Çулталăк темине çирĕплетнĕ
2027 çул Ăслăлăхпа технологи çулталăкĕ пуласси çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ. Вăл республикăра пурăнакансене «Чăваш Ен онлайн» сасăлава хутшăннăшăн тав тунă.
«Çитес çулхи тĕп пулăмсенчен пĕри – аслă вĕренÿ заведенийĕсем хушшинчи кампуса тума пуçласси. Раççей Правительствине пирĕн ыйтăва татса пама пулăшнăшăн тав тăватăп. Вăл ăсчахсене, инженерсене тата пулас технологисемпе ĕçлекенсене пĕрлештерĕ», - палăртнă Олег Николаев.
Регион Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинетне кĕске вăхăтра йĕркелÿ комитетне çирĕплетме, мероприятисен планне тума хушнă.
Предприятисемпе ăслăлăх центрĕсене, аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе муниципалитетсене хастар хутшăнма ыйтнă. Ку вăл пĕрлехи ĕç пулассине палăртнă.