Пурнăç таппипе тан утакан хуçалăхсем ытларах пулсан республика та лайăхрах аталанать. Телее, тупăшлă ĕçлекен предприятисем сахал мар пирĕн тăрăхра. Вĕсенчен пĕри — Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăх. Мăйракаллă шултра выльăх шутне çулсерен ӳстерсе пыма тăрăшаççĕ кунта. Çавна май ферма шутне те  пысăклатаççĕ. Çак кунсенче вара хаваслă лару-тăрура  çĕнĕ йышши тепĕр пăру вити уçрĕç.

 Подробнее...

Яндекс.Метрика