Чăваш тумĕ çинчен Мускавра та пĕлĕç
Чăваш Енри «Эткер» ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ тăван халăх культурине упраса хăварас тесе шкул ачисем хушшинче чылай конкурс йĕркелет. Çакна пĕтĕм Раççейри «Манăн пĕчĕк Тăван çĕршыв: çут çанталăк, культура, этнос» конкурса регион шайĕнче ирттерни те çирĕплетет. Шăпах кунта Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекен Е.Никифоровăн проектне пысăка хурса хакланă та. Хĕрача кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли сцена костюмне хатĕрленĕ. Ăстаçă вăрттăнлăхĕсене алла илме ăна Татьяна Петухова вĕрентекен пулăшнă. Жюри пайташĕсем асăннă проекта пĕтĕм Раççейри тапхăра тăратма сĕннĕ.