Çемçе куличсем уяв сĕтелне илем кÿреççĕ
Аслă Мăнкуна пирĕнтен кашниех таса кăмăлпа, çутă ĕмĕтсемпе, тулли сĕтелпе кĕтсе илме тăрăшать. Паллах, йăлана кĕнĕ йĕркене хĕретнĕ çăмартапа пĕрлех кил хуçи хĕрарăмĕсем куличсем хатĕрлеççĕ. Ку апат-çимĕçе Мăнкунра кăна çиетпĕр. Православи тĕнĕнче кулич хăй мĕне пĕлтерет-ха? Палăртнă тăрăх, Иисус Христос Чĕрĕлсе тăнă хыççăн апостолсемпе пĕрле çак апата çинĕ.
Кашни кил хуçи хĕрарăмĕ кулича хăйĕн рецепчĕпе хатĕрлет. Вăл тутлă та кăпăшка пултăр, ăна тутанса пăхаканăн чунĕнче ырă туйăмсем çураттăр тесе тăрăшать. Çак кунсенче ку шухăшсене тĕпе хурса Элĕк райповĕн ĕçченĕсем Мăнкун çимĕçне хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. Ăна çăкăр заводĕнче те, обществăлла апатлану тытăмĕнче те пĕçереççĕ. Кашни ирех тутлă куличсене райпо тытăмĕнчи магазинсене çитерсе параççĕ.
Таса кĕçнерникун ир-ирех Элĕк салинчи «Центральный» гастронома куличсем кÿрсе килчĕç. Тĕрлĕ виçеллĕ вĕсем. Тавар туянакансем хăйсене килĕшнисене суйласа карçинккасене хураççĕ. «Элĕк райповĕ хатĕрлекен куличсене хаваспах туянаççĕ. Кăпăшка хăпарнă çимĕç уяв сĕтелне илем кÿрессе шанатпăр», - тесе пĕлтереççĕ сутуçăсем.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.