Çитĕнÿсем çĕнĕ утăмсем тума пулăшаççĕ
Çĕршыв малашлăхĕ мĕнле пуласси шăпах вĕрентекенрен, вăл мĕнле ĕçленинчен килет. Çак шухăша Чăваш Енре иртнĕ вĕрентекенсен августри анлă конференцийĕнче палăртнă. Вăл кăçал «Пуласлăх регионĕ: Чăваш Республикинче кадрсем ÿстеретпĕр» ятпа иртнĕ. Çапла вара кадрсем хатĕрлес ыйтăва пусăм турĕç хальхинче. Элĕк округĕнчи вĕрентекенсем те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи анлă канашлăва августăн 24-мĕшĕнче пухăнчĕç. Калаçу муниципалитетри вĕренÿ тытăмĕн стратегилле аталанăвĕ çинче йĕркеленчĕ.
Канашлăва Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, Чăваш Республикин Вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Лежнина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов тата Владимир Свешников, Элĕк округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Эдикт Волков хутшăнчĕç. Хăтлă зала яланхи пекех округри вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, вĕрентекенсемпе воспитательсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем пухăнчĕç.
Куравсемпе ăсталăх лаççисем ĕçлерĕç
Пĕлÿ кунĕ умĕнхи тĕлпулу вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн чăн-чăн уяв вырăнĕнчех пулчĕ. Культура çурчĕн фойинче Элĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа тĕрлĕ халăх ташши-юррипе савăнтарчĕç. Элĕкри тата Тавăтри ача садне çÿрекенсем ăсталăх лаççине йыхравларĕç. Тавăтри «Пучах» ача садĕнчи чăваш тата вырăс тумĕллĕ хĕрачасем ал ĕçне тума пĕлнине кăтартса пачĕç. Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнчи шăпăрлансем вара агролаборатори енĕпе мĕнлерех аталаннипе паллаштарчĕç. Повар тумне тăхăннăскерсем вара сĕтел хушшинче чустаран кукăль тата булка пĕçерме хатĕрлерĕç. Пĕчĕк алăсенче йĕтĕр выляса кăна тăрать. Паллах, воспитательсем юнашар пулни хăюлăх пачĕ ачасене.
Фойере çак кун тĕрлĕ тематикăллă куравсем ĕçлерĕç. Кунта çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси çине пусăм туни сисĕнчĕ.
ППЭ кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Кăçалхи анлă канашлу йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççей çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов видеоçыхăну мелĕпе саламланинчен пуçланчĕ. Вăл вĕренÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, педагогсене хавхалантармалли мерăсем çинчен каларĕ, шалăва ÿстерессине пĕлтерчĕ.
Элĕк округĕнчи вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕпе Элĕк округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев паллаштарчĕ. Докладра Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнчи кăтартусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче округри ултă вăтам шкултан тăваттăшĕнче 49 ача 11 класран вĕренсе тухнă. Вĕсем пурте ППЭ-не ăнăçлă тытнă. Вĕсенчен 17 выпускник уйрăм аттестатсем илнĕ: тăххăрĕшĕ – ылтăн медальпе, саккăрăшĕ – кĕмĕл медальпе. Элĕк шкулĕнчен вĕренсе тухнă Арина Березова вара химипе 100 балл пухма пултарнă. Çакăнта унăн вĕрентекенĕн Алина Ивановăн тÿпи пысăк. Кунсăр пуçне пĕтĕмпе 31 выпускник экзаменсенче пысăк кăтартусемпе палăрнă. 80-100 балл илекенсен шучĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан ÿсни курăнать. Ку енĕпе уйрăмах Элĕк, Юнтапа тата Тавăт шкулĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çамрăк армеецсен тытăмĕнче 12 отряд йĕркеленĕ, Чăваш Сурăм шкулĕнче 32 ача кадет класĕнче вĕренет. Вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Чăвашсурăмсем кăçал Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Стройпа утассипе тата юрлассипе смотр» конкурсра çĕнтерÿçĕ ята тивĕç- нĕ. Юнтапа тата Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем «Зарница 2.0» республика ăмăртăвĕсенче муниципалитет чысне хÿтĕленĕ. Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекен Анастасия Емельянова Чăваш Ен делегацийĕн йышне кĕрсе Беларуçь Республикинче экскурсире пулма тивĕçнĕ. 2022 çултанпа Элĕк округĕнчи 7 шкулта 11 «Герой партти» уçнă.
Александр Юрьевич вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсем, кадр ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи куна округри вĕренÿ тытăмĕнче пĕтĕмпе 133 педагог ĕçлет. Вĕсенчен 3,4 проценчĕ кăна çамăк специалистсем шутланаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕ- сене çамрăксене явăçтарассипе çине тăрса ĕçлемеллине асăрхаттарчĕ муниципалитет ертÿçи. Ку енĕпе тĕллевлĕ вĕренÿ çине тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.
«Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитет. Вĕренÿ учредженийĕсем хăйсен алăкĕсене уçса яраççĕ. Шăпах та кунта ачасен, ашшĕ-амăшĕн тата педагогсен интересĕсем пĕрлешеççĕ. Пирĕн тĕллев – ачасен пултарулăхне аталантарма майсем туса парасси. Пурне те çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламлатăп. Çĕнĕ ÿсĕм тума, професси енчен аталанма сунатăп. Çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç пултăр!» – терĕ Александр Терентьев.
Чи маттуррисене чысларĕç
Малалла сцена çине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, Чăваш Республикин Вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Лежнина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов тата Владимир Свешников, Элĕк округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Эдикт Волков тухса вĕрентекенсене саламларĕç. Ĕçре маттуррисене Тав тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. «Раççей Федерацийĕн вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» хисеп паллине Юнтапа шкулĕнчен Альбина Ананьева тата Элĕк вăтам шкулĕнчен Ирина Волкова вĕрентекенсем тивĕçрĕç. Пĕтĕмпе чыслава 28 вĕрентекен хутшăнчĕ.
Алена Геннадьевна министр Мăн Вылă шкулĕнче ют чĕлхе вĕрентекенне Людмила Марковăна Ĕçлев министерствин Тав хучĕпе палăртрĕ. Пултаруллă вĕрентекенĕн вĕренекенĕсем округ тата регион шайĕнчи конкурссенче тăтăшах çĕнтереççĕ. Кунсăр пуçне Людмила Николаевна ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕ парас ĕçе хастар хутшăнать. Çак кун конференци вĕçленнĕ хыççăн Алена Геннадьевна ятарлă çар операцине хутшăнакан Николай Васильев çемйипе тĕл пулнă. Çемьере икĕ ача çитĕнет. Асли – Ярослав сакăр çулта, пĕрремĕш класа кайма хатĕрленет. Алена Геннадьевна ăна шкул хатĕрĕсем парнеленĕ тата пылак çимĕçпе савăнтарнă.
2026 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пирĕн республика пĕтĕмĕшле «Пирĕн шкул» пĕрлехи цифра платформи çине куçать. Çавăнпа та 20 çул каялла пĕрремĕш электрон журналпа тата дневникпа усă курма пуçланине шута илсен Элĕк округĕнчи вĕрентекенсем ку çĕнĕлĕхе те алла илме хатĕррине палăртрĕç.
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен Элĕк округĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Ирина Ильина тухса калаçрĕ. Элĕк шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Любовь Андреева ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Конференцие пухăннисем Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕренекенсен юрри-ташшине пăхса киленчĕç.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.