Чиртен сыхланма ÿркенер мар
Кăçалхи çуркуннерен тытăнса тĕнчипе сарăлнă Китай чирĕ пурне те урăхларах пурăнма хăнăхтарчĕ. Хăçанччен пырĕ-ши вăл? Çынсен тĕрлĕ шухăш çуралать. Çуллахи вăхăтра çĕршывра коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăштах лăпланкаланăччĕ пек, анчах та кĕр еннелле каллех çак ыйту çивĕчленчĕ. Çавăнпа та чиртен асăрханас тĕлĕшпе те йĕрке çирĕпленчĕ. Ахаль граждансем, предпринимательсем ку енĕпе йĕркене мĕнле пăхăнаççĕ-ха? Мускавра коронавирус каллех «тапăннине» кура Чăваш Енре, пирĕн районта хамăра мĕнле тытмалла, мĕн çине тимлĕх уйăрмалла? Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçу пуçартăмăр та Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемилоги центрĕн Элĕкри уйрăмĕн врач эпидемиолога пулăшаканĕпе Роза Даниловăпа.
- Роза Хрисанфовна, Эсир район администрацийĕ çумĕнче йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăнăн комиссийĕнче ĕçлетĕр. Çавна май çак пандеми тапхăрĕнче çынсем хăйсене мĕнлерех тытни çинчен мĕн калама пултаратăр?
- Коронавирус чирне пула кĕртнĕ йĕркесене чакарнă хыççăн çынсем хăйсене ирĕклĕ тытма пуçларĕç. Урăхла каласан, чылайăшĕ чир ерессинчен асăрханма пăрахрĕ. Çакна çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче: магазинсенче, обществăлла транспортра маскăсем тăхăнманни, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие шута илменни çирĕплетет. Хамăра çакăн пек тытма иртерех-ха. Куратпăр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра вирус тепĕр хут вăй илме, чирлĕ çынсен шучĕ ÿсме пуçларĕ. Çавăнпа та COVID-19 чире иккĕмĕш хут аталанма парас мар тесен паян пурин те маска йĕркине пăхăнмалла. Уйрăмах лавккасене кĕрсен, обществăлла вырăнсенче вĕсемпе хÿтĕленни никамшăн та ытлашши пулмĕ. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн мобильлĕ ятарлă ушкăнĕпе пĕрле кунсеренех вырăнсене тухса çÿретпĕр.
- Тĕрĕслев вăхăтĕнче мĕнле объектсене куçран вĕçертместĕр?
- Магазинсенче, обществăлла апатлану предприятийĕсенче, шкулсенче эпидемиологи хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслетпĕр. Мĕн куратпăр-ха эпир кунта: чылай суту-илÿ лавккинче йĕркене пăхăнма тăрăшаççĕ, анчах та теприсем тавар туянакансене апат-çимĕçпе е ытти таварпа маскăсăр, перчетке тăхăнмасăр тивĕçтереççĕ. Тавар туянаканĕсем те хирĕçсех каяççĕ маска тăхăнма хушсан. Хăйсен чиртен сыхланмаллине шута илмеççĕ. Кирек епле пулсан та пандеми тапхăрĕнчи йĕркесене çирĕп пăхăнмалла, унсăрăн акт çыраççĕ, штраф та хума пултараççĕ.
- Апла пулсан мĕнле сĕнÿсемпе усă курмалла-ха предпринимательсемпе уйрăм çынсен? Тен, хăш-пĕр сĕнĕвĕсене палăртса хăварсан вырăнлă пулĕ?
- Тĕрĕссипе, магазинсенче сутуçăсен ятарлă журнал пулмалла. Унта вĕсен кунне 2 хутчен ÿт температурине виçсе çырса хуни, мĕнле тата миçере дезинфекци хутăшĕпе, антисептикпа усă курни пулмалла. Ĕç пуçланиччен тата ĕç кунĕ вĕçленсен тĕплĕн дезинфекци шĕвекĕсемпе çуса тасатассине те йĕркелемелле. Кашни çыннăн магазина кĕриччен тата тухнă хыççăн аллине антисептикпа сирпĕтмелле. Хăшĕсен ĕç вырăнĕнче термометр та çук. Вăл вара чире паллине пĕлтерекен чи кирлĕ хатĕр. Унсăр пуçне кĕнĕ çĕрте, алăк патĕнче, дезинфекци хутăшĕпе йĕпетсе сарнă кавирсем çук. Дезбарьер та чир сарăлассине тытса чарать. Хăшĕсен 1,5 метр дистанци тытмаллине кăтартнă паллăсем те курăнмаççĕ. Çакă район центрĕнчи объектсене те, уйрăмах вара, ялсенчи магазинсене, обществăлла вырăнсене пырса тивет. Кунта йĕркене пăхăнмалли çине алă сулнă тейĕн. Анчах та çак çитменлĕхсене пурне те пĕтермелле. Пандеми тапхăрĕнче чир сарăлас хăрушлăх уйрăмах пысăк пулнăран палăртнă йĕркесене пурне те пăхăнмалла.
- Санитари нормисене пăхăнасси малта тăмалла паллах. Кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăй яваплă, анчах та чиртен сыхланас тĕлĕшпе условисене тата сыхлăх мелĕсене камăн туса памалла? Тата районти предпринимательсем тĕлĕшпе миçе акт çырнă?
- Мобильлĕ ятарлă ушкăн тĕрĕслеве тухсан пысăк организацисене, магазинсене асра тытмалли тата сĕнÿсене палăртнă хутсем валеçет. Йĕркене пăхăннине тĕрĕсленипе пĕрлех мĕн шута илмеллине ăнлантарса парать. Пирĕн Элĕк салинче суту-илÿ вырăнĕсем нумай пулнăран шăпах ытларах вĕсемпе ĕçлеме тивет. Пĕр-пĕр йĕркесĕрлĕхе палăртсан, паллах, ĕçпе тивĕçтерекен çине тимлĕх куçать. Ку чухне унăн сутуçăсене ĕçе мĕнле тĕрĕсрех йĕркелемеллине вĕрентмелле те, условисемпе те тивĕçтермелле. Ку таранччен пурĕ 10 акт çырма тивнĕ.
Шкулсене тĕрĕслесе çÿресси тин кăна пуçланчĕ-ха. Районти пур вĕренÿ учрежденийĕнче те çирĕплĕхе шута илсе тĕрĕслевсем иртĕç.
А.СИЛИВЕСТРОВА калаçнă.