Чăваш халăхĕ нимелле ĕçлет
Çĕршывра халăхăн пĕр йышне мобилизацилеме пуçласан Чăваш Енре «Пĕрле» фонд «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци йĕркелесе янă, ятарлă счет уçнă. Унта республикăри ырă кăмăллă çынсем, предприяти-организацисем Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăшă ентешсене пулăшма укçа куçараççĕ. Çак вăхăт тĕлне ятарлă счет çине 14,0 миллион тенкĕ ытла пухнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн пĕр эрнери шалăвне çар ретне тăнă граждансене пулăшма янă. «Çынсем тĕрев пулнине туйса тăччăр тесен пирĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла. Республикăн резерв фондĕнчен салтаксем валли экипировка туянма укçа уйăртăмăр. Предприятисем те, граждансем те çак ĕçе хутшăнас тĕллевлĕ. Çавна май «Пĕрле» фондпа ятарлă счет уçрăмăр. Сăмах май, фонда 2020 çулта Чăваш Енри пысăк предприятисем йĕркеленĕ. Вĕсем пĕрле ыр кăмăллăх акцийĕсене, социаллă программăсене хутшăнаççĕ», - пĕлтернĕ Олег Николаев.
«Тăван çĕршыва ирĕке кăларнă территорисенче пурăнакансене хÿтĕлеме кайнисене пулăшасси – пирĕн пĕрлехи тĕллев. Чăваш халăхĕ нимелле ĕçлесе пурăннă, йывăрлăхсене пĕрле парăнтарнă. Пирĕн вăй – пĕрлĕхре», - тенĕ Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов акцие хутшăнни çинчен пĕлтерсе.
Элĕк тăрăхĕнче пурăнакансем те ыр кăмăллăх акцийĕнчен пăрăнса юлмаççĕ. Районти хресчен-фермер хуçалăхĕсем, Элĕк районĕнчи потребительсен обществи, «Тепловодоканал» общество хăйсен тÿпине хывнă. Çапла вара Элĕксенчен пĕтĕмпе 400 пин тенкĕ ытла пухмăча куçнă. Кунта ял-салара пурăнакансем те хастарлăх кăтартаççĕ. Çак эрнере Йăлкăш ял тăрăхĕнче пурăнакансем Элĕкри муниципаллă округ депутачĕ Альбина Борисова пуçарнипе ятарлă счет çине 107 850 тенкĕ укçа хывнă. «Хĕсмете кайнă салтаксем валли мĕн кирлипе тивĕçтерме тулăшу пултăр. Салтаксем каялла çемйисем патне сывă таврăнччăр теççĕ пирĕн тăрăхра пурăнакансем» - тесе пĕлтерчĕ Альбина Иосифовна. Акцие хутшăнассипе уйрăмах Уйкасри А.Федорова, Йăлкăшри А.Евдокимова, В.Иванова, О.Кононова, О.Прокопьев, Тимĕрçкассинчи Л.Павлова, Изванкăри А.Сидоров, Н.Павлова пуçарулăх кăтартнине палăрнă.
Акци кунран-кун вăй илсе пырать. «Пĕрле» фондăн «ВКонтакте» социаллă сетьре страница пур. Унта пухмăча мĕн чухлĕ укçа куçарассине, унпа мĕнле усă курнине туллин пĕлтерсе тăраççĕ.
Раççей çарĕн ретне тăнисене кирек кам та пулăшма пултарать. Фондăн ятарлă счечĕ çине граждансем QR-кодпа куçарма пултараççĕ. Тÿлев тĕллевне «Акция «Своих не бросаем» тесе палăртмалла. Предприятисен «Благотворительная финансовая помощь по письму № 70 от 27.09.2022» тесе çырмалла. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон: 8(8352)44-00-72. Çавăн пекех информаципе help21.ru сайтра паллашма пулать.
М.ЛЕОНТЬЕВА.