Чи кирли - çынсем сывлăхлă пулни
Çĕр çинче чи хисеплĕ профессисенчен пĕри - тухтăр ĕçĕ. Врачсем кашни кун сывлăх хуралĕнче тăраççĕ, эпир вĕсем патне пулăшу ыйтма пыратпăр, шурă халатлă ĕçченсенчен ăнлану кĕтетпĕр. Тухтăрсем сиплеççĕ кăна мар, çынна ĕненÿпе шанăç та парнелеççĕ, хăйсен чунĕн пĕр пайне пире парса чиртен сыватаççĕ.
Кашни çын шкултан вĕренсе тухсан хă-йĕн пурнăçне хăш профессипе çыхăнтарасси пирки шутлать. Пĕрисем ачаллах çакна палăртса хураççĕ, ăна пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Теприсем вара ним шухăшласа тăмасăр ашшĕ-амăшĕн е çывăх тăванĕсен çулĕпе каяççĕ. Ку, паллах, савăнтарать. Элĕк салинче пурăнакан Виктория Саăрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Степанова) кукашшĕпе кукамăшĕн çулне суйласа илнĕ. Çамрăк тухтăр районти тĕп больницăра участокри терапевтра тăрăшать.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ Элĕк енре ăнăçлă пурнăçланать. Кăçал акă округри медицина учрежденийĕсем çĕнĕ специалистсемпе пуянланчĕç. Шăпах вĕсенчен пĕри - Виктория Саăрова. «Район больницинче мана ĕçлеме питĕ килĕшет. Коллектив ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Нумай çул тăрăшакан опытлă ĕçтешсен сĕнÿ-канашне шута илетĕп», - пĕлтерет шурă халатлă ĕçчен.
Ача чухне Викторийăран çывăх çыннисем час-часах ÿссе çитсен кам пулассипе интересленнĕ. «Кукамайпа кукаçи пек медицина ĕçченĕ», - тенĕ вăл. Прохор Степановичпа Анна Егоровна хăйсен пурнăçне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. Вĕсене кура мăнукĕ те çак çула суйласа илнĕ. Вĕсен ĕçĕ мĕн тери пархатарлине хĕрача ачаллах курса ĕненнĕ. Паллах, сывлăх сыхлавĕнче тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать: йывăр пациент, чирпе çыхăннă диагноза уçăмлатни тата ытти те. Кун пек чухне вăл çийĕнчех чирлĕ çынна пулăшма васкать. Шурă халатлă çамрăк пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать.
«Ырă кăмăлпа йышăнать, тĕплĕн тĕрĕслет, кирлĕ сĕнÿсем парать», - теççĕ ун пирки пациентсем. Виктория Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче тĕллевлĕ майпа вĕреннĕ. «Сывату ĕçĕ» специальноçа алла илнĕ çамрăк Элĕк район больницине ĕçлеме килнĕ. Кунта унăн виçĕ çул ĕçлесе татмалла. Шурă халатлă ĕçчен пысăк квалификациллĕ специалист пулма ĕмĕтленет, вăл ординатурăна вĕренме кĕресшĕн. Çавăнпа та конференцисемпе семинарсене, квалификацие ÿстермелли курссене çÿресе пĕлĕвне малалла та ÿстересшĕн çамрăк.
В.НИКИФОРОВА.