Çемьешĕн выльăх-чĕрлĕх - тупăш çăлкуçĕ
Хĕвел «будильникĕ» ĕçлесе кайма ĕлкĕреймен-ха, аякра çеç кăвак çути килни сисĕнет. Татьяна Иванова вара ыйхăран вăраннă. Амăшĕ тăрса каясса сиссе-ши тăватă уйăхри Степа та куçне уçнă. Кил хушшине ĕçлеме тухиччен кăкăр ачине тепĕр хут çывăратса ярать амăшĕ. Ун хыççăн выльăх-чĕрлĕх патне васкаса тухать. Ара тĕпренчĕкĕсене вăратиччен сахал мар ĕç тумалла унăн кил картишĕнче.
Чи малтанах 5 ĕне тислĕкне хырса хумалла. Хыççăн вĕсене сума пуçламалла. Аппарат ĕне сунă вăхăтра тĕрлĕ ÿсĕмри пăрушкасен витинче те сахал мар ĕç пурнăçлать çинçерех пÿ-силлĕ хĕрарăм. Сĕте суса тирпейленĕ çĕрелле ăна пуçтаракан ятарлă транспорт та яла çитет. Çуркунне еннелле куллен 50 килограмм ытларах сĕт параççĕ патшалăха Питĕшкассинчи Ивановсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, çу кунĕсенче унăн виçи вара палăрмаллах ÿсет. Симĕс курăк çинче ĕне выльăх ытларах сĕт антарать. Кунпа çеç ĕç вĕçленмест-ха этемлĕхĕн черчен пайĕн, куçа курăнман ĕç мĕн чухлĕ тата.
Пÿрте кĕрет те ачисене валли ирхи апат хатĕрлет. 12-ри Никитăпа 10-ри Ксюша Питĕшкассинчи вăтам шкула çÿреççĕ пулсан, виçĕ çула çитмен ĕлкĕреймен Димăпа тăватă уйăхран çеç иртнĕ Степа амăшĕ çумĕнчех. Яра куна виççĕшĕ пĕрле ирттереççĕ вĕсем.
- Вырăнта ĕçсем çукран Мускава тухса çÿрет Игорь. Строительство енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ те, унта укçи-тенкине ытларах ĕçлесе илме пулать. Эпĕ те килте вăл вăхăтра ахаль ларас теместĕп-ха, кăштах та пулсан тĕкĕ пултăр тесе выльăх-чĕрлĕхне тытатăп. Çакăн пек майлашăнкаласах пурăнатпăр та, 2018 çулта çĕнĕ çурт лартрăмăр. Халĕ ытти хуралтăсене çирĕплетмелле, - сÿтет сăмах çăмхине виçĕ теçеткерен кăшт çеç иртнĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
- Пĕччен çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе пăхма йывăр-çке, - тетĕп те.
- Çук, - куларах хуравлать çутă сăнлăскер. - Апачĕ çителĕклĕ çеç пултăр. Утă-улăм хатĕрлессипе вара кашни çулах упăшка ĕçлет. Çулсеренех темиçе анкарти, виçĕ 60 сотăй çинчи курăка çулса илетпĕр. Пай çĕрĕсемпе те тухăçлă усă куратпăр. Çавăнпа та выльăхсем татăк пулман апатран. Ку йывăр ĕçе мăшăр мана явăçтармасть-ха. Çу кунĕсенче килте ĕç нумай пулнăран аякка ĕçлеме каяймасть. Ытти чухне те Мускавран таврăнсан ларсах канма вăхăчĕ çитмест, хуралтăсене çирĕплетессине тĕпе хурать. Килтен аякра чухне ачасемсĕр тунсăхланăранах пушă вăхăтăн ытларах пайне вĕсемпе ирттерме тăрăшать, Никитăпа тата Ксюшăпа килти ĕçсене те пурнăçлать.
Татьяна Олеговна кил вучахне упракан пулнипе пĕрлех ăна чĕрĕлĕх кĕртекен те теме пулать. Тăватă ача амăшĕ яра куна кил таврашĕнче ĕçлеме те, ачисене те тимлĕх уйăрма та ĕлкĕрет. Килте, хăйĕнпе пĕрле ачисене валли вылямалли интересли, кăсăкли тупать вăл. Çитменнине тата ал ĕçĕпе аппаланма пушă вăхăт юлнине те систерет. Тĕрĕссипе, библиотекарь специальноçне алла илнĕ, декретлă отпуска кайиччен Питĕшкасси вулавăшĕнче ĕçленĕскер ал ĕç ăсти те темелле. Вĕт шăрçасенчен илемлĕ темĕн тĕрлĕ колье маçтăрлать, картинăсем тĕрлет. Тус-тантăшĕ саккас панипе сутлăхлăх та хатĕрленĕ вĕсене тăватă ача амăшĕ. Çавăн пекех тĕрĕ тĕрлеме юратать. Хăюсенчен хĕрачасене валли çÿç тыттарма тĕрлĕ-тĕрлĕ резинка тăвать. Кунсăр пуçне çипсенчен темĕн тĕрлĕ чечек çыхать. Орхидея, кĕл чечексем, лантăш тата ытти темĕн тĕрлĕ чечек куçа тыткăнлать, вĕсен тутлă шăрши пÿлĕмре сарăлнăн туйăнать. Юрлас-ташлас ăсталăхĕ те пур-ха Т.Ивановăн. Тăваттăмĕш пепкине «тупса» киличчин Питĕшкасси клубĕнче йĕркеленĕ пĕр мероприятирен те аякра юлман. Асăннă культура учрежденийĕ çумĕн-че йĕркеленнĕ фольклор ушкăнĕпе пĕрле пĕрре мар концертсемпе уяв мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Этемлĕхĕн черчен пайĕ çак ĕçе Ксюша хĕрне те явăçтарать. Кунпа пĕрлех 10-ри хĕрача амăшне кура ал ĕç ăсталăхне те хăнăхса пырать, вăл та халех çыхма, тĕрлеме пĕлет, вĕт шăрçасенчен тĕрлĕ япала маçтăрлама хăнăхать.
Э.ЭЛИНА.