Чăваш Енре «Госуслуги. Дом» хушăма 225 пин çын вырнаçтарнă
Чăваш Енре «Госуслуги. Дом» хушăма 225 пин çын вырнаçтарнă - унпа анлăн усă кураççĕ.
Ку планпа пăхнин 105 проценчĕпе танлашать. Республика мобильнăй çак приложенипе усă курас енĕпе çĕршыври малти регионсен теçеткине кĕнĕ. Сервис «Кăтартусен экономики» нацпроектпа килĕшÿллĕн аталанать. Сумĕ ÿссех пырать: унпа усă куракансен шучĕ эрнесерен 2 процент хушăнать.
Пурнăçпа ĕç-хĕлĕн тĕп сферисене цифрăланин кăтартăвĕсене хакланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев анлă çак ĕç патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессин вăхăтне нумай хут чакарма май панине палăртнă. Çĕнĕ йышши сервиссене ĕçе кĕртни специалистсене лекекен тиеве чакарнипе пĕрлех пулăшу ĕçĕсене граждансемшĕн меллĕ тăвать.
«Госуслуги. Дом» платформа граждансемпе коммуналлă службăсен хутшăнăвĕсене пĕр чÿрече форматне куçарать. Унпа усă курса граждансем ресурссене шута илекен приборсен кăтартăвĕсене пĕлтереççĕ, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеççĕ, управляющи компанисене заявкăсем параççĕ, çурт-йĕрпе çыхăннă информаци илеççĕ.
Н.СМИРНОВА.