ФАПсем те пулĕç, çĕнĕ амбулаторисем те
Фельдшерпа акушер пункчĕсем пысăках мар ял-салашăн кирек хăш тапхăрта социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем пулнă. Паян та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман вĕсем. ФАПсем район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсемшĕн çынсене васкавлă майпа пулăшу кÿмелли хăйне евĕрлĕ медицина учрежденийĕсем шутланаççĕ. Кунта тăрăшакан сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ профессилле пулăшу панипе пĕрлех медицина тĕлĕшĕнчен ытти пулăшупа та тивĕçтерме пултарать, уйрăмах аслă ÿсĕмрисене. Ку чухне вара медицина ĕçченĕ пысăк пĕлÿ шайĕллĕ пулни тата опыт малти вырăна тухса тăрать. Нумай чухне шурă халатлă ĕçченпе калаçни те, медицина учрежденийĕнчи хăтлăхпа тирпейлĕх те ыратнине ирттерет.
- «Единая Россия» партин Халăх программи вара паянхи пурнăç ыйтнă пек мĕнпур сывлăх сыхлавĕн учрежденине пĕр çĕре пĕрлештерме пулăшакан IT-технологисене, информаци тытăмне анлăлатма май парать. ФАПра тăрăшакансене регионти тата федераци шайĕнчи центрсемпе çыхăнса ĕçлеме пулăшать. Çак тĕллевпех ĕнтĕ ФАПсене темиçе йăрăмлă Интернетпа çыхăнтараççĕ, медицина учрежденийĕсен Интернет-трафикĕн тÿлевне пĕчĕклетеççĕ. Çынсем каланине тĕпе хурса фельдшерпа акушер пункчĕсене çынсене кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерес ыйтăва та пăхса тухаççĕ, - каласа парать районти тĕп больницăн врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Василиса Архипова.
2025 çулччен Чăваш Енре 6 çĕнĕ поликлиника тата 15 врач амбулаторине, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 уйрăмне тума палăртаççĕ. Вĕсен шутне вара Ураскилтри тухтăр амбулаторине тăвасси те кĕрет. Василиса Владиимировна пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ кунсенче Ураскилт салинчи тухтăр амбулаторине тăвассипе çыхăннă проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе пĕтернĕ. Çитес çулта ку енĕпе ĕçлеме пуçлаççĕ. Кунсăр пуçнек 2025 çулта Чăвашсурăмсен те врач амбулаторийĕнче юсав ĕçĕсем ирттерессипе çыхăннă ыйту татăлмалла. Пысăк юсав ĕçĕсем ирттерме палăртаççĕ унта.
Çавăн пекех республикăра «Чăваш Ене пĕрле аталантаратпăр!» парти программипе 27 медицина учрежденине тĕпренех çĕнетме тĕллев тытнă. Вăл шутра каллех Элĕк район больницин поликлиники те пур. Халĕ çак строительствăпа юсав ĕçĕсене валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Регионта 88 фельдшерпа акушер пунктне çĕнетмелле. Ку енĕпе вара Элĕксем те тимлĕхсĕр юлмассине палăртаççĕ район больницинче. 2024 çулта Мăн Вылăра çĕнĕ ФАП хута ямалла.
Чăваш Енре паянхи куна «Сывă малашлăх» парти проекчĕпе фельдшерпа акушер пункчĕсен çуррине ытла çĕнетнĕ. Элĕк енпе илес пулсан та çулсеренех ку енĕпе ырă улшăнусем пулни курăнать. Раççей Федерацийĕн «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе тата Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕнчи пĕрремĕш звенона çĕнетессипе çыхăннă программăпа вырăнсенчи ФАПсене юсасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Иртнĕ çулсенче кăна 9 çĕнĕ ФАП хута кайнă. Çакна та асăнмалла, районти тĕп сиплев учрежденийĕ çумĕнче куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ аякри ялсенче пурăнакансем.
Э.КУЗЬМИНА.