакан амăшĕн палăкне, Гергардт арманне курнă, Атăл хĕррине аннă. Кунĕпе утнăран Любовь Михайловнăн ури шыçăннă, ыратнă, анчах нăйкăшман, çынсенчен юлман. Хăш чухне арçынсем пулăшас тесе хулран çавăтса утнă. Экскурсовод вăл ушкăна хăваласа çитмесĕр калаçма пуçламан. Ун чухне вăл чăваш хĕрарăмĕнчен питĕ тĕлĕннĕ, «легендарная бабушка» тенĕ.
Пĕлтĕр волонтерсем Беларуçе кайнă. Любовь Михайловна Минскри хăна çурчĕсене шăнкăравланă, пур çĕрте те 2-5 вырăн кăна пуррине каланă.
«Халăха Минск тăрăх сапаласа çÿре-ха - кайран пуçтарса пĕтерейместăп. Посольствăпа çыхăнтăм та, тÿрех 20 çын вырнаçмалăх хăна çурчĕ тупса пачĕç. Беларуçре 4 çĕр выртса килтĕмĕр. Вăрçă вăхăтĕнче нимĕçсем тĕппипе çунтарса янă Хатынь ялĕнче те пултăмăр», - нимĕнле йывăрлăх умĕнче те парăнманнине çирĕплетрĕ Любовь Михайловна. Ун чухне вăл ыйтăва посольство урлă татса панинчен «кĕмĕл» волонтерсем те тĕлĕннĕ. Кирлĕ пулсан вăл компьютер умне те ларать. Ку енĕпе ăна пулăшакан та пур - Аза Спиридонова. «Кĕмĕл» волонтерсем Оренбург облаçĕнчи Соль-Илецк хулинче те пулса курнă, тăварлă шывра выртса киленнĕ. Çитес çул вĕсем Турцие кайма ĕмĕтленеççĕ.
«Каяс тесен ниме пăхмасăр Китая та каятпăр пуль. Ним те тытса чармасть, укçа анчах кирлĕ. Пенсиренех «хĕстерсе» тухса çÿретпĕр», - терĕ хавхаланса Любовь Михайловна.
Çапла, ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлеççĕ «кĕмĕл» волонтерсем. Пĕлтĕр Любовь Михайловна округ шайĕнче «Айтăр-ха, асаннесем» конкурс ирттернĕ. Кайран пултарулăх конкурсне йĕркеленĕ. Ку кăна мар, вăл волонтерсене кашни çул санаторие те илсе çÿрет. Кăçал октябрĕн 16-мĕшĕ валли Мари Элти санаторие вырăнсем йышăнса хунă. Любовь Михайловна çамрăк чухне те тĕнче курса çÿренĕ: çĕршыври чылай хулара пулнă, Германие те çитнĕ. Культура тытăмĕнче ĕçленĕ май тĕрлĕ конкурса хутшăннă вĕсем, яланах малти вырăнсемпе таврăннă.
Икĕ анне, икĕ атте
Любовь Константинова çак районтах Тавăт ялĕнче çуралнă. Пĕртен-пĕр хĕр ÿснĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Ашшĕ, Виктор Иванович Иванов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, минометчик пулса çапăçнă. Киле вăрçă пĕтсен кĕркунне кăна таврăннă, унăн контузи пулнă. Вăл тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Амăшĕ, Мария Ануфриевна Ануфриева, ĕмĕр тăршшĕпе колхозра тăрăшнă.
Пĕррехинче, кĕркунне, ашшĕпе амăшĕ пахчара çĕр улми кăларнă чухне пĕчĕк Люба çĕмĕрт тураттинчен тытăнса чуччу пек ярăннă.
«Ах, тур-тур, пирĕн анкартине пĕр майра пырса кĕчĕ. Хитре кĕпепе, туфлипе. Апипе ати патне кайса тăтăм. Майра çине пăхатăп. «Люба, ку санăн апу», - терĕ анне. Нимĕн ăнланмасăр тăтăм. Мĕнле «ман апи»; Пĕчĕк-ха та эпĕ ун чухне, шкула та кайман. Манăн апи акă вĕт - çĕр улми кăларать. Ун хыçне пытантăм та çав майрана вăрттăн сăнарăм. Вĕсем çĕр улми кăларма пăрахса пÿрте кĕме тăчĕç. Эпĕ вĕсенчен маларах чупса кайрăм. Картишре йăмра пурччĕ, ун йĕри-тавра шăчăсем тăратса тухнăччĕ. Çавсен хушшине кĕтĕм те лартăм. Мана шырама тытăнчĕç. Шăтăкран пăхса лартăм: эпĕ куратăп, вĕсем мана - çук. Кайран тухрăм. Çавах çав хĕрарăм патне пымарăм. Эпĕ ютшăннипе, тарнипе вăл хытă макăрчĕ. Тăван аннене часах хăнăхаймарăм. Вăл Элĕкри апат-çимĕç комбинатĕнче ĕçлетчĕ, канмалли кунсенче пирĕн пата килетчĕ.
Вăл мана нуша килнипе усрава панă. Тăван анне, Нина Александрована Александрова, качча кайнă. Пĕррехинче тăван атте колхоз уйĕнчен пĕр лав тырă вăрласа кĕнĕ. Ăна тĕрмене 8 çуллăха хупнă. Аннене хунямăшĕпе хуняшшĕ юратман, çапла вăл тăван ялне Тавăта тухса килнĕ. Качча кайнă чухне вара çуртне сутса хăварнă, пурăнмалли çук. Алă çинчи пĕчĕк ачапа ăçта каймалла; Килĕрен киле çĕр каçса çÿренĕ. Кун пекки кама килĕштĕр? Унăн ирĕксĕрех 3-ри ачине усрава пама тивнĕ. Мана Ярхуньушкăньри ачасăр çемьене кайса панă. Тăван анне тăлăх пулнă. Кукаçа кулак тесе айăпланă та Çĕпĕре ăсатнă. Унтан чирлесе таврăннă хыççăн нумай пурăнайман. Кукам та çамрăклах çĕре кĕнĕ. Виçĕ хĕр тăлăха юлнă. Анне асли пулнă. Вĕсене колхоз машинипе ача çуртне илсе кайнă. Анне тенд айне пытанса юлнă та темле майпа каялла яла килнĕ, икĕ йăмăкĕ ача çуртне лекнĕ. Çапла анне килте пĕчченех пурăннă, хĕр пулсан качча кайнă», - иртнине аса илчĕ Любовь Михайловна.
Икĕ атте, икĕ анне унăн. Тăван амăшĕ кайран ăна пăрахса кайман. Ÿстерекен амăшне - «апи», çуратаканнине «мама» тесе чĕннĕ вăл. Тăван амăшĕ ăна нумай пулăшнă, шкула кайма япаласем, пальто туянса панă. Любовь Михайловна Элĕке пурăнма куçсан вăл та юнашарах, Синер ялĕнче, пÿрт туяннă. Нина Александровна 90 çула кайсан хĕрĕн аллинчех вилнĕ. Пăхса ÿстерекен амăшĕ - 76-ра, ашшĕ 70-те пурнăçран уйрăлнă.
«Тăван атте 90-ран иртрĕ. Тăван анне килсен ун пирки каласа панăччĕ. Анчах кайран сăмах хускатман, ун çинчен калаçма пуçласанах тарăхса каятчĕ. «Манăн ĕмĕре ирттерчĕ», - тетчĕ. Анне урăх качча кайман. Атте тĕрмерен тухсан тепре авланса ача-пăча çуратнă. Ăна хам шыраса тупрăм. Больницăра выртнă чухне ăна пĕлекен пĕр хĕрарăм вăл ăçта пурăннине каларĕ. Хĕр тусăмпа çав яла кайрăмăр. Ун чухне пĕр 7-мĕш класра вĕренеттĕм пулĕ. Мана лайăх кĕтсе илчĕç. Тăван атте Кăканарти кайăк-кĕшĕк фабрикинче ĕçлетчĕ, заготконторăна çăмарта леçме килетчĕ. Кондицине ларман çăмартасене мана килсе паратчĕ», - малалла калаçрĕ Любовь Михайловна.
Хуйхă хуçман
Любовь Константинова ĕмĕр тăршшĕпе культура тытăмĕнче ĕçленĕ. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Унăн наградăсем - туп-тулли. Малтан Любовь Михайловна Янкурас клубĕнче тăрăшнă, Элĕкре хваттер парсан унта куçнă, тÿрех аслă пĕлÿ-мĕнсĕрех районти клуб директорĕ пулма шаннă.
«Унта килтĕм те, ай-уй, пурте аслă пĕлÿллĕ. Вара малтан Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче вĕрентĕм, унтан Хусанти культура институтĕнче аслă пĕлÿ илтĕм», - аса илчĕ Любовь Михайловна. Культура тытăмĕнче 45 çул ĕçленĕ вăл, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 49 çул та 9 уйăх. Вăл районти культура çуртне ертсе пынă чухне 3 коллектив халăх ятне илнĕ: ташă, хор тата фольклор ушкăнĕсем. Ĕçленĕ чухнех аслă пĕлÿ илнĕ тапхăр çăмăлах килмен - ачисем те вĕтĕ пулнă. Ăна икĕ амăшĕ, хунямăшĕ пулăшнă.
Любовь Михайловна 1967 çулта Татмăш ялне качча кайнă. Мăшăрĕпе Германпа (ăна ялта Гена тесе чĕннĕ) 4 ача çуратса ÿстернĕ: 3 ывăлпа 1 хĕр. Шел те, упăшкин ĕмĕрĕ вăрăм пулман, 2000 çулта чирлесе вилнĕ.
Хĕрĕ Светлана Соколова амăшĕн çулне суйланă. Светлана Германовна 2015 çултанпа Элĕк округĕнчи «Валинкке» халăх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Кăçал ансамбле «Тава тивĕçлĕ халăх пултарулăхĕн ушкăнĕ» ята панă.
Любовь Михайловна çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн: мĕн чухлĕ вăй, хавхалану тапса тăраççĕ унра! Унăн кăмăл çирĕплĕхне пурнăç та тĕрĕсленĕ. Хăйĕн кун-çулĕнче вăл сахал мар виле пытарнă. Мăшăрĕ, икĕ амăшĕ, икĕ ашшĕ... Шел те, ывăлĕсем те ку тĕнчере çук. Виççĕшĕ те - Юрий, Сергей, Александр - пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Аслине Юрие машина çапса кайнă. Сергей тăрук вилнĕ, юн пусăмĕ хăпарнипе пуçне юн кайнă. Александр çулталăк каялла чирлесе вилнĕ.
«Тем те куртăм. Юра виличчен унăн хĕрĕ, мăнукăм, машинăпа çапăнса пурнăçран уйрăлчĕ. Пĕртен-пĕр хĕрччĕ вĕсен. Ун хыççăн арăмĕ, кин, чирлесе çĕре кĕчĕ. Кайран ывăлăма машина çапса кайрĕ. Пурте пĕр вăхăталла кайрĕç. Юрăн йăх юлмарĕ. Виççĕмĕш ывăл Саша авланманччĕ», - ассăн сывларĕ Любовь Михайловна. Иккĕмĕш ывăлĕн Сергейăн пĕр хĕр юлнă, вăл юриста вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарта ĕçлет. Хĕрĕн Светланăн - 2 хĕр те 1 ывăл. Мăнукĕсем Любовь Константиновăшăн - пысăк савăнăç.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.