Ашшĕ юнлă çапăçу хирĕнчен тухайман
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ачи Виталий Максимович Максимов çитес çул 80 çулхи юбилейне паллă тума ĕмĕтленет. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче терт-нушине пайтах курнă, тÿссе ирттернĕ.
Унпа тăван килĕнче тĕл пулма тÿр килчĕ. Вăрçă ачи хальхи вăхăтра юратнă мăшăрĕпе Елена Тарасовнăпа пурăнать. Паллах, пĕччен-иккĕн кăна мар-ха. Максимовсен ачисем пурĕ пиллĕкĕн. Вĕсем манмаççĕ ашшĕ-амăшне, пăхса, асăрхасах тăраççĕ-мĕн. Виталий Максимович вара хăйĕн çинчен хаваспах каласа пачĕ.
- Эпĕ 1941 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Çав çулхинех аттемĕр Максим Иванович Иванов çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Çывăх çыннăмăр сăн-питĕнчен епле пулнă-ши? Эпĕ, паллах, çавна калаймастăп. Çапах аннемĕр, Фекла Даниловна Данилова каласа панă тăрăх, вăл ятлă çын пулнине пĕлетĕп. Манăн атте вĕреннĕрех çын пулнă. Вăл хăй вăхăтĕнче çыхăну уйрăмĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Райĕçтăвкомăн председателĕн çумĕ те. Вырăнта кирлĕ çын пулнăран ăна маларах вăрçа каяссинчен броньпе хăварнă. Çапах та çапăçу хирĕнче пулатех вăл. Пуля «çумăрĕнче» епле хăтăлса юлăн-ха? Çапла çапăçу хирĕнчен тухайман та атте, хыпарсăр çухалнă.
Пĕчĕк Виталий ашшĕн ытамне лекеймен. Амăшĕ тăрăшнипе утакан, чупакан та пулать арçын ача. Воспитани енĕпе те çирĕп ыйтнă унран.
- Çамрăкрах пулнăран анне мана уй-хире халăхпа пĕрле ĕçлеме илсех кайман. Ытларах килти ĕçсене пурнăçлама хушса хăваратчĕ. Эпĕ вара выльăхсене пăхнă, апатне те пĕçерсе лартнă. Ытти ĕçсене те хăнăхтарчĕ анне. Вăл вĕрентессишĕн те питĕ тăрăшатчĕ, - аса илчĕ ачалăхне Виталий Максимов.
Вăл пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тăрать. Шкулта тăрăшса вĕренет, вăтам пĕлÿ илет. Часах Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ те пулса тăрать. Вăрçă ачи - историк. Виталин Геннадий шăллĕ те пулнă-ха. Вăл та пысăк пĕлÿллĕскер, «Хыпар» издательство çуртĕнче çирĕм çул ĕçлет. Виталий Максимов вара вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕ. Вăл малтанхи утăмсене Хĕрлĕ Чутай районĕнчи шкулта тăвать. Ачасене историе вĕрентессипе вăй хурать. Тăван Элĕк енре те кирлĕ çын пулать вăрçă ачи. Вăл çут ĕç пайĕ çумĕнчи методика кабинечĕн заведующийĕ. Общество ĕçне те хастар хутшăнать Виталий Максимович. «Пĕлÿ» обществăн членĕ пулнă май хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе лекци тата доклад тунă-ши? Чăн-чăн пропагандист пулнипе палăрнă. Çав тапхăрта пĕлĕвне татах та ÿстерет, марксизм-ленинизм университетĕнчен вĕренсе тухать.
Виталий Максимов тăван кĕтесре те ырă тĕслĕх кăтартать. Вăл 1974-2004 çулсенче Мăн Вылă шкулĕнче ачасене истори вĕрентет. Унăн урокĕсем яланах ăнăçлă иртнĕ-мĕн, вĕренекенсене те килĕшнĕ. Мĕншĕн тесен вăрçă ачи хăй суйласа илнĕ профессие чун-чĕререн парăннă.
Педагог пулса тимленĕскер нимĕнле ĕç умĕнче те пуçне усмасть. Çап-çамрăк чухне почтальонра пилĕк çул тимленĕ Виталий Максимов. Çавăн чухне вăл ял-йышпа хытах туслашнă. Ку ырă туйăм паянхи куна та упранать унра. Тивĕçлĕ канăва тухнăскер халĕ те ветерансемпе инвалидсен организацийĕсене ăнăçлă ертсе пырать.
- Çулланнисемпе тата сусăрсемпе кулленех туслă çыхăнура. Уявсене пĕрле пухăнса ирттеретпĕр. Юбилей кунĕсене те савăнăçлă лару-тăрура йĕркелетпĕр, - пĕлтерчĕ Виталий Максимович.
Кÿршĕсемпе килĕштерсе пурăннине тата мĕн çиттĕр; Максимовсем пĕр-пĕрне пулăшма яланах хавас. Мария Маркова пĕччен хĕрарăма, сăмахран, вĕсем 98 çула çитиччен пăхса усранă. Çулланнă кил хуçи сурăхсем ĕрчетес енĕпе вăй хурать. Кĕтÿ йышне вăтăр пуçа çитернĕ. «Сурăх ашĕ тутлăхлă, пахалăхлă, çăмăл какай шутланать», - тет Виталий Максимов.
Вăрçă ачин çемйинче виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ÿснĕ. Кашниех хăйĕн вырăнне тупнă, çемьеллĕ. Олег, Андрей, Владимир ывăлĕсем строительство енĕпе ĕçлеççĕ. Оксана повар профессине илнĕ пулсан, Олимпиада педагог. Вăл Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.
Елена ТИМОФЕЕВА.