Элĕксем Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвне хаклаççĕ
Элĕкри муниципаллă округра пурăнакансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа хавхаланса паллашрĕç. Вĕсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме те кăмăл турĕç.
Елена ЛЬВОВА, Элĕкри муниципаллă округăн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалист-эксперчĕ:
- Ял çыннисем килти хушма хуçалăха аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, тупăш илме тăрăшаççĕ. Юлашки вăхăтра патшалăх пулăшу пани те пĕлтерĕшлĕ. «Самозанятăй» ăнлав пурнăçа кĕчĕ. Куратпăр ĕнтĕ, ĕçĕ-хĕлĕ те сарăлсах пырать. Иртнĕ çул ку енĕпе ĕçлекенсем чылаях пулчĕç. Вĕсем çĕнĕлле вăй хуни усăсăр мар. Кашни хăйне тивĕçекен субсидие илме пултарчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çак ĕç ăнăçлă пынине палăртрĕ. «Килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн ĕçлекенсене малашне те пулăшмалла. Вĕсене патшалăх енчен пур енлĕ çăмăллăх памалла. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышне палăрмаллах ÿстермелле», - уççăнах палăртрĕ Олег Алексеевич. Апла пулсан, ял çыннисен ырă шанăç пур. Тăрăшса, вăй хурса ĕçлеме ÿркенмелле мар кăна. Килте пурăнса, выльăх-чĕрлĕх тытса тупăш илме, укçа-тенкĕллĕ пулма та май пур.
Эрик ВОНИФАТЬЕВ, Элĕкри «Хĕлехм» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче медицинăпа пĕрлех спорт та çыннăн сывлăхĕ çине витĕм кÿни çине пусăм турĕ. Пирĕн республика спортпа туслă регион пулнине Раççей шайĕнче çирĕплетнине те палăртрĕ. Спортпа туслă çынсен, çемьесен, ĕç коллективĕсен шучĕ ÿссе пынине те каларĕ. Юлашки вăхăтра ку кăтартусем Элĕк районĕпе те лайăхланни сисĕнет. Çакăн çине Раççей Президенчĕ Владимир Путин ГТО нормативĕсене пурнăçлассине çĕнĕрен чĕртсе яни витĕм кÿни те курăнать. Юлашки сакăр çул хушшинче «ГТО» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексне Чăваш Республикинчи 226 пин çын хутшăннă. Çавна май пирĕн регион пĕлтĕр ку енĕпе Раççейри мĕнпур регионсем хушшинче 14-мĕш вырăн йышăннă. Республика ертÿлĕхĕ шучĕпе, пĕтĕмĕшле илсен ку енĕпе кăтартусем япăх мар, анчах ăçталла туртăнмалли те пур.
Чăваш Республики регионта пурăнакансене спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтерессипе те малтисен ретĕнче. Юлашки виçĕ çулта вуншар çĕнĕ спорт объектне хута янă, çакна валли пĕр миллиарда яхăн укçа кайнă. Çак ĕçсем, паллах, усăсăр мар. Чăваш Енре ÿссе çитĕннĕ, пуçласа спортпа кунта туслашнă 273 спортсмен Раççейĕн пĕрлештернĕ командисене лекнĕ. Тĕрлĕ шайри ăмăртусемпе Олимпиадăсенче пĕр пин ытла тĕрлĕ медаль çĕнсе илнĕ. Çакă вара пĕтĕмпех республика Правительстви спорта аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнипе çыхăннă.
Регионта спорт аталанса пыни Элĕк районĕнче те курăнать. Пĕлтĕр ГТО нормативĕсене пурнăçламалли ятарлă лапам тунă пулсан, маларах хута кайнă бассейнран та район çыннисем татăлманни савăнтарать.
Татьяна ФЕДОРОВА, Элĕк район больницин тĕп врачĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри Патшалăх Канашне черетлĕ хут Çырупа тухрĕ. Унта вара иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарнипе пĕрлех малашнехи тĕллевсене, аталану çул-йĕрне те палăртрĕ. Республика ертÿçи медицина тытăмĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Коронавирус тапхăрĕнче тата çĕршыв умне санкцисем кăларса тăратнă вăхăтра сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем пысăк яваплăха туйса ĕçленине пĕлтерчĕ. Асăннă чире парăнтарас ĕçре Элĕк район больницинче тăрăшакан кашни çын тÿпи пулнине те палăртассăм килет. Чăваш Ен Раççей шайĕнче кăкăр ачисен пурнăçне сыхласа хăварассипе тата сиплев учрежденийĕсене Интернетпа çыхăнтарассипе те малти вырăнсенче пулни те кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. 2020-2022 çулсенче регионти сывлăх аталанăвне пĕтĕмпе 80 млрд тенке яхăн укçа хывнă, вĕсенчен 11 млрд тенкĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе çыхăннă мероприятисене туса ирттерме кайнă. Пуçламăш звенори сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене юсаса çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçсем çине иртнĕ çул республикăра 1 млрд та 800 миллион тенкĕ янă. Асăннă укçа-тенкĕпе усă курса 106 медицина объектне, вăл шутра пĕтĕмĕшле практика врачĕсен офисĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене тата поликлиникăсене, çĕнĕрен тунă тата юсанă. Асăннă укçа-тенкĕрен çавăн пекех çĕнĕ медицина оборудованийĕсем, автотранспорт туяннă. Çавна май Элĕк больницин автопаркĕ те пуянланчĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн тухтăрĕсене чирлисем патне киле çитсе килмелли условисем анлăланчĕç.
2023 çулта тата 42 сыватмăшра юсав ĕçĕсем ирттерме палăртаççĕ. Ку енĕпе Элĕкри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче те ырă улшăнусем кĕтетпĕр. Кăçал Ураскилтри пĕтĕмĕшле врач амбулаторийĕн çĕнĕ çуртне тăвассипе ыйту татăлнă ĕнтĕ. Çуркунне ку енĕпе хĕрÿ ĕçсем пуçланмалла.
Ирина ИВАНОВА, Карачура библиотекин заведующийĕ:
- Эпĕ культура ĕçне анчахрах тытăнтăм-ха. Мана, Шупашкарти Никольский ячĕллĕ колледжран ăнăçлă вĕренсе тухнăскере, библиотекаре шанчĕç. Çавăншăн питĕ хĕпĕртерĕм. Ĕçĕ те килĕшет. Халăхпа куллен çыхăнса ĕçлеме килĕшет мана. Ялтах пурнăç лайăх тесе шутлатăп. Пирĕн «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕн малашлăхĕ те пур. Хуçалăх ăнăçлă аталанса пырать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ял хуçалăх отраслĕ çине тимлĕхе ÿстерсех пыма май кирли çинчен калани мана килĕшрĕ. «Хăмла туса илессине йĕркелесе ямалла. Вĕсен плантацийĕсен лаптăкне ÿстерсех пымалла. Хăмла симĕс ылтăн вырăннех пулмалла, пысăк тупăш илме пулăшĕ», - тесе палăртрĕ вăл.
Çул-йĕр ыйтăвĕ, çĕрпе усă курасси çине тимлĕх уйăрни те шанăç кÿрет. Тĕрĕссипе, ку енĕпе пирĕн ялсенче ырă улшăнусем те пур.