Çĕнĕ çул умĕнхи акци ĕмĕте пурнăçлать
Республикăра «Ĕмĕтсене пурнăçлакан чăрăш» Пĕтĕм Раççейри акци ноябрĕн 11-мĕшĕнче пуçланнăччĕ. Вăл «Манпа пĕрле ĕмĕтлен» Пĕтĕм Раççейри проектăн Çĕнĕ çул уявĕсенче пурнăçланакан акцийĕ.
Çĕнĕ çул - асамлăх тапхăрĕ. Çак вăхăтра кашниех ĕмĕтленет, ыррине кĕтет. Пĕрисем ĕмĕтсем пурнăçланасса шанаççĕ пулсан, теприсем хăйсем асамçă пулса çывăх çыннисене саламлама, пулăшма васкаççĕ.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн Çамрăксен правительстви Тавăтри вăтам шкулта вĕренекенсен, çак ялти «Пучах» ача садне çÿрекенсен тата Шĕмшеш шкулĕнче пĕлÿ илекен ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçланă. Кун пек акци ытти вĕренÿ учрежденийĕсенче те иртнĕ. Ачасен кăмăлĕсем тĕрлĕрен. Кама пылак çимĕç кирлĕ, кама - тăвайккинчен ярăнмалли «пÿремеч»-çунашка.
Паллах, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшмасăр май çук. Çывăх çыннисем пурнăçа кĕртейменнине Хĕл Мучипе Юрпике шăпах Çĕнĕ çул умĕн ĕмĕчĕсене çутта кăларакан асамçăсем пулаççĕ те.
Акă асăннă акцие Элĕк районĕн нотариусĕ Екатерина Зайченко та хутшăннă. Вăл Викторийăпа Александрăн шухăш-ĕмĕтне пурнăçланма пулăшнă. 11 çулхи Вика темиçе çулах «пÿремеч»-çунашка пирки ĕмĕтленнĕ. 13-ри Сашăн вара ĕмĕтĕнче пуйăс пулнă. Нотариус хĕрачапа арçын ачана çак парнесемсĕр пуçне пылак кучченеç те панă. Сăмах май, Екатерина Зайченко çулсеренех нумай ачаллă çемьесене пылак кучченеçсемпе савăнтарать. Кăçал та ку ырă йăла малалла тăсăлчĕ.
Ĕнер вара районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Çĕнĕ çул умĕнхи ыр кăмăллăх ĕçĕсенчен юлмарĕç. Вĕсем «Ĕмĕтсене пурнăçлакан чăрăш» акцие хутшăнса Шĕмшеш тăрăхĕнчи кинемейĕн ĕмĕтне пурнăçларĕç, ăна валли тонометр туянчĕç. Çавăн пекех «Тавтапуç врачсене» акци шучĕпе шурă халатлисем валли апат-çимĕç продукчĕсем хатĕрлерĕç.
Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те Элĕкре пурăнакан ачасене тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Пылак парнесемпе савăнтарчĕç.
Элĕкри тĕп больницăн ĕçченĕсене «Акконд» акционерлă общество хăйĕн продукцийĕпе - тутлă конфетпа хавхалантарнă. Кунсăр пуçне вырăнти профсоюз организацийĕ больницăн кашни уйрăмĕпе офисне микрохумлă кăмакапа Çĕнĕ çул парни тунă.
А.СИЛИВЕСТРОВА.