Элĕк енĕн çамрăк футболисчĕсем – Беларуçире
Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнчи футбол секцине çÿрекенсем пĕрре кăна мар хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма пултарчĕç. Эрик Вонифатьев тренер-преподаватель ертсе пынипе районта кăна мар, республика тата регион тулашĕнчи ăмăртусенчен те çĕнтерÿçĕ пулса таврăнчĕç. Шăпах çак çитĕнÿсем çамрăк футболистсене çак кунсенче Беларуç Республикинчи Гродно хулинче иртекен Союзла патшалăхăн Спартакиадине илсе çитернĕ те. Кунта 13-15 çулсенчи яллă вырăнсенче пурăнакан çамрăксем футболла, баскетболла тата теннисла выляссипе ăмăртаççĕ. Тупăшусем ыран, сентябрĕн 24-мĕшĕнче, вĕçленеççĕ.
Д.Ефимов, Н.Филиппов, А.Алексеев, Д.Сорокин, Н.Кузьмин, П.Суранов, А.Архипов, С.Алексеев, А.Андреев çамрăк футболистсем Спартакиадăна Раççей командин шучĕпе хутшăнаççĕ. Вĕсем мини-футбол ăмăртăвĕсенче Раççей чысне хÿтĕлеççĕ. Кашни кунах тĕрлĕ регионти командăсемпе тупăшма тивет çамрăк футболистсен. Чи малтанах Челябинск облаçĕн командипе вăй виçнĕ. Вăйă 4:1 шутпа вĕçленнĕ. Тепĕр кунне Çурçĕр Осетинчен килсе çитнĕ футболистсемпе ăмăртăва тухнă. Каллех ăнăçу вĕсемпе пĕрлех пулнă темелле, мечĕке пĕр хутчен ют хапхана тапса кĕртме пултарнах. Ĕнер Чулхула облаçĕн спортсменĕсемпе стадиона тухнă. 3:3 шутпа вăйă вĕçленнĕ.
Пĕтĕмĕшле Спартакиадăра ик çĕре яхăн çамрăк хутшăнать. Раççей командин йышне Чăваш Енсĕр пуçне Пушкăрт, Çурçĕр Осети Республикисенчи, Чулхула, Челябинск, Тверь, Смоленск облаçĕсенчи çамрăк спорт- сменсем кĕнĕ.
Элĕк енĕн çамрăк спортсменĕсене ăнăçу сунатпăр, эпир вĕсемпе мăнаçланнине палăртатпăр.
М.ЛЕОНТЬЕВА.