Цифра пулăшăвĕсемпе туллин усă кураççĕ
Водительсен удостоверенине улăштармалла-и е паспорт илмелле, электронлă цифрăпа алă пусни кирлĕ-и е патшалăх уççи; Çакă тата ытти пулăшусене «Мои документы» нумай функциллĕ центрсенче илме пулать. Халăхра ăна кĕскен «МФЦ» теме йышăннă, чăвашла «НФЦ» тейĕпĕр. Кунти специалистсем уйрăм тата юридици сăпатлă çынсене «пĕр чÿрече» мелпе патшалăх тата муниципаллă пулăшусемпе тивĕçтереççĕ. Çынсемпе ĕçлесси вăл яланах яваплă. Кунсăр пуçне пулăшу илме килекенсемпе вашават пулни, пĕр чĕлхе тупма пĕлни пĕлтерĕшлĕ.
Июлĕн 27-мĕшĕнче Нумай функциллĕ центр ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çавăн пекех тата Чăваш Енре ку тытăма йĕркелесе янăранпа 15 çул çитет. Професси уявĕ умĕн эпĕ Элĕк салинче вырнаçнă НФЦ ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрăм. Кунти ĕçсене Маргарита Михайлова ертсе пырать, Олеся Королева эксперт тивĕçĕсене пурнăçлать.
Маргарита Геннадьевна нумай функциллĕ центрта ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 10 çул çитнĕ. Çак тапхăрта вăл специалистран пуçласа пай начальникĕ таран ÿснĕ.
- Кунта киличчен эпĕ кадастр палатинче ĕçленĕ, кайран, ача çуратнă хыççăн, хама çĕнĕ çĕрте тĕрĕслесе пăхма шутларăм. Паллах, малтанлăха хăнăхман вырăнта çăмăлах пулмарĕ. Уйрăмах паспорт илес е улăштарас текенсемпе питĕ асăрхануллă пулмаллаччĕ, йăнăшсем ярасран шиклентеретчĕ. Кайран водительсен удостоверенийĕсем хутшăнчĕç. Кунта та питĕ тимлĕ пулмалла, - терĕ вăл ку тытăмра малтанхи утăмсене тунă вăхăта ăшшăн аса илнĕ май.
НФЦ-ра вăй хуни питĕ нумай тата тĕрлĕ енлĕ информаципе ĕçлеме хăнăхтарать. Патшалăх тата муниципаллă пулăшусен шучĕ те çĕнелсех пырать. Маргарита Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа паянхи куна çитиччен 9 пин ытла çын пулăшу илме килнĕ. Вĕсенчен чи нумаййи вăл – НФЦ-ра ятарлă оборудованиллĕ ĕç вырăнĕпе усă курса электронлă пулăшу илесси. Кăçал кăна çынсем хăйсем тĕллĕн е кунти специалистсем пулăшнипе патшалăх сервисĕсемпе усă курма пултарнă. Кун пеккисен йышĕ пĕр пин çурăран та иртет. Ытларах ШĔМ, Федераци налук служби, округ администрацийĕ тата транспорт е çут çанталăк министерствисемпе çыхăнаççĕ. Çавăн пекех Росреестр е Раççей социаллă фончĕсен пулăшăвĕсене илекенсем те йышлă.
- Юлашки вăхăтра ытларах электронлă цифрăпа алă пуснине илме килеççĕ. Ку пулăшупа хăй тĕллĕн ĕçлекенсем анлă усă кураççĕ. Хăйсен ĕçне йĕркелесе пыма кирлĕ вăл. Тата çакăн евĕрлех тепĕр çĕнĕлĕх – «Госключ» приложени урлă вăйлатнă квалификациллĕ алă пуснине вырнаçтарасси. Ку чухне Центр специалисчĕсем тивĕçлĕ документсем хатĕрлеме пулăшаççĕ, - хăйсен ĕçĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пачĕ ертÿçĕ.
Кун каçипе тĕрлĕ çын килет вĕсем патне. Кашнин хăйĕн ыйтăвĕ. НФЦ ĕçченĕсен тивĕçĕ вара вĕсене илтме пĕлесси, ăнланса кирлĕ пулăшу парасси пулса тăрать.
- Никама та пулăшу памасăр кăларса яман. Çакăншăн вĕсем чĕререн тав тăваççĕ, кун пек чухне хамăрăн та кăмăл çĕкленет. Апла пулсан эпир тăрăшни сая кайман. Хăш чухне хаяр çилĕллĕ çынсемпе те тĕл пулатпăр. Кун пек чухне çынпа хирĕçĕве кĕместпĕр, хăйсен ыйтăвĕсене уçăмлатма ыйтса тĕрĕс çул-йĕр шыратпăр. Чăнах та, професси пире çынсемпе ĕçлеме хăнăхтарать, - калаçăва малалла тăсрĕ Маргарита Геннадьевна.
Патшалăх тата муниципаллă пулăшусен шучĕ тăтăшах анлăланса пынăран НФЦ ĕçченĕсен те хăйсен квалификацине ÿстерсех пыма тивет. Анчах та документсемпе ĕçлеме кăмăллакансемшĕн тата çынсем хушшинче пулас текенсемшĕн ку ĕç чун киленĕçĕ. Çак сăмахсене Элĕкри Центрта экспертра ĕçлекен Олеся Королева пирки каламалла. Хăй вăхăтĕнче педагог профессине алла илнĕскер ĕç вырăнне салари Нумай функциллĕ центрта тупнишĕн пачах та ÿкĕнмест. 5 çул хушшинче профессие алла илме ĕлкĕрнĕ. Ĕçтешĕсем тăтăшах пулăшса пынине палăртать. Вĕсем валли эрнере пĕрре ятарлă вĕренÿ йĕркелени те çăмăллăх кÿрет.
- Ĕç мана питĕ килĕшет. Малтанхи виçĕ çул хушшинче эпĕ вĕçсе кăна çÿрерĕм тесен те йăнăш пулмĕ. Пирĕн патра яланах çынсем нумай пулнине хăнăхнă, - йăл кулăпа каласа парать Олеся Валерьевна.
- Аслă çулхисем Патшалăх пулăшăвĕн порталне кĕрессинчен хăрамаççĕ-и? - тесе ыйтатăп пултаруллă çамрăкран.
- Халĕ вĕсем те «Госуслуги» тесенех парольпе логин кирли çинчен калаççĕ. Хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен асăрхануллă пулмаллине палăртаççĕ. Çакă савăнтарать, апла пулсан аслă ăрурисем те компьютер пĕлÿлĕхне алла илсех пыраççĕ.
Элĕкри Нумай функциллĕ центр хаçат редакцийĕпе кÿршĕллĕ вырнаçнăран кунта килекенсене тăтăшах куратпăр. Эрнен кирек хăш кунĕнче те çын татăлмасть. Пурне валли те тимлĕх уйăраççĕ вырăнти специалистсем. Нумаях пулмасть вĕсем тăваттăн ĕçлетчĕç пулсан халĕ вара тĕрлĕ сăлтавсене пула иккĕн кăна тăрса юлнă. Çавăнпа та шанăçа çухатмаççĕ – кунта та çĕнĕ çынсем хутшăнасса шанаççĕ. Малтанхи утăмсене тума пулăшасси пирки вара иккĕленмелле мар. Хăйсем те çаплах пуçланă-çке.
Хамăр енчен вара НФЦ специалисчĕсене професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр, çитĕнÿсем сунатпăр. Сирĕн пата килекенсен кăмăлĕсем яланах ырă та тулли пулччăр!
Марина ЛЕОНТЬЕВА.