Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен - çĕнĕлле
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлаççĕ. Ачасене кĕтсе шкулсенче, ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хăш-пĕр классенче халĕ те сăрă шăрши сĕвĕрĕлсех те пĕтмен. Вĕренÿ учрежденийĕсен вулавăшĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе, пособисемпе тивĕçтерес ĕç пырать. Пĕр сăмахпа каласан, юлашки шăйрăксене пĕтерессипе тимлеççĕ шкулсен администрацийĕсем. 2022-2023 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ шкул ачисемпе вĕрентекенсене тата ашшĕ-амăшне? Çакăн çинчен калаçрăмăр та район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕпе Петр Павловпа.
- Петр Петрович, Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерстви сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕренÿ тытăмĕнче пысăк çĕнĕлĕхсем пулассине пĕлтернĕччĕ.
- Чăнахах та, 2022 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн пурнăçне палăрмаллах улăштарать. Çак кун «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен» саккуна тÿрлетÿсем кĕртнисем ĕçлеме пуçлаççĕ, çавна пулах ĕнтĕ улшăнусем пурнăçа кĕреççĕ те.
- Пĕлÿ кунĕ мĕнле пуçланать?
- Кăçалхи Пĕлÿ кунĕ РФ патшалăх ялавне çĕкленинчен тата пирĕн çĕршывăн патшалăх гимне юрланинчен пуçланать. Сăмах май, малашне шкулсенчи çĕнĕ вĕренÿ эрни яланах çавăн пек пуçланать те. Çакна палăртмалла, ку пуçарăва çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин та ырланă. Ун шучĕпе, ялав çĕклени тата гимн юрлани - тĕрĕс те, паянхи лару-тăрура пысăк пĕлтерĕшлĕ те. Анчах та çак ĕçе ячĕшĕн çеç мар, тивĕçлипе пурнăçламалла. Çав тĕллевпех РФ Çут ĕç минстерствинче церемоние йĕркелеме ятарлă стандарт çирĕплетнĕ. Çакна валли шкулсенче ялав йăтакан уйрăм ушкăна йĕркелеме сĕннĕ, вĕсен йышĕнче пĕри патшалăх ялавне йăтать пулсан, теприсем - ассистентсем.
- Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕсене (ФГОС) те çĕнĕлĕхсем кĕртнине палăртаççĕ те.
- Ку енĕпе те улшăнусем пур. Тĕп улшăнусенчен пĕри - сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче пĕлĕве практикăра усă курасси çине пусăм тăваççĕ. Кăçалтан кĕçĕн классенчех финанс пĕлÿлĕхĕ енĕпе вĕренме пуçлаççĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕн кăмăл пулсан, ыйту çырсан ачасен уроксен расписанине иккĕмĕш ют чĕлхе те кĕртеççĕ. Хăш-пĕр дисциплинăсене тарăннăн шĕкĕлчеççĕ пулсан, теприсемпе базовăй вĕренÿ витĕр тухаççĕ. Вĕренÿ стандарчĕсенче технологи, математика тата информатика предмечĕсен кăтартăвĕсене çĕнетнĕ.
Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем çинче те чарăнса тăрас килет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче асăннă тĕрĕслев ĕçĕсене 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем çирĕплетнĕ йĕркепе çыраççĕ. Кашни шкула валли заданисен комплекчĕсене расна ярса параççĕ. Çакă вара шкул ачисем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем пĕр-пĕринчен çырса илессинчен хăтарать.
ФГОС-ри тепĕр çĕнĕлĕх - вăл тăххăрмĕшĕнчен тухакан пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытайман ачасене пырса тивет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен кун пеккисене иккĕмĕш хут 9-мĕш класа лартса хăвараççĕ е хăйсем тĕллĕнех экзаменсене çĕнĕрен тытма хатĕрленеççĕ. Иккĕмĕш тĕслĕхĕнче ашшĕ-амăшĕн килĕшĕвĕ кирлĕ, шута илмелли сăлтав - психологипе медицина, педагогика комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Тăххăр хыççăнхи Пĕрлехи патшалăх аттестацийĕн заданийĕсене улăштармĕç, анчах та аттестации вăхăтĕнче улталасран ку енĕпе ĕç-пуçа çирĕплетме палăртаççĕ.
- Вĕренÿри çĕнĕлĕхсем уроксен расписанине те улшăнусем кĕртмеççĕ-и?
- Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен уроксен расписанийĕ урăхларах пулать, унта çĕнĕ предметсем хушăнаççĕ, вăл шутра тÿрремĕнех шкул программине пырса тивменнисем, анчах та ача-пăчана воспитании парассипе çыхăннисем. Ку улшăнусем те ФГОСпа килĕшÿллĕн пулса иртеççĕ, уйрăмах историе тимлĕх уйăраççĕ. Кăçалтан пĕрремĕш класранах истории вĕрентессине пурнăçа кĕртеççĕ. Пуçламăш класра историлле пулăмсене «Окружающий мир» урокĕнче, аслăрах классенче «Основы религии и светской этики» уроксенче пăхса тухаççĕ. 10-11-мĕш классенче истории урокĕн сехечĕ ÿсет. Асăннă урок вăхăтĕнче «Раççей - манăн истори» уйрăм курс йĕркелеççĕ. Кунта шкул ачисем Раççей патшалăх йĕркеленнĕ тапхăрти тĕп пулăмсене тишкереççĕ. Çак тĕллевпех – истории астăвăмне упраса хăварас тĕлĕшпе - сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче кино уроксем ирттерессине пурнăçа кĕртеççĕ. Илемлĕ тата документаллă фильмсене пăхнă хыççăн шкул ачисем вĕсене сÿтсе явĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсене валли 42 фильм ÿкернĕ те ĕнтĕ. Кашни кино лентăпа вĕрентекен валли методика пособийĕ хатĕрленĕ. Фильмсем тÿрремĕнех - патриотизм, паттăрлăх, ыттисемшĕн савăнни, чыс тата тÿрĕ кăмăллăх туйăмĕсене пырса тивеççĕ.
- Петр Петрович, класс сехечĕсене «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» форматпа йĕркелеме сĕнеççĕ. Ку тата мĕнпе çыхăннă?
- Кун пек форматпа класс сехечĕсене сентябрĕн 5-мĕшĕнчен йĕркелеме пуçлаççĕ. Вĕсем тÿрремĕнех çитĕнекен ăрăва воспитании парассипе çыхăннă. Асăннă класс сехечĕсенче илемлĕ фильм пăхнă хыççăн çуралнă шухăшсене сÿтсе явма пултараççĕ, квизсем йĕркелеççĕ. «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» класс сехечĕ хам ачалăхри политинформации сехетне аса илтерет.
- Предметсен шучĕ ÿсет тетĕр, çав вăхăтрах кĕнекесен шучĕ пĕчĕкленнине палăртаççĕ. Мĕнле-ха кун пек?
- Вĕренÿ кĕнекисен Федерации шайĕнчи переченьне тÿрлетÿсем кĕртнĕ Унтан 900 вĕренÿ пособине кăларнă, çĕнĕ стандартсемпе килĕшсе тăраканнисене кĕртнĕ, вăл шутра сывлăх тĕлĕшĕнчен тантăшĕсенчен уйрăлса тăраканнисене валли те. Çавăн пекех Раççейри халăхсен наци чĕлхипе çыхăннисене - чăваш, тутар, алтай тата адыгей чĕлхисем. Ку чухне çакна палăртса хăвармалла, пĕлÿ пахалăхĕ çине кĕнеке пуррипе çуккинчен мар, вĕрентекен хăйĕн предметнее мĕнле хакланинчен килет.
- Шкул ачисен апатланăвĕпе çыхăннă ыйтăва та тимлĕхсĕр хăварма çук. Ку енĕпе вĕренÿ çулĕнче ĕç-пуçа мĕнле йĕркелеме палăртаççĕ?
- «Единая Россия» политика партийĕн халăх программинчи «Çĕнĕ шкул» проектпа килĕшÿллĕн районти шкулсенче кăçал та кĕçĕн классенче вĕренекенсене тÿлевсĕрех вĕри апатпа тивĕçтерме палăртатпăр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çавăн пекех йывăр лару-тăрура пурăнакан, нумай ачаллă çемьесенчи ачасене апатпа тивĕçтернĕ чухне çăмăллăхсем панă. Районти вĕренÿ учрежденийĕсенчи вĕренекенсен 98,4 процентне вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Çитĕнекен ăрăва тутлă, çав вăхăтрах сывлăхшăн усăллă апат хатĕрлеме шкулсенчи столовăйсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.
- Шкул автобусĕсем те паян вĕренÿ процесĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Автобуссен паркĕ çĕнелет-и?
- Юлашки пилĕк çул хушшинче республикăри ытти шкулсемпе пĕрлех Элĕк районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсене те çĕнĕ автобуссем килнĕ. 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче Питĕшкасси, Чăваш Сурăм, Ураскилт шкулĕсенчи транспорта çĕнетнĕ пулсан, пĕлтĕр Юнтапапа Шĕмшеш шкулĕсене çĕнĕ ятарлă транспортпа тивĕçтернĕ. Ку чухне «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» программипе усă курнă. Черетре халĕ Элĕк, Питĕшкасси тата Тавăт шкулĕсен автобусĕсем. Шкул транспортне кашни вунă çултах çĕнетесси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Республика бюджетĕнчекăçал шкулсене асăннă транспортпа тивĕçтерме 35 млн тенкĕ пăхса хăварнă.
Эльвира КУЗЬМИНА калаçнă.