Бассейна артезиан шывĕпе тивĕçтерĕç
Мĕн ир пуçласа тавралăха каçхи сĕм çапичченех тĕрлĕ техника шавĕ лăпланмасть «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территрийĕнче. «Демографи» наци проекчĕн «Спорт – пурнăç норми» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн кунта çине тăрсах бассейна вăхăтра туса пĕтерессипе тимлеççĕ. Çавăнпа тĕрлĕ енлĕ ĕçлекен строительсене явăçтарнă та ĕçе. Строительсен пĕр ушкăнĕ тулашри ĕçсене пурнăçлать, администраци çуртне ăшă тытмалла тăвать. Тепĕр ушкăнĕ вара бассейн тĕпне бетонласа хытарать. Арçынсемпе танах кунта этемлĕхĕн черчен пайĕ те тăрăшать. Хĕрарăмсем штукатур-маляр пулса тимлеççĕ, стенасене тикĕслесе якатассишĕн яваплă.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ объектра строительство ĕçĕсем мĕнле пынине район çыннисем аякран пăхса хак параççĕ пулсан, Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров тăтăшах ку тĕлĕшпе Элĕке ĕçлĕ çул çÿревпе тухать. Октябрĕн 23-мĕшĕнче вăл тепĕр хут бассейн тăвассипе ĕçсем мĕнле пынипе вырăна тухса паллашрĕ. Унпа пĕрле объектри ĕç-хĕле район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă, çул-йĕр хуçалăхĕсен, транспортпа çыхăну пайĕн начальникĕ Александр Терентьев, подрядчик шутланакан «Старатель» строительство компанийĕн директорĕ Анатолий Владимиров та тишкерчĕç.
- Паянхи куна бассейнăн администраци çуртĕнче пысăк ĕçсем пыраççĕ. Штукатур-малярсем стенасене тикĕслесе якатассипе ĕçсене вĕçлеççĕ. Çавăн пекех çурт тăррине витессипе те ĕçе лайăх йĕркеленнĕ. Ку енĕпе ĕç-пуç ыран-паян вĕçленмелле. Рабочисен тепĕр ушкăнĕ физкультурăпа спорт комплексне бассейнпа çыхăнтаракан ăшă пÿлĕмĕн никĕсне çирĕплетессипе ĕçлеççĕ.
Асăннă ĕçсем вăраха тăсăлмĕç, - ĕç-хĕлпе паллаштарать Анатолий Юрьевич. Ĕнентерÿллĕрех пултăр тесе ĕç-хĕлпе шала кĕрсе паллашма та сĕнет.
Бассейн çуртĕнче те ĕçсем кал-кал пыни сисĕнет. Унта шыв парса тăрассипе тата кăларса ярассипе çыхăннă тăрпасене, ытти оборудованисене вырнаçтарассипе тимлеççĕ. Тепĕр саманта та палăртса хăвармалла, бассейн хута ярсан Элĕксем сывлăхшăн усăллă артезиан шывĕнче ишсе çÿрĕç. Артезиан шывне парса тăрас тĕлĕшпе скважина чавнă, шыв башнине те вырнаçтарнă. Бассейн çурчĕн тăррине те витнĕ. Çак кунсенче ăна ăшă тытмалла тăваççĕ.
Асăннă ĕçсемпе пĕр вăхăтрах бассейна тата администраци çуртне ăшăпа тивĕçтерекен блокпа модуль котельнăйне вырнаçтарма никĕс хатĕрлессипе те çине тăрсах тимлеççĕ. Подрядчик пĕлтернĕ тăрăх, котельнăй октябрь уйăхĕн вĕçĕнче килсе çитмелле. Кунсăр пуçне «Старатель» тулли мар яваплă общество хоккей лапамне йĕркелессине те хăй çине илнĕ. Çак эрнесенче хоккей курупкине вырнаçтарма, ăна асфальт хурса якатма та палăртаççĕ строительсем. Кунсăр пуçне физкультурăпа спорт комплексĕн территорийĕнче бассейнăн шывпа тата канализаци пăрăхĕсене хурассипе те ĕçлеççĕ.
Вĕсене туса пĕтерсен территорие пĕтĕмĕшле хăтлăх кĕртĕç. Йĕри-тавралла асфальт хурса тикĕслĕç. Подряд организацийĕн директорĕ Анатолий Владимиров пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна асăннă объектра тĕрлĕ йышши 10 техника тата 60-а яхăн çын ĕçлет. Контрактпа палăртнă вăхăта бассейна хута ярассине шантарсах каларĕ вăл.
- Объектри ĕçсене малтанхипе танлаштарсан строительсем туртăннине, палăртнинчен кăшт çеç юлса пынине асăнмалла. Паянхи куна строительство ĕçĕсен 60 ытларах процентне пурнăçланă. Ĕçсем малалла та çакăн пекех кал-кал пырсан палăртнă вăхăтрах объект хута кайĕ, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Василий Владимирович.
Палăртнă вăхăтран строительство ĕçĕсем кăштах юлса пынине ĕç вăхăтĕнчех проекта улшăнусем кĕртме тивнипе сăлтавларĕ подрядчик. Бассейн проектне 2014 çултах çирĕплетнĕ, ун чухнехипе танлаштарсан строительство ĕçĕнчи хăш-пĕр нормативсемпе йĕркесем улшăннă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн улшăнусемпе тÿр- летÿсем кĕртсе пыраççĕ те проекта строительсем. Çулталăк вĕçĕччен бассейн чăнахах та хута кайĕ. Строительсемпе сыв пуллашнă май Василий Петров министр çанталăк шăнтмах пуçличчен тулашри ĕçсене вĕçлеме сĕнчĕ. Çитес эрнесенче черетлĕ хут кунти ĕç-хĕлпе паллашма килессе асăрхаттарчĕ.
Район администрацийĕн строительство пайĕн начальникĕ Александр Терентьев Элĕксене çитес çулсенче футбол валли лапам йĕркелесе пама май çуккипе те кăсăкланчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ача-пăча хушшинче футбол вăййине кăмăллакансем йышлă пулнине, çавăнпа та вăл пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ. Министр ку ыйтăва шута илнине палăртрĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.