Амăшĕн ĕçне хĕрĕсемпе мăнукĕсем тăсаççĕ
Иртнĕ çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе анлă паллă турăмăр. Муниципалитетсенче ятарлă программăпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Нумай ачаллă çемьесене, чылай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Ĕç династийĕсем те тимлĕхсĕр юлмарĕç. Элĕк округĕнче Çемье тата Экологи культурин çулталăкĕсене пĕтĕмлетнĕ чух хамăр тăрăхри ĕç династийĕсене палăртрĕç. Шăпах ун чухне сцена çине сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче икçĕр çул ытла тăрăшакан Прокопьевсене йыхравларĕç. Вĕсем пурте тенĕ пекех хăйсен пурнăçне Элĕк енри тĕп больницăпа çыхăнтарнă.
Прокопьевсен ĕç династийĕн пуçлăхĕ Александра Михайловна шутланса тăрать. Вăл 1918 çулхи ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Элĕк районне кĕрекен Мăн Этмен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Александра Михайловна Прокопьева ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитарка тивĕçне 33 çул хушши пĕр улшăнмасăр пурнăçласа пынă. Район центрне çитсе çÿреме çул-йĕрĕ питех те начар пулнăран дипломлă медицина ĕçченĕсем нумаях тытăнса тăрайман вăл тăрăхра. Кун пек чухне Александра Михайловнăран пулăшу кĕтнĕ ял халăхĕ. Юн пусăмĕ хăпарнă-и, вар-хырăм ыратать-и е тата сурансене сиплемелле - кашнинех кирлĕ пек эмеллесе, сĕнÿ парса тăма пултарнă чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Кăткăс ыйтусем сиксе тухсан вара тÿрех район больницине ăсатма васканă. Хăш-пĕр чух, мăшăрĕсем ача çуратма пуçласан, пулас ашшĕсем хĕллехи çил-тăманлă каçсенче те лаша кÿлсе çитсе тăнă вĕсен килĕ умне. Ача-пăча чирлесен те ун патнех чупса çитнĕ ашшĕ-амăшĕ. Хисеплĕ çынна хирĕç пулсан ачи-пăчи те, çитĕннисем те ун умĕнчен пуç тайса иртнĕ. «Пирĕн тухтăр!» - тесе каланă ял-йыш ăна хисеплесе. Амăшĕн ĕçне хĕрĕсем курса ÿснĕ. Ĕçĕ çăмăлах маррине ăнланнă пулин те хăйсен пурнăçне шурă халатлисен профессийĕпе çыхăнтарнă.
Аслă хĕрĕ, Галина, амăшĕн çулĕпех йĕрлес тенĕ хăйĕн кун-çулне. Аттестат илнĕ-илменех мал ĕмĕтлĕ хĕр упраç медицина ĕçченĕ пулас тĕллевпе Канаш хулине çул тытнă. Дипломпа пĕрлех направлени те тыттарнă çамрăк хĕре. 1971 çулхи август уйăхĕн пуçламăшĕнче Элĕк районĕн тĕп больницинче хавас кăмăлпа ĕçлеме тытăннă Галина Васильевна. Терапи уйрăмĕнче, васкавлă пулăшу тытăмĕнче, поликлиникăн хирурги кабинетĕнче хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă май хастарлăхпа та ăсталăхпа палăрса пынă çамрăк специалист. Анестезиологи енĕпе квалификацине ÿстернĕ хыççăн ниçталла та пăрăнман хирурги уйрăмĕнчен. 1985 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех, çирĕм тăватă çул хушши, хирурги уйрăмĕн аслă медицина сестрин тивĕçĕсене пурнăçласа пынă Галина Леонтьева. Ĕçне кура хисепĕ. «СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ.
Елизавета, çемьере виççĕмĕш ача пулса çуралнăскер, шкул пĕтерсен Шупашкар хулин студенчĕ пулса тăнă. Алла диплом илсен тÿрех тăван района çул тытнă. Хĕрлĕ дипломлă специалиста санитарипе эпидемиологи станцийĕн тĕп врачĕ хаваспах кĕтсе илнĕ. 1978 çулхи март уйăхĕнчен çырăнма пуçланă унăн ĕç стажĕ. Туслă коллективра йывăр пулман çĕнĕ çынна ĕçе хăнăхса пыма. Эпидемиолог çумĕнче хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă вăл. Вырăнта анчах ларса ĕçлемелли сахал пулнă паллах. Ăçта çитсе мĕн тĕрĕслемеллине яланах кирлĕ пек тата вăхăтра йĕркелесе пынă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче темĕнле ыйту çуралсан та нихăçан та çынна кÿрентермен Елизавета Васильевна, асăрхаттарса сĕнÿ-канаш парса хăварнă. Ĕçре хастарлăхпа палăрса пынине кура вĕçĕмех хисепре пулнă унăн ячĕ. Çырса та пĕтереймĕн Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсен шутне. Елизавета Васильевна Ивановăн килĕнче «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» значокĕ, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн, Чăваш Республикин санитарипе эпидемиологи патшалăх надзорĕн, район администрацийĕн Хисеп хучĕсем типтерлĕн упранаççĕ.
Кĕçĕн хĕрĕ Людмила та аппăшĕсенчен тĕслĕх илсе медицина ĕçченĕн профессине суйласа илнĕ. Шĕмшеш шкулĕнчен вĕренсе тухса аттестат илнипе пĕрлех Канашри медицина училищине çул тытнă. Ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл та Элĕк район больницинчех ĕçлеме кăмăл тунă. 1978 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçланнă Людмила Васильевнăн больница енне çул такăрлатасси. Хирурги уйрăмĕн коллективĕ савăнсах кĕтсе илнĕ тин çеç алла диплом илнĕ медицина сестрине. Çамрăк пулсан та чирлисемпе пĕр чĕлхе тупса ăшă сăмахсемпе йăпатма пултаракан сывлăх ĕçченне пурте хисепленĕ. Ăсталăхĕпе те, хастарлăхĕпе те палăрса пынă тăрăшуллăскер. «Коммунизмла ĕç ударникĕ» значок та пур унăн. Çулсерен больница администрацийĕ йĕркелесе пыракан «Чи лайăх медицина сестри» конкурса хаваспах хутшăнса темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕ ята тивĕçсе хирурги уйрăмĕн чысне хÿтĕленĕ. Мĕн чухлĕ Тав тата Хисеп хутне илме тивĕç пулман-ши тÿрĕ чунлă сывлăх ĕçченĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин Тав çырăвĕ паянхи кун та типтерлĕн упранать. Хирурги уйрăмĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă Людмила Капитонова.
Александра Михайловнăн кинĕ те Елена Прокопьева, Кемерово хулинче врач профессине алла илнĕскер, тивĕçлĕ канура пулин те пăрахман-ха ĕçне. Хăйĕн патне пулăшу ыйтма пыракансене пурне те ăшшăн йышăнать, ырă сĕнÿсем парса, кирлĕ эмелсемпе мĕнле усă курмаллине ăнлантарса сиплет. Сывалма шанчăк пуррине туйса тăраççĕ ун патĕнче тăрĕсленсе тăракансем. Чирлисем хушшинче те, ĕçтешĕсем хушшинче те хисепре Елена Петровна. «Медицина - мое призвание», - тет вăл, вырăсла кăна калаçаканскер, хăй çинчен каласа панă чухне.
Александра Михайловнăн мăнукĕсем, Людмила Васильевнăн икĕ хĕрĕ те врач профессине килĕштернĕрен Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне суйланă. Вĕсене ăнăçлă пĕтерсе тăван тăрăха таврăннă. Аслă хĕрне, Татьяна Федоровăна, Элĕк больницин тилхепине тытса пыма шаннă. Вăл тĕп врач тивĕçĕсене пурнăçлать, пĕчĕк мар коллектива ăнăçлă ертсе пырать. Инна Никонорова - врач-терапевт тата дерматовенеролог. Инна Юрьевна хăйĕн профессине чунтан парăннă, çакна кулленех хăйĕн ĕçĕпе çирĕплетет.
2007 çулта пĕрремĕш хут Прокопьевсен ĕç династине Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта чысланă. Малалла та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарса телевизор парса хисеп тунă. Каярахпа вара - 2016 çулта Республика кунне Элĕк район центрĕнче уявланă чух район администрацийĕн Тав хучĕпе саламланă. Хальхи вăхăтра Прокопьевсен сывлăх сыхлавĕнчи ĕç династийĕ 221 çула çитнĕ. Малалла та ÿссе пытăр вăл.
Марина МИХАЙЛОВА.