Тăван ял чысне, сумне упраса хăварса аталантарас тĕллевпе Чăваш Енри тĕрлĕ тăрăхра çулсерен ял уявĕсем йĕркелеççĕ. Элĕк районĕнчи Тăвăш Юнтапа ялĕнче пурăнакансем те ырă йăлана тытса пыраççĕ. Ялĕ пысăк мар — 38 килте 67 çын пурăнать. Уявра ĕçлеме те, савăнма та пĕлнине çирĕплетрĕç вĕсем.

Яндекс.Метрика