Çулла та пулăшма пăрахмаççĕ
Элĕк енре пурăнакансем çуллахи кунсенче ерçÿ пулманнине пăхмасăрах ятарлă çар операцинчи ентешсене пулăшу пама тăрăшаççĕ. Ялсенче йĕркеленнĕ гуманитари пулăшăвĕн пункчĕсенче хÿтлĕх çеткисем çыхаççĕ, салтаксемшĕн уйрăмах кирлĕ япаласемпе апат-çимĕç пухаççĕ, госпитальсем валли минтерсем çĕлеççĕ, «типĕ апат» валли пахча çимĕç типĕтеççĕ.
Çулавăçра
Çулавăç чиркĕвĕ çумĕнче никĕс- леннĕ «кĕмĕл» волонтерсен ушкăнĕ Чăваш Енри «Килти апат-çимĕç» ыр кăмăллăх ушкăнĕпе çыхăнса ĕçлет. Вĕсем салтаксем валли «типĕ апатсем» хатĕрлеççĕ. Паянхи куна менюра - çĕр улми нимĕрĕ, хура тул ашпа, борщ, кăмпа, купăста тата пăрçа яшкисем, рассольник, харчо. Вĕсене кашнине пакетласа ха- тĕрлеççĕ, виçине пăхăнаççĕ, тасалăх çине тимлĕх уйăраççĕ.
Хальхи вăхăтра волонтерсем апата тутă кĕртмелли курăксене, кишĕр, тăварланă хăяр типĕтеççĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне чун ăшшине парса тăваççĕ, салтаксем кăмăлпа çиччĕр чăваш ялĕсенче хатĕрленĕ апатсене теççĕ. Сăмах май, Çулавăç ушкăнĕ хÿтлĕх çеткисем çыхассипе те тимлет. Кунта шкул ачисене те явăçтараççĕ.
Мăн Вылă салинче
Мăн Вылă шкулĕнче çар тивĕçне пурнăçлакан ентешсене валли хÿтлĕх çеткисем çыхассипе малалла тăрăшаççĕ. Çак кунсенче кăна вĕсем СВОна тăхăр çетка парса ячĕç.
Ыр кăмăллăх ĕçĕ тĕрлĕ ăрурисене пĕрлештерет. Аслисемпе танах шкул ачисем те хăнăхнă çеткăсем çыхас ĕçе. Тĕрĕссипе, чăваш халăхĕ мĕн авалтанах ачана ĕçре çитĕнтернĕ, халĕ те ку мелсем воспитани ĕçĕнче пулăшса пыраççĕ. Кунсăр пуçне патриотизмла воспитани ĕçĕ те çакăнтах пулса пырать.
М.МИХАЙЛОВА.