Элĕк район çыннисем Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвне хаклаççĕ
Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çулсеренхи Çырупа тухрĕ. Асăннă Çырăва районта пурăнакансем хакласа хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.
Любовь КОНСТАНТИНОВА, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти пенсионерсен союзĕн председателĕ:
«Эпĕ пурнăçăма культура тытăмĕнче ĕçлесе ирттеретĕп. Элĕк ен çыннисен пушă вăхăчĕ усăллă, культурăллă пултăр тесе сахал мар вăй хунă. Халĕ те сцена çинчех тесе калас килет. Районти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн ĕçне хастар хутшăнатăп. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев культура тытăмĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни, ĕç-хĕле лайăхлатсах пырасси çинчен калани манна савăнтарать. «Кăçал бюджета, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, икĕ хут ытларах укçа-тенкĕ уйăрнă», - палăртрĕ вăл. «Культура çурчĕсен строительствин пилĕк çуллăхĕ пырать» тенишĕн те хĕпĕртетĕп.
Пенсионерсен ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пырасси - манăн тĕп тĕллев. Кăçалхи Мухтавлă ентешсен çулталăкне хастар хутшăнасса шанатăп. Пире, аслă çулхисене, ентешсен форумĕ пулать тени те хавхалантарать».
Людмила АНДРЕЕВА, Кураккасси ялĕ:
- Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ хут Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Асăннă документа республика аталнăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртать. Олег Алексеевич çак Çырура регионăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнипе пĕрлех малашнехи тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Вĕсем вара республикăри мĕнпур тытăма пырса тивмелле.
Çырура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ чăвашлăха аталантарасси, тăван халăхăн йăли-йĕркине упрасси çине пусăм тунипитех те савăнтарать. 2022 çулта эпир республикăра Мухтавлă ентешсен çулталăкне паллă тăватпăр. Унпа çыхăннă меропртятисем вара анлă иртмелле. Чи пĕлтерĕшли «Ентешсен форумне» йĕркелеме палăртни. Унта вара Чăваш Енрен тухнă, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансене анчах мар, ытти ют çĕршывсенче тĕпленнисене пĕрле пухма тĕв тытни питех те пĕлтерĕшлĕ. Çак форум уйрăмах çитĕнекен ăрушăн курăмлă пулмалла. Паянхи шкул ачисемепе çамрăксем çивĕч ăс-хакăллă, пултаруллă, тĕрлĕ тытăмра пысăк çитĕнÿсем тунă ентешсем тĕнчен хăш кĕтесĕнче чăваш ятне çÿле çĕкленине пĕлĕç. Вĕсенчен ырă тĕслĕх илĕç.
Олег Алексеевич тăван чĕлхене аталантарма та тивĕçлĕ условисем тăвасси çине пусăм туни те кăмăла çĕклерĕ. Чăваш тĕрри те регион Пуçлăхĕн тимлĕхĕнче пулни те савăнтарчĕ. Иртнĕ çул республикăра «Наци тĕррин шкулне» йĕркелесе янăран мăн асаттесемпе асаннесен илемлĕ тĕрри-эрешне мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем те тĕрлеме вĕренес шанчăк пурри хавхалантарать. Паян эпир, чăвашсем, çĕр пин тĕрĕ тĕнчи пулнине тÿрремĕнех çирĕплетме пултаратпăр. Чăваш Енре ăстасем пурăннине «Сурпан Пĕрле», «Чăваш Енĕн тĕрĕллĕ картти» акцисене хутшăнса çирĕплетсе патăмăр. Чăвашсен хастарлăхне курах ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн шайĕнче «Раççейĕн тĕрĕллĕ карттине» эрешлеме йышăннине асăнмалла.
Георгий АВВАКУМОВ, Изванкка ялĕн хастарĕ:
«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче малашне те пурнăç условийĕсене лайăхлатасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Пире, ялта пурăнакансене, ытларах ял хуçалăх ыйтăвĕсем шухăшлаттараççĕ. Килти хушма хуçалăха малаллах аталантарасси те канăç памасть. Ял хуçалăх министерствине ку енĕпе пулăшу тытăмне тума хушни вара шанăç кÿрет. Харпăр хăй ĕçлесе тупăшне ÿстерме пултарни, паллах, аван. «Республикăра мĕн туса илетпĕр, пĕтĕмпех тирпейлетпĕр» тенине те ырлас килет. Юлашки вăхăтра, акă, улма-çырла, пахча çимĕç туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕннипе те килĕшес килет. Ку енĕпе ял çыннисем ĕçлеме ÿркенмеççĕ-ха. Ял хуçалăх отрасльне пур енлĕ пулăшу парасси çинчен калани те килĕшрĕ.
Çул-йĕр ыйтăвĕ, çĕрпе усă курасси çине тимлĕх уйăрни те шанăç кÿрет. Сăмах майĕн каласан, ку енĕпе ялта ырă улшăнусем те пур. Ял çыннисем урамсенчи çулсене хăйсен вăйĕпе юсассипе пуçарулăх кăтартаççĕ. Çапла тăван кĕтес те илемленчĕ, хитреленчĕ».