Чун киленĕçĕ те, юратнă ĕç те пур
Çемье çирĕп те тĕреклĕ пуласси, унта ăнланулăх хуçаланасси хĕрарăмран чылай килет. Вăл - кил-çурт илемĕ, пурнăçа хавхалану кÿрекенĕ. Шăпах çемье çынна килĕшÿллĕ пурăнма вăй-хăват парать. Çирĕп çемье патшалăх тĕрекĕ пулса тăрать. Хĕрарăм тĕнче тытать тесе ахальтен каламан пулĕ. Паян вĕсен черчен хул пуççийĕ çине чылай ĕç тиеннĕ: ача-пăча çуратса ÿстереççĕ, пур çĕрте те маттур, обществăлла ĕçсенче те хастар. Çак сăмахсем пĕтĕмпех Элĕк салинче пурăнакан Алена Михайлова çинчен те.
Атте-анне - кил ăшши
Алена Михайлова Ехремкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Перасковья Семеновнăпа Геннадий Петрович Семеновсем пĕртен-пĕр хĕрне ура çине тăратассишĕн тăван колхозра ырми-канми ĕçленĕ, кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх усранă. Сывлăхĕсем хавшак пулнине пăхмасăр хĕрне шкултан вĕрентсе кăларнă, хушма пĕлÿ илме пулăшнă. Вĕсем çут тĕнчерен уйрăлса кайни чылай çул иртнĕ пулин те, çывăх çыннисем Аленăшăн ĕмĕрех асра юлĕç. Ача чухне кăмака умĕнче амăшĕ ăна тутлă яшка, çăкăр, çуллă икерчĕ пĕçерме вĕрентнине ырăпа аса илет. Ашшĕ вара Аленăна çирĕп кăмăллă та хастар пулма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Семеновсем кил хуçалăхри ĕçсене яланах пĕрле пурнăçланă. Хĕр ашшĕпе амăшĕ ĕçе юратнине курса çитĕннĕ, вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ.
«Манăн питĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулас килетчĕ. Шкулта ăс пухнă чухне çак предметсене уйрăмах юратса вĕренеттĕм. Ехремкасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти аслă шкула çул тытрăм, экзамен патăм. Вĕренме кĕме пĕр балл çитейменрен манăн ĕмĕт пурнăçланмарĕ. Çапах та мĕнле те пулин пĕлÿ илмеллех-çке. Пăрачкав хулинче бухгалтера вĕренсе тухрăм та тăван яла таврăнтăм», - каласа парать Алена Геннадьевна. Çамрăк хĕр чи малтанах ял хуçалăхĕнче вăй хурать, ашшĕ-амăшне кил хуçалăхра пулăшать.
Çемье юнашар пулсан
Ĕçченлĕхпе тата яваплăхпа палăракан хĕре Элĕк каччи Аркадий Михайлов куç хывать. Туслăх майĕпен юратăва куçать. 1997 çулта тĕлĕнмелле туй кĕрлеттереççĕ Михайловсем. «Пирĕн туй питĕ чаплă иртрĕ. Тăвансемпе юлташсем паянхи кун та ырăпа аса илеççĕ çак куна. Туйра 8 параппанçă пулни чăннипех те тĕлĕнмелле. Салара чăваш юрри-такмакĕ кĕрлесе çеç тăчĕ», - иртнине аса илет пултаруллă хĕрарăм.
Алена Михайлова юратнă мăшăр кăна мар, вăл хисеплĕ те ăшă кăмăллă анне тата хуняма. Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Юлия çемьеллĕ ĕнтĕ, Иван ют хуласене ĕçлеме çÿрет пулсан, Павел Элĕкри вăтам шкулта вĕренет. Кил хуçи хĕрарăмĕн мăшăрĕ Аркадий Вениаминович электромонтерта тăрăшать. Алена Геннадьевна килте те, профессире те мăшăрĕн пулăшуçи, ăна тĕрев параканĕ.«Туслă çемьере сивĕре те ăшă теççĕ. Çемье çынна кирек хăçан та тĕрек парать, ăшăтать, телей парнелет. Пурнăçра унран хаклă пуянлăх тупаймăн. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене эпир яланах çемьепе пĕрле пурнăçлатпăр», - калаçăва малалла тăсать Алена Геннадьевна.
Кайăк хитре тĕкĕпе, этем - ырă ĕçĕпе
Алена Михайлова - сăпайлă та, нимĕнле ĕçрен хăраман çын. Тĕрлĕ тытăмра ĕçлеме тивнĕ унăн. 2001 çулта çăкăр заводĕнче урай çунă, çăкăр-батон пĕçернĕ çĕрте те тăрăшнă. Суту-илÿ центрĕн ертÿçинче вара 16 çул вăй хунă. Пĕррехинче вăл мăшăрне хăйсен ĕçне пуçарса ярас шухăша пĕлтернĕ. Мăшăрĕ хирĕçлемен. Суту-илÿ тытăмĕнче чылай çул ĕçленине шута илсе Алена Геннадьевна 2023 çулта район центрĕнчи «Аврора» çуртăн пĕр пÿлĕмне арендăна илет, канцеляри хатĕрĕсем сутма тытăнать.
Пултарулăхĕпе ĕçченлĕхне кура округри Хĕрарăмсен Союзĕн округри уйрăмĕн ертÿçи Ольга Алексеева Аленăна кăçал республикăра çулсерен иртекен «Эпĕ - хĕрарăм» конкурса хутшăнма ыйтать. Алена Геннадьевна хирĕçлемест. Ывăлĕпе Пашăпа видео хатĕрлеççĕ те конкурса ярса параççĕ. «Конкурса кăçал 2 пин ытла çын хутшăннăран çĕнтерÿçĕсен йышне лекесси пирки шутламан та. Пирĕн округран кăна 37 пултаруллă хĕрарăм тĕрлĕ номинацире хутшăнчĕ. Тăрăшни сая каймарĕ. Эпĕ «Бизнесри хĕрарăм» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм», - савăнăçне пытармарĕ усламçă.
Лара-тăра пĕлмен Аленăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Вăл çĕр ĕçне питĕ кăмăллать. Февраль уйăхĕнченех тĕрлĕ чечек, пахча çимĕç калчисем лартать. Чи малтанах вăл хăйне валли çеç лартнă. Калчасене теплицăна тата пахчана лартнă хыççăн ытлашши юлсан вăл вĕсене сутлăха тăратнă. Çул хыççăн çул иртет, Алена пултаруллă пахчаçă пулса та тăрать. Унăн калчисене çуркунне хăйĕн магазинĕнчех туянма пулать. Çавăн пекех вăл хĕрачасене валли çÿçе тирпейлемелли илемлĕ резинкăсем те маçтăрлать. Алена Михайлова обществăлла ĕçсенчен те пăрăнса юлмасть, шкул пурнăçне те хастар хутшăнать.
Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх валеçмест пулин те, пурнăçра кашниех хăйĕн юратнă ĕçне тупать. Аленăн чун киленĕçĕ те, юратнă ĕç те пур. Нихăçан та йывăрлăхсенчен хăраман, яланах маттур, пуян чун-чĕреллĕ хĕрарăм пурне те пурнăçлама май çитерет.
Вера МОРОЗОВА.