Чире вăхăтра тупни пĕлтерĕшлĕ
Чĕрен яланах пĕр тикĕссĕн тапмалла. Чĕре фибрилляцийĕ аритмин хăрушă форми шутланать. Вăл сывлăха самаях хавшатать тата çыннăн пурнăç пахалăхне пĕтерет.
Чĕре фибрилляцийĕ тесе чĕре ритмĕ пăсăлнине калаççĕ. Ку чухне чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пуçланса кайса вилĕм патне те илсе çитерме пултараççĕ. Чĕре фибрилляцийĕ уйрăмах хăрушă икĕ чир патне илсе çитерет, çыннăн инсульт тата чĕрен ытти чирĕсем пуçланаççĕ.
Чĕре тĕрĕс мар тапнăран юн хытса ларать. Çакă тромб йĕркелеме пулăшать, хыççăн вара артерисем тăрăх саланать. Сиенленнĕ юн тымарĕ миме çийĕнче пулсан юхса тухнă юн пуç мимипе купташки хушшине пухăнать. Пуç мимин шаларахри тытăмĕнчи тымар татăлсан юн йĕри-таврари тĕртĕмсене тулать. Вĕсем пуç мимине лексен чĕре фибрилляцийĕн ишеми инсульчĕ пулать. Унсăр пуçне чĕре ритмĕ пăсăлнипе чĕре мышци япăхланать, инфаркт пулас хăрушлăх пысăкланать.
Чирĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Ку шута эрех ĕçнине, самăрлăха, чĕлĕм туртнине, юн пусăмĕ хăпарнине, стреса кĕртмелле. Унсăр пуçне асăннă чирпе аптракансен йышĕ ÿсĕме кура аталанать. 45 çулхи çынсен 4 проценчĕ, 70 тата 89 çулхисен 9,6 проценчĕ çак чирпе аптăрать. Çывăх çынсем чĕре фибрилляцийĕпе чирлеççĕ пулсан, çакă сире е сирĕн ачăрсене лекме пултарать. Юн пусăмĕ пысăк пулни, чĕрен ишеми чирĕ тата çуралнă чухнех чĕре тытăмĕн чирĕсем пулни çÿлерех асăннă чире аталантараççĕ. Çын сахăр диабечĕпе, вăраха кайнă обструктивлă ÿпке чирĕпе, пырпа çыхăннă эндокринологи тытăмĕнчи чирсемпе чирлесен те чир аталанас хăрушлăх пур.
Çын чĕре фибрилляцийĕ пулнине туймасан та пултарать. Хăш-пĕр чухне çын кăштах пуç çаврăнни, ывăнни, сывлама йывăр пулни, вăйсăрланни çине ытлах тимлĕх уйăрмасть. Чир нумай çула тăсăлма пултарать. Ăна медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă чухне çеç сасартăк тупса палăртма пулать. Ку чире юн пусăмне тĕрĕсленĕ чухне тупса палăртаççĕ. Чĕре ритмĕ пĕр пек ĕçлеменни шиклĕх пулмалла, кун пек чухне тухтăр патне каймалла.
Чĕре фибрилляцийĕ - вăраха тăсăлакан чир. Апла пулин те пурнăç пахалăхне лайăхлатни, хăвăрăн сывлăха упрани тата тухтăр сĕнĕвне шута илни чире малалла аталанма чарать. Çакă инсульт пулассинчен хăтарĕ тата чĕре ритмне лайăхланма пулăшĕ. Чĕре ритмне эмелпе те лайăхлатма май пур, çавăн пекех хирурги мелĕпе. Сăмахран, электричествăллă кардиоверси тата радиочастотăллă амбляци пулăшĕç. Юна шĕветекен препаратсем те пулăшуçăсем пулĕç, вĕсем тромб пулассинчен сыхлĕç.
Сывлăхлă пулма сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла: хусканусем тумалла, пахалăхлă апат-çимĕç çимелле, эрехпе тата чĕлĕмпе ашкăнмалла мар, лăпкă пурнăçпа пурăнмалла. Вăраха кайнă чирсем пулсан, сăмахран, сахăр диабечĕ, чĕрен ишеми чирĕ, эмелсене ĕçмелле, тăтăшах тухтăр патне каймалла, çулсеренех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тата диспансеризаци тухмалла.
Светлана ИВАНОВА, кардиолог.