Ашшĕ-амăшĕ ачисенчен ыррине кĕтет
Янкурас ялĕнче кун çути курнă Люсьăна пысăк йышра ÿсме тÿр килмен. Унăн Геннадий пиччĕшĕ пулнă-ха. Вăл, йăмăкĕнчен чылай аслăскер, тăван килĕнчен çап-çамрăклах «вĕçсе» тухса кайнă.
Çар çыннин профессине илнĕскер çĕршывăн Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче вăтăр виçĕ çул тăнă. Люся вара килĕнче тĕрек вырăннех, амăшне кулленех пулăшакан. Çывăх çынни Ирина Филипповна çирĕп хĕрарăм пулнине пытармасть Людмила Иванова. Уй-хир бригадин хастар ертÿçи чăн-чăн кил хуçи те. Пĕртен-пĕр хĕрĕнчен те çирĕп ыйтнă. Ĕç-хĕл енĕпе юрама çăмăлах килмен Люсьăна.
Шкулпа сывпуллашнă хыççăн ĕç вырăнĕ енĕпе ăнăçу пулнă-ха унăн. Элĕкрех вăй хума тÿр килнĕ. Людмила Иванова районти социаллă пулăшу пайĕнче чылай тăрăшать. Хыççăн çыхăну уйрăмĕнче тĕп кассăна тытса пынă. Хатĕрлев кантурĕнче те шут ĕçченĕн шанăçне тÿрре кăларнă. Госстрах агентĕнче вара вун икĕ çул тимленĕ.
Пурнăçра вĕçĕ-хĕррисĕр ĕçпе кăна çырлахмалла туман çав. Вăхăт çитсен çичĕ юта тухса çемье чăмăртани те пĕлтерĕшлĕ. Людмила Аристарховна енĕпе шÿтленçи те пулчĕ.
- Турă çырни пусма вĕçнех килет теççĕ те, манпа та çаплах пулса тухрĕ, - терĕ вăл.
Хăйне илме вара 1972 çулхи декабрь уйăхĕн шартлама сивĕ кунĕнче Хурăнсур ялĕнчен пысăк туйпах пынă. Юрать-ха хăй пекех маттурскерпе пÿрнĕ ăна. Геннадий строитель профессине илнĕ. Районшăн та кирлĕ те усăллă çын вăл. Хăй вăхăтĕнче хуçалăхсем хушшинчи «Аликовская» строительство организацийĕнче, «Агрострой» предприятире вăй хунă. Мастер, прораб пулса Элĕк енре çурт хыççăн çурт хăпартнă çĕрте пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартнă. Халĕ, авă, Геннадий Никитичпа Людмила Аристарховна Ивановсем Элĕк салинче ятлă-сумлисен шутĕнче. Вĕсем ултă ача ашшĕ-амăшĕ. Çамрăк мăшăр пĕрремĕш тĕпренчĕке мĕн тери кĕтни каламасăрах паллă. Пĕчĕк «кайăк» вара хĕр пĕрчи. Лена тесе чĕнме пуçланă ăна. Чи малтанхи амăшне пулăшакан пулнишĕн савăннă çемьере. Иккĕмĕшне вара саккаспах илнĕ тейĕн. Ывăл çураласса мĕн авалтан кĕтнĕ вĕт. Пулас кил хуçи, пурнăç тытакан тесе хакланă-çке ăна. Çапла Саша савăнăç парнеленĕ те ашшĕ-амăшне. Çемьере ывăлпа хĕр черетленсе пыни килĕшÿллĕ мар-и-ха тата; Тепĕр икĕ çултан Светлана кун çути курнă Ивановсен. Пĕр ярăмри шăрçасем хушăнсах пыни те ырă пулăм. Анчах тÿрех мар-ха, майĕпен кăна. Виççĕмĕш ачи хыççăн пилĕк çултан Ирина, тепĕр икĕ çултан Надя «вĕçсе» килеççĕ кил-çурта. Чылаях вăхăт иртсен, тепĕр сакăр çултан, 1992 çулта Алешăна та шыраса тупнă Людмила Аристарховнăпа Геннадий Никитич. Йышлă çемьере пурнăç вĕресе кăна тăнă. Ачасен хаваслă сасси ашшĕ-амăшĕн чун-чĕрине тыткăнланă. Кашнинех тĕрĕс-тĕкел, сывă пăхса ÿстересси, хăйсемшĕн, тăван çĕршывшăн та усăллă çынсем тăвасси - тĕп тĕллев. Çав çутă ĕмĕтпе пурăннă та Ивановсем. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр мĕн пултăр; Амăшĕн хăрах алли вутра, хăраххи шывра теççĕ ун пек чухне. Людмила Аристарховна канăçне курман паллах. Хăй калашле, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе парассишĕн плита умĕнчен татăлман. Ачан тутă пулнипе пĕрлех çипуçĕ те таса та çыпăçуллă пулмалла-çке. Хăй те, типтерлĕхе хаклама хăнăхнăскер, ывăл-хĕрне нихăçан та япăх çÿретмен. Ашшĕ вара ачисемшĕн чăн тĕрек. Çемье тилхепине çирĕп тытса пыма та пĕлнĕ Геннадий Никитич. Воспитани ыйтăвне пĕрле татса панă мăшăр. Килĕшÿллĕ те туслă йышра - ăнăçу. Ачисене пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине кăларнă Ивановсем. Хĕрĕсем, авă, пĕри тепринчен хастар. Кашниех аслă пĕлÿ илнĕ. Лена çыхăну, Светлана коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ирина экономист-шут ĕçченĕ пулсан, Надя юрист. Вĕсем хăйсен вырăнĕсене тупнă. Сашăпа Алеша çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă, ĕçрен хăрамаççĕ.
- Пирĕн пилĕк мăнук. Аня, Таня, Лена, Семен, Ярослава - хамăр ачасем вырăнĕнчех. Вĕсем пуçтарăнса килсен пÿрт тулать. Чун-чĕрере хаваслăх хуçаланать, - савăнсах калаçрĕ ултă ача амăшĕ.
Аня мăнукĕ, сăмахран, малтанах Элĕкре вĕреннĕ. Вăтам шкула вара Мускавра хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра тĕп хуламăртах аслă шкулта пĕлĕвне малалла ÿстерет. Унăн ырă тĕслĕхĕпе кĕçĕннисем те хавхаланаççĕ.
- Ачасем - пирĕн пуласлăх, телей. Вĕсен пурнăçĕ ăнсах пытăрччĕ. Ун пек чухне пире те пурăнма çăмăлрах пулĕ, - теççĕ Людмила Аристарховнăпа Геннадий Никитич Ивановсем.
Вĕсен ырă пилĕ ачисен çулне уçсах пырĕ, малтан-мала кайма вăй-хал хушĕ.