Çула юсама наци проекчĕ пулăшĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республика çыннисене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе тăтăшах йышăнать. «Кун пек тĕлпулусем çивĕч ыйтусене хăвăрт тата тухăçлă татса пама пулăшаççĕ», – тесе палăртнă вăл хальхинче хăйĕн Телеграм каналĕнче.
Майăн 14-мĕшĕнче ун патĕнче черетлĕ йышăну вăхăтĕнче Элĕксене пăшăрхантаракан ыйтупа Нина Алексеева пулнă. Нина Николаевна Мăн Вылăран пуçласа Çирĕккассине çитекен çул çинче юсав ĕçĕсем ирттермелли çинчен пĕлтерсе пулăшу ыйтнă. «Асăннă çула юсама «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул» наци проекчĕ шучĕпе укçа-тенкĕ пăхса хăварнă – контракт çырнă, юсав ĕçĕсене кăçалхи июнь уйăхĕнче пуçлаççĕ», - тесе шантарнă регион пуçлăхĕ.
Элĕк округĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «Элĕк – Кивĕ Атай – Сăр» автоçул лаптăкĕ шутне кĕрекен Мăн Вылăран пуçласа Хĕрлĕ Чутай округĕн чиккине çити тăсăлакан çула юсама «Воддорстрой» тулли мар яваплă обществăпа патшалăх контракчĕ тунă.