Ашшĕн вил тăприне тăван тăрăха илсе таврăннă
Вĕсем сахал мар хуйхă-суйхă тÿснĕ, тен, пĕчĕк çыншăн ытла та пысăк пулнă вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни вĕсен пурнăç пуçламăшĕпе пĕр килнĕ. Апла пулин те Сурăмпуç Шĕмшешри Лидия Шашкарова пурнăç çине ÿпкелешсе калаçмасть-ха. Хăйне телейлисен шутнех кĕртет.
- Ачалăхра нуша тÿснишĕн паян ырлăхрах пурăнатăп. Тăраниччен тĕрлĕ апат çиме те, питĕ тумланма та майĕ çителĕклех. Эпир çемьере тăваттăн пулнă. Атте вăрçа тухса кайнă чухне анне йывăр çын пулса юлнă. Халĕ те çывăх çыннăмăр вăрçа ăсанни куç умĕнчех. Ялтан пĕр харăсах темиçе çын кайрĕç. Çемье çавăрса ĕлкĕреймен Якку пичче лашапаччĕ. Атте вара кайма тухнăскер тепĕр хут пÿрте кĕчĕ те мана тата йăмăксене йăтса сак çине тăратрĕ, кашнинех ытлаласа илчĕ те йĕрсе тухса кайрĕ. Вăл урапа çинче тутăр вĕçтерсе ларса кайнине сак çинче тăрса кантăкран пăхса юлтăмăр, - ашшĕне аса илнĕ чухне самаях чунĕ хурланчĕ ватăн.
Кăштахран Лидия Ермолаевнăсен çемйинче йыш хушăннă, амăшĕ ывăл çуратнă. Килте кăкăр ачи пуррине пăхмасăрах пилĕк ача амăшне ялтан вăрмана ĕçлеме янă. Кинемей пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕкскерне килте юлнисем те лайăх пăхайман, темиçе уйăхранах ÿт-пÿ çине çăпан тухса тулнипе ача пурнăçран уйрăлнă. Ун хыççăнах çемьене тепĕр инкек те пырса çапнă, 3-4-ри Валя йăмăкĕ те пыр шыççипе аптранăран вилнĕ.
Кунпа çеç пĕтмен-ха Лидия аппасен хуйхи. Кĕçех çемьене вăрçă хирĕнчен «хура хут» килнĕ. Ашшĕ Псков хули патĕнчи пĕр хĕрÿ çапăçура вилнĕ. Çарти юлташĕсем пĕлтернĕ тăрăх, тивĕçлипех юлашки çула ăсатнă кил хуçине.
Çак инкексем хыççăн Лидия Шашкаровăн та çемьере асли пулнă май хăй çине пысăк яваплăх илме тивнĕ. Тăххăрта чухнех тырă вырма тухма пуçланă. Уй-хирте ĕçлекенсене ыраш пăтти пĕçерсе çитерессине йĕркеленĕ те. Кинемейсен виçĕ çын тырă вырнăран тÿрех виçĕ тÿпе панă. Пăтă çимелле, килти вак-тĕвек ачисене те çавăтса тухнă Лидия Ермолаевнăсем.
Ялти шкулта çичĕ класс пĕтерсен малалла пĕлÿ илес тесе Элĕк шкулне те кайса пăхнă. Вĕренÿшĕн тÿлеме укçа çукран ку ĕмĕте пăрахăçланă та кĕнчеле арласа çип тăвассипе ĕçлеме тытăннă. Колхоз ĕçне хастар хутшăннă.
- 17 çула пусăмласан ялтан виçĕ тус-тантăш Мускава килĕшÿпе стройка ĕçĕсене тухса кайрăмăр. Темиçе çулах ĕçлесе пурăнтăмăр. Хамăра валлилĕх çи-пуç ĕçлесе илнипе пĕрлех аннене те, йăмăксене валли те ярса панăччă. Килĕшÿ вăхăчĕ вĕçленсен малалла та тăсрăмăр ăна. Анчах та килтен çыру килчĕ. Унта анне чирлесе кайнине пĕлтернĕ. Йăмăксем çавăнпа та киле таврăнма ыйтнă. Вăл вăхăтра кил-хуралтă та тахçанах çĕрĕшсе, кивелме ĕлкĕрнĕччĕ. Пÿрт-çурт та япăхнăччĕ. Йăтăнса анас пекех ларатчĕ-ха пĕчĕк пÿрт. Çавăнпа та чи малтанах çĕнĕ çурт тума калаçса татăлтăмăр аннепе, - çамрăклăхне куç умне кăларать Л.Шашкарова.
Мускавран тĕрлĕ ырлăх-пурлăхпа таврăннă харсăр хĕре çийĕнчех каччăсем те асăрханă. Пĕри те тепри евĕчĕ те янă, çураçма пыракансем те йышлăн пулнă. Лидия Ермолаевнăн амăшĕ вара çемье çавăрас шутпа пынă каччăсене хĕрне халех качча памассине, малтан çурт çĕклемеллине палăртса пĕрин хыççăн теприне алăк енне тĕллесе кăтартнă.
- Сăмах май, эпĕ харсăр пулнăран колхозра лашапа тĕрлĕ лав турттарнă. Çĕнĕ çурта çĕклесе лартсан, тăррине витсен платниксене леçме лашапах кайнăччĕ. Эпĕ урапапа тухса кайнине хамăртан турарахра пурăнакан Анисим асăрханă. Эпĕ килте çуккипе усă курса анне патне кайса мана качча пама ирĕк ыйтнă. Эпир вара вăл вăхăтра килте кăмака та купалама ĕлкĕреймен-ха. Анне кун çинчен пĕлтерсен пулас упăшка хăех купаласа пама шантарнă. Чăнах та, çураçма аниччен çĕнĕ пÿрте куçма ĕлкĕртĕмĕр. Туйпах илсе хăпартрĕç мана. Хĕрпе качăлла çÿремен пулин те 41 çул килĕштерсе пурăнтăмăр унпа, - калаçу çăмхине сÿтет кил вучахне упракан Л.Е.Шашкарова.
Анисим Григорьевич та бригадир пулнă май колхозсене çĕнĕрен йĕркеленнĕ тапхăрта хастарлăх кăтартнă. Фермăсем, колхозри ытти çуртсене çĕклессишĕн яваплă пулнă. Мăшăр тăватă ывăла кун çути парнеленĕ. Паян Григорий ывăлĕпе, Галина кинĕпе пурăнать-ха кинемей. Ачалăхра йывăр ĕçлени вара халĕ çулсем иртсен хăй çинчен аса илтерет иккен. 86-ри ватă килте вак-тĕвек ĕçсене çеç пурнăçланине, кил хуçалăха паян ачисем çирĕп тытса пынине палăртать.
- Атте вăрçăра аякра пуç хунă пулин те, унăн вил тăприйĕ аннепе юнашарах. Темиçе çул каялла манăн ывăлпа йăмăкăн ачи ятарласа Псков хулине кайса килчĕç. Хĕрÿ çапăçусем пынă вырăна çитсе курнă вĕсем. Çавăнта тăшмана хирĕç çапăçса пуç хунă салтаксен пĕрлехи вил тăприйĕ çинче палăк çĕклесе лартнине, унта манăн аттен ятне те çырса хунине пĕлтерчĕç. Çав вил тăприне илсе килсе пачăшкăна кĕлĕ вулаттарнă, аннен вил тăпри çине хурса атте ячĕпе хĕрес лартрăмăр. Çакăншăн вара чун савăнатех-ха, - калаçăва вĕçленĕ май пĕлтерет кинемей.