Ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ, ывăл-хĕрĕ килĕшÿллĕ
Тупа ту пĕрлешмест, çынпа çын пĕрлешет, тенĕ. Турă çырнисем таçтан, темĕнле майпа та тупăнса пĕрле пулаççĕ çав. Пĕрисем, авă, кÿршĕре ÿссе çитĕннисемех мăшăрланаççĕ. Теприсем чылай аякран пĕр-пĕрне шыраса тупаççĕ. Ярушка ялĕнчи Ивановсене виççĕмĕш ушкăнрисен шутне кĕртмелле-ши?
Владимир Трофимович йышлă ачаллă çемьере кун çути курнă. Кĕçĕн ывăлĕ пурнăç тытни вара килĕшÿллĕ те. Çапла кил хуçи пулма тивĕçлĕ те вăл. Савнă мăшăрĕ Любовь Петровна вара кÿршĕри Красноармейски районĕнчи ялта çуралса ÿснĕ. Шăпи пĕрле пулма тухнă çав. Вăт пĕрлешнĕ те вĕсем. Ăнсăртран мар, паллах, пĕр-пĕрне килĕштернипе, юратнипе.
Шкулпа тин кăна сывпуллашнисен хулана иленес шухăш та пур-çке. Вовăпа Люба та çапла Шупашкара çул тытнă. Иккĕшĕ те - агрегат заводне. Ярушка каччи пысăк цехра ĕçе кÿлĕнет. Красноармейски хĕрĕ кунти поликлиникăна вырнаçнă-мĕн. Шурă халатлăскер регистратурăра. Хĕрпе каччă пĕр-пĕрне асăрханă та килĕштернĕ. 1979 çулхи декабрьти шартлама сивĕ кун туй кĕрлеттернĕ вĕсем. Çапла Ярушка ялĕнче тепĕр çемье чăмăртаннă. Владимир Трофимовичпа Любовь Петровна çĕнĕ пурнăç чĕртеççĕ. Иккĕшĕ те ырă ĕмĕтлĕ. Ĕç пурнăç тыткăчи пулнине тĕпе хураççĕ вĕсем. Çывăхри Дубовски поселокĕнчи завода тăсăлакан çула такăрлатма пуçлаççĕ. Ĕçре хастарлăхпа палăрать мăшăр. Сум çумне сум хушса пыраççĕ, ырлăх-пурлăхне те тăваççĕ Ивановсем.
Ача-пăчаллă пулни - çемьешĕн телей. Пĕрремĕшне, сăмахран, мĕн тери пысăк хавхаланупа кĕтет кашни. Владимир Трофимовичпа Любовь Петровна вара ывăла пурнăç парнелеççĕ. Арçын ача çураласса мĕн авалтан кĕтнĕ вĕт. Пулас кил хуçи, пурнăç тытакан тесе хакланă ăна. Çапла Олег савăнтарнă та ашшĕ-амăшне. Аталанать, вăй илет, патвар ÿссе пырать пĕчĕк каччă. Епле пулсан та пĕрре пĕрлĕхсĕр тенĕ. Апла пулсан, пĕрин хыççăн тепри, темиçен те кирлĕ вĕсем тĕпренчĕксем. Ывăл хыççăн хĕр черетленсе пыни килĕшÿллĕ мар-и-ха тата? Саккас панă пекех тейĕн Оксана кун çути курнă Ивановсен. Пĕр ярăмри шăрçасем хушăнсах пыни те ырă пулăм. Паллах, тÿрех мар-ха, майĕпен кăна. Виççĕмĕш ачи Аня, самаях вăхăт иртнĕ хыççăн Оля «вĕçсе» килеççĕ кил-çурта. Йышра пурнăç вĕресе кăна тăнă. Ачасен чĕвĕлти сасси ашшĕ-амăшĕн чун-чĕрине тыткăнланă. Кашнинех юратса, тĕрĕс-тĕкел, сывă пăхса ÿстересси, йĕркеллĕ çынсем тăвасси канăç та паман-ха вĕсене. «Пурте хамăршăн, Тăван çĕршывшăн та усăллă пулччăр», - тенĕ Владимирпа Любовь Ивановсем.
Ывăл-хĕр хăй тĕллĕнех çын пулать-и-ха тата? Пайтах тăрăшмалла, вăй хумалла вĕсемшĕн. Амăшĕн хăрах алли вутра, тепри шывра тенипе те килĕшес килет. Ашшĕне тата епле çăмăл пултăр; Вăл çемьешĕн чăн тĕрек, «тилхепене» çирĕппĕн тытса пыраканни те. Воспитани ыйтăвне пĕрле татса панă мăшăр. Килĕшÿллĕ те туслă йышра ăнăçу пулатех. Владимир Трофимовичпа Любовь Ивановна ачисене пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсем пĕри тепринчен хастар, кашни хăйĕн вырăнне тупнă. Олег ывăлĕ строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Пур ĕçе те парăнтарма хăнăхнă вăл. Оксана та хăй кăмăллакан профессие суйласа илнĕ. Вăл Шупашкарта суту-илÿ енĕпе вăй хурать. Аня Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа тухнă. Хăйĕн çирĕп пĕлĕвне Мускавра патшалăх банкĕнче ĕçлесе кăтартать. Чи кĕçĕнни, Оля, аслисенчен епле юлтăр-ха тата? Вăл Элĕкри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăнах Шупашкарти медицина колледжне кайса кĕнĕ. Унта специальность илнипех лăпланман-ха маттурскер. Хальхи вăхăтра Чулхулари аслă шкулта пĕлĕвне малалла ÿстерет. Хĕр пĕрчи чăн-чăн тухтăр пулма ĕмĕтленет.
- Пирĕн виçĕ мăнук - Ксюша, Софья тата Кирилл - хамăр ачасем вырăнĕнчех. Вĕсем пуçтарăнса килсен чун савăнать, кăмăл çĕкленет, - теççĕ Ивановсем.
Пĕчĕкçĕ Ярушка ялне пырса кĕнĕ çĕрте - асамлă та илемлĕ вырăнта Ивановсен капмар та хăтлă килĕ-çурчĕ. Хушма хуçалăхĕ пуян. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ. Сад-пахча ешерет, улма-çырла парнелет. Йĕри-таврара тĕрлĕ чечек куçа йăмăхтарать. Кил хуçисем те хитрен курăнаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнакансем часах ватăлмаççĕ çав. Ял-йышра та ятлă-сумлă Владимирпа Любовь Ивановсем. Ахальтен мар кил хуçине Владимир Трофимовича ял старости пулма шаннă. Вăл вара яваплăха туйса, тивĕçе ăнлансах тăрать. Ял çыннисен шанăçне тÿрре кăларассишĕн тăрăшать.
Елена ТИМОФЕЕВА.