Çул çÿрев чун ыратăвне сирет
Пĕрлехи ĕç яланах пĕрлештерет. Акă «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» Патшалăх проекчĕн Чăваш Енри филиалĕ çак кунсенче ятарлă çар операцине хутшăнакан çемьесене валли ятарлă тур йĕркеленĕ. Çĕршыв тăрăх çул çÿреве тухасси «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» проект шучĕпе пурнăçа кĕнĕ. Сăмах май, асăннă проект Раççей Оборона министерстви тата Раççей чугун çулĕсем пулăшнипе ĕçлет.
«Хамăрăннисене пăрахмастпăр» проект старт илнĕренпе Чăваш Енрен 3 команда тĕрлĕ çул çÿреве тухма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем «В Карелию», «Малахит» тата «Золотое кольцо» турсенче пулнă. Хальхинче «Золотое кольцо» тура Элĕк тăрăхĕнчен ятарлă çар операцинче паттăрлăх кăтартса пуç хунă Константин Игнатьевăн амăшĕ Ольга Дубинина хутшăннă.
«Çакăн пек çул çÿревсем кулленхи ĕçсенчен пăрăнма, чĕре суранĕсене сиплеме пулăшаççĕ. Çĕршыври тĕрлĕ вырăнсене çитсе унти илемпе киленме пултарни те кирлĕ. Тур вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе туслашма ĕлкĕреççĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ», - тесе пĕлтернĕ «Çĕршыв хÿтлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Елена Зайцева.
Чăваш Енрен пĕтĕмпе çиччĕн çĕршыври ытти регионти ушкăнсемпе пĕрлешсе Кострома, Ярославль, Владимир тата Суздаль хулисене çитсе курнă. Вĕсене пур çĕрте те ăшшăн кĕтсе илнĕ, вырăнти культура палăкĕсемпе паллаштарнă. Интерактивсене тата ăсталăх класĕсене кăмăлпах хутшăннă.
«Кашни хулана çитсен кăмăл çĕкленет. Хамăрпа пĕрле асăнмалăх пĕчĕк парнесем илсе килтĕмĕр, паллах, тĕлĕнмелле асаилÿсем нумайлăха пирĕн асра юлĕç. Кунсăр пуçне пĕр-пĕринпе паллашни пире кашнине кирлĕ. Чун ыратăвне вăхăтлăха та пулин сирсе ярать, эпир пĕччен мар пулнине, пирĕн çине тимлĕх уйăрнине кăтартса парать. Çакăн пек проект йĕркелесе яракансене тав сăмахĕ калатăп», – терĕ Ольга Александровна тăван тăрăха таврăнсан.
М.ЛЕОНТЬЕВА.