Çивĕччисем палăрнă
Çитĕнекен ăрăва спортпа туслаштарас ĕçре куллен тренировкăсем ирттернипе пĕрлех тĕнче шайĕнче палăрнă ентешĕмĕрсемпе курнăçса калаçни пысăк çитĕнÿсем тума витĕм кÿни каламасăрах паллă.
Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекен ачасем çулсеренех апрель уйăхне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ темелле. Çакăн чухне ĕнтĕ вĕсем çăмăл атлетикăпа пĕтĕм тĕнче класлă спорт мастерĕн, çурма марафон чупăвĕпе тĕнче чемпионĕн пăхăр медальне тивĕçнĕ, Хурăнсур ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Александровăпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма пултараççĕ. Спорт уявне килнĕ вĕренекенсене «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕн çумĕ С.Леонтьев, район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Л.Семенова, Крымсарайкка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Никоноров, СССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Семенов саламларĕç. Галина Александрова çивĕчлĕхпе тĕлĕнтерме, çĕнтерме ăнăçу сунчĕ. 250-а яхăн арçын ачапа хĕрача 500, 1000, 2000, 3000 метр дистанцисене чупрĕç.
Ку хутĕнче спортăн çурхи тапхăрĕнче вăтам шкулсен командисем хушшинче Элĕксем - пĕрремĕш, Тавăтсем - иккĕмĕш, Юнтапасем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче Шĕмшешсене çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Ураскилтпе Тени вĕренекенĕсем пайларĕç. Кĕркуннехи тата çуркуннехи тапхăрсен кăтартăвĕсем тăрăх çăмăл атлетика кросĕнче куçса çÿрекен Кубока Элĕкри вăтам шкул команди тивĕçрĕ.
А.ТИМОФЕЕВ, «Хĕлхем» спорт шкулĕн тренерĕ.