Ача кĕтмелли тапхăр çăмăллăн ирттĕр
Çĕр çинче ача кĕтекен хĕрарăмран хитри çук! Ун çине ăшă туйăмсемпе ăмсанса пăхатпăр – вăл çĕнĕ пурнăç парнелет-çке! Тăхăр уйăх амăшĕн варĕнче тĕрекленнĕ хыççăн çемьене «ылтăн» е «кĕмĕл» кайăк вĕçсе килет, çут тĕнче савăнăçпа тулать. Пепке сывă çуралтăр тесен вара ача амăшĕн варĕнче пулнă чухнех тăрăшмалла. Çак шухăшсем пулчĕç ача кĕтекен хĕрарăмсене халалланă уявра. Кун пек мероприятисем 2023 çултанпа çулталăкне икĕ хутчен – апрелĕн тата октябрĕн 7-мĕш кунĕсенче Пĕтĕм Раççейĕпех иртеççĕ. Апрелĕн 7-мĕш кунне суйлани вара ăнсăртран мар. Шăпах çак кун православи тĕнне тытса пыракансем Пăлхавăшни – Гавриил архангел Марийăна вăл Турă амăшĕ пуласси çинчен ырă хыпар пĕлтернине паллă тăватпăр.
Пулас амăшĕсене халалланă пуçарăва Элĕксем те хастар хутшăнаççĕ. Хальхинче вĕсем «Çемье» наци проекчĕпе тата «Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проекчĕпе килĕшÿллĕн Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейне пухăнчĕç. Музей директорĕ Ольга Алексеева хăнасене çĕнелнĕ музей залĕсемпе паллаштарчĕ, унăн историйĕ çинче чарăнса тăчĕ. Хăнасем музей экспоначĕсемпе киленнĕ хушăра эпĕ Элĕкри тĕп больницăн акушер-гинекологĕпе Елена Трифоновăпа пулас амăшĕсем çинчен ыйтса пĕлтĕм. Елена Прохоровна пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна Элĕкри хĕрарăмсен консультанцийĕнче 33 хĕрарăм учетра тăрать. Кунта хамăр округрисем кăна мар, юнашар муниципалитетсенчен те килеççĕ. Медицина ĕçченĕсем пулас амăшĕсен сывлăхне пăхса тăнисĕр пуçне вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ, чĕре айĕнче пепкене йăтса çÿренĕ тапхăрта кирлĕ пулма пултаракан сĕнÿ-канаш парса пулăшаççĕ.
Уява Элĕк округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Ильина, Элĕкри тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ Василиса Архипова, Елена Трифонова акушер-гинеколог, Элĕк округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Евгения Андреева, Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн организаципе методика уйрăмĕн заведующийĕ Марина Иванова, «Чувашия Мед» страхлав компанин ертсе пыракан специалисчĕ Алина Кавказова, Чăваш Республикинчи медицина страхлав компанийĕн Элĕк енри уйрăмĕн представителĕ Римма Васильева, Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ – Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен Союзĕн Элĕк округĕнчи уйрăмĕн председателĕ, «Единая Россия» партин Хĕрарăмсен юхăмĕн муниципалитетри координаторĕ Ольга Алексеева хутшăнчĕç.
Ольга Евгеньевна мероприятие уçнă май уяв кунĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Вырăс православи чиркĕвĕн пуçарăвĕпе йĕркеленсе кайнă май вăл ача кĕтекен хĕрарăмсем çине тимлĕх уйăрассипе çыхăннине пĕлтерчĕ. Хĕрарăм пурнăçĕнчи çак пĕлтерĕшлĕ тапхăр çемьешĕн те, патшалăхшăн та питĕ кирлĕ.
Елена Трифонова шухăшĕпе, врачпа пулас амăшĕ хушшинче туслă çыхăну йĕркеленсе каять. «Тăхăр уйăх хушшинче эпир чăннипех те тăвансем пулса тăратпăр. Учета тăнинчен пуçласах эпир сирĕнпе юнашар, ача çуратнă хыççăн та сирĕн сывлăха сăнама пăрахмастпăр. Пирĕн округра ачасем çуралнишĕн эпĕ савăнатăп. Уйрăмах 3-мĕш, 4-мĕшпе 5-мĕш ача çуратакансемшĕн. Эпир Татьяна Геннадьевнăпа пĕрле сире ача кĕтмелли тапхăр ăнăçлă иртсе кайтăр тесе сунатпăр, ачасем сывă çуралччăр», – терĕ Елена Прохоровна.
Ирина Петровна пухăннисене саламланă май ачаллă çемьесем патшалăх пулăшăвĕсене тивĕçни çинчен каласа пачĕ, нумай ачаллă амăшĕсене хавхалантармалли мерăсемпе çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ.
Марина Николаевна та пулăшу мерисем çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш Енре пĕлтĕртенпе кашни муниципалитетрах, вăл шутра Элĕк округĕнче, тин çуралнă ачасене валли кирлĕ япаласене вăхăтлăх усă курма паракан пунктсем уçăлни çинчен каласа пачĕ. Пирĕн округра кун пек пункт Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр çумĕнче ĕçлет. Кунта пепкесем валли кÿмесем, кровать, апатлантармалли пукан, шыва кĕртмелли ванна, манеж тата ытти япаласем пур. Вĕсемпе çур çул хушши усă курма пулать, чи кирли – тÿлевсĕрех.
Василиса Владимировна пулас амăшĕсене хĕрарăмсен консультацине вăхăтра çÿреме сĕнчĕ. «Ача кĕтнĕ вăхăт сирĕншĕн савăнăçлă пултăр, киленĕр çак хăйне евĕр асамлă тапхăрпа», – терĕ вăл.
Малалла калаçу ача çуралсан мĕнлерех документсем тумалли çинчен пычĕ, вĕсене хатĕрлессипе сĕнÿсем пачĕç, буклетсем валеçрĕç. Хĕрарăмсене чечексемпе тата пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕç. Çавра сĕтел хушшинче иртнĕ калаçу кашнин кăмăлне çĕклерĕ. Музей ĕçченĕсем чăваш тĕрриллĕ капăрлăх хатĕрĕ ăсталама вĕрентрĕç. Тĕрленĕ чухне ырри çинчен шухăшлама сĕнчĕç, ун чухне вара пурнăçĕ те ăнса пырĕ, çемьере те килĕшÿ пулĕ. Ача амăшĕн варĕнче пулнă чухнех çывăх çыннине аван туять-çке. Çавăнпа та хĕрарăмсен кăмăлĕ лайăх, чунĕнче лăпкă та канлĕ пулни пепкешĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.