Ачасем - музейра
Элĕкри 1-мĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача садĕнчи шкул умĕнхи хатĕрленÿ ушкăнĕ литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче пулнă, этнографи тата çут çанталăк залĕсемпе паллашнă.
Музей директорĕ Ольга Алексеева шкула хатĕрленекен ачасене чăваш халăх музыка инструменчĕсем çинчен каласа панă. Вĕсене хатĕрленĕ чухне ăстаçăсем йывăçпа, шăмăпа, тăмпа, тирпе, хур тĕкĕпе, ÿсен-тăранпа усă курнине пĕлтернĕ. Хĕлĕхне лаша хÿринчен маçтăрланă. Ачасене ытларах çакăн пек музыка инструменчĕсем - шăпăр, кĕсле, çăтăркка, флейта, сĕрме купăс интереслентернĕ. Ачасем музейри кайăксен, чĕр чунсен экспоначĕсемпе интересленсех паллашнă.