Элĕк тăрăхĕнчен Афган вăрçине 153 çын хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Ишпарайккăра çуралса ӳснĕ Олег Прокопьев та. Вăл 1984-мĕш çулта ют çĕр çинче куçне хупнă. Аслă сержант мотострелоксен икомандирĕ пулнă. Пурĕ 23 çапăçăва кĕнĕ. Вунă çула яхăн хаяррăн çапăçнă салтаксем чăннипех те пысăк чыса тивĕç. 

Яндекс.Метрика