Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕслеççĕ
Округри вĕренÿ учрежденийĕсем 2026-2027 вĕренÿ çулне пуçлама хатĕррине ведомствăсем хушшинчи комисси тĕрĕслет. Шкулсемпе ача сачĕсене, хушма пĕлÿ паракан учрежденисене çитсе ачасене вĕренме тата хушма пĕлÿ илме нормативсемпе килĕшÿллĕн хăтлă условисем туса пани çине тимлĕх уйăрать. Тĕп вырăнта - ачасен хăрушсăрлăхĕ.
Июлĕн 28-мĕшĕнче Элĕк округĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Ильина ертсе пынипе комисси пайташĕсем Питĕшкасси, Чăваш Сурăм шкулĕсене тата Элĕкри «Çăлкуç» ача садне çитнĕ. Июлĕн 29-мĕшĕнче Вутлан, Юнтапа, Тени шкулĕсенче, Элĕкри ÿнер шкулĕнче пулнă. Комисси ĕçне тĕрлĕ ведомствăсене явăçтарнă. Вĕренÿ учрежденийĕсен çурчĕсене округ администрацийĕн строительство пайĕн тата гражданла оборонăпа чрезвычайлă ситуаци службин специалисчĕсем тишкереççĕ. Госгварди террора хирĕç хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине куçран вĕçертмест. Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем шкул автобусĕсен юсавлăхне тата маршрутсен хăрушсăрлăхне хак параççĕ. «Питание плюс» автономлă учреждени ачасене апатлантарас ĕçе мĕнлерех йĕркеленине пăхса тухать. Çавăн пекех комисси ĕç условине тĕрĕслет. Ку енĕпе округри вĕрентекенсен профсоюзĕ тата техника инспекторĕсем яваплă.
«Çак кунсенчи тĕрĕслевсем тăрăх çакна калама пултаратăп: вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленни палăрать. Шкулсемпе ача сачĕсенче кулленхи юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, пурлăхпа техника никĕсне çĕнетнĕ, территорисене хăтлăх кĕртнĕ. Ку питĕ лайăх. Анчах та пирĕн пурне те тĕплĕн тĕрĕслесе çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен çитменлĕхсене пĕтермелле. Çавăнпа та комисси йышне тĕрлĕ ведомствăсене кĕртнĕ», - тесе пĕлтерчĕ Ирина Петровна.
Планпа палăртнă тăрăх вĕренÿ учржденийĕсене августăн 7-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх актсемпе протоколсем çыраççĕ. Шăпах та çак документсем тăрăх муниципалитетри вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине палăртаççĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.