Асăрханăр - ачасем!
Кăçалхи иртнĕ сакăр уйăхра Чăваш Республикинче 18 çула çитмен ачасем хутшăннипе çулсем çинче пулнă инкексен шучĕ ÿснĕ. Пĕтĕмпе январь-август уйăхĕсенче ачасем хутшăннипе пулнă 101 авари регистрациленĕ. Вĕсенче вара икĕ ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 118-шне тĕрлĕ сурансемпе сиплев учрежденийĕсене ăсатнă. Август уйăхĕнче çула çитмен çамрăксем хутшăннипе пулнă аварисен шучĕ вара палăрмаллах пысăкланчĕ. 19 çул-йĕр инкекĕнче пĕр ача вилнĕ тата 22-шĕ аманнă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Çак тапхăр каллех аслисене - педагогсене те, ашшĕ-амăшне те, автотранспорт водителĕсене те - пурне те тимлĕ пулма ыйтать. Çакна тĕпе хурса йăлана кĕнĕ тăрăх кăçал та республикăра августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 9-мĕшĕччен «Асăрханăр, ачасем!» профилактика мероприятийĕ иртет. Ку чухне транспорт хуçисен уйрăмах хăвăртлăх йĕрки çине пысăк тимлĕх уйăрмалла тата автотранспортпа ачасене шкула турттарнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене тĕпе хумалла.
Педагогсен шкулта, ашшĕ-амăшĕн килте ачасемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле, çул урлă каçнă чухне, çул хĕррипе утнă чухне мĕнле йĕркесене пăхăнмаллине аса илтермелле. Вăрнарти районсем хушшинчи çул-йĕр инспекцийĕн инспекторĕсем те асăннă акци вăхăтĕнче шкул ачисемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ.
Геннадий КАЗЫКИН,
Вăрнарти районсем хушшинчи çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ.