Çăлкуç – çут çанталăк еткерлĕхĕ
Элĕк округĕ юхан шывсемпе çăлкуçсенчен пуян. Ял-салара пурăнакансем хăйсен тăрăхĕнчи çăлкуçсене аванах пĕлеççĕ. Шăпах та ĕнтĕ вĕсем тимленипе çак çут çанталăк еткерлĕхĕпе тирпейлĕн усă кураççĕ.
Экологи культурин çулталăкĕнче çăлкуçсене упраса хăварассипе çыхăннă ыйтусем çине анлăрах пăхма пуçлани савăнтарнипе пĕрлех шанăç та парать. «Чăваш Енри юхан шывсен тасалăхĕ çăлкуçсене тирпейлĕ тытнинчен нумай килет, - тенĕ Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов. – Экологи культурин тата çут çанталăкпа тирпейлĕ усă курмалли çулталăкра çакăн евĕрлĕ мероприятисем йĕркелени питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку проектсем çăлкуçсемпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатма май параççĕ. Малашлăхра «Экологи» наци проекчĕн «Шыв объекчĕсене упрасси» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн çивĕч ыйтусене татса памалли ĕç-хĕле йĕркелеме пултарăпăр. Çăлкуçсене тĕрĕслеме халăх та хутшăнни уйрăмах савăнтарать. Апла тăк çынсем экологи тасалăхĕшĕн, çут çанталăка упрассишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем çак ĕçе тÿпе хывма хатĕрри те шанăç парать».
Регион шайĕнче йышăннă планпа килĕшÿллĕн Элĕксем те хамăр енри çăлкуçсем çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Элĕк округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăхĕпе экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Лидия Никитина пĕлтернĕ тăрăх, округра çынсем усă куракан çăлкуçсене, сăваплă вырăнсене тишкерсе вĕсен паспорчĕсене тăвассипе ĕçлеççĕ. Шыва бактериологи анализĕ туса тĕпчени те пысăк усă парасса шанаççĕ. Ку енĕпе Элĕк енре 6 çăлкуçа палăртнă. Вĕсен йышĕнче Шĕнтрешри Сив çăл, Анат Татмăшри Атăк çăлĕ, Ассакассинчи, Юнтапари, Мăн Вылăри, Вырăс Сурăмĕнчи çăлкуçсем.
Çăлкуçсем çинчен калаçнă чухне вĕсен çут çанталăкри пĕлтерĕшĕ çинче кăна чарăнса тăни çителĕксĕр. Халăхра çÿрекен сăмахсене итлес пулсан, çăлкуç – ĕçме паракан шыв кăна мар, вăл иртнĕ кунсемпе, унран та ытларах пуласлăхпа çыхăнтаракан çĕнĕ çип пулса тăрать. Çамрăк ăрăва – ачасемпе мăнуксене - çăлкуçсем çинчен хывнă халапсемпе юмахсем çинчен ытлах каласа пани кирлĕ. Акă, Ассакассинче тапса тăракан çăлкуç историйĕпе çыхăннă халапсем хăйне евĕрлĕ кăсăклă. Ку вырăна авалтанпах Валак тенипе пĕлеççĕ. Вăл Хĕрлĕ варта (çырмара) вырнаçнă. Ялти ватăсем аса илнĕ тăрăх, çăлкуç 19-мĕш ĕмĕртех çынсене хăйĕн таса та тăрă шывĕпе савăнтарнă. Вăл хĕллехи сивĕ кунсенче те шăнса лармасть. Тата кил хуçи хĕрарăмĕсем пăрçа яшки пĕçернĕ чухне кунти шывпа усă курасси йăлара пулнă. Çапла вара кашни çăлкуç çинченех пĕрре кăна мар, темиçе халап та каласа пама пулать. Вăхăт иртнĕçем çак илемлĕ те сăваплă вырăнсем ку тăрăхри çынсемшĕн кăна мар, туристсемшĕн те юратнă вырăнсем пулса тăрĕç.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.
ЦИТАТА
Владимир Путин,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:
«Çĕршыв умĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев тăрать: 2030 çул тĕлне юхан шывсене варалассине палăрмаллах чакармалла. Ку енĕпе яланах ĕçленĕ, малашне тата та çине тăрса вăй хумалла. Юлашки пилĕк çулта пин-пин çухрăм юхан шыва, çырансене тасатнă, Атăла юхса тухакан вараланчăк шыв калăпăшне икĕ хут чакарнă. «Таса çырансем» проекта уйрăммăн палăртас килет. Унта хутшăнакансем шыв объекчĕсен çыранĕсене 430 çухрăм тăршшĕ тасатнă. «Раççей шывĕсем» акци те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕршыври мĕнпур регионта акципе килĕшÿллĕн юхан шывсемпе пĕвесене тасатма субботниксем йĕркелеççĕ».