Газ кĕртме пулăшаççĕ
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвне пурнăçласа 2023 çулччен «кăвак çулăм» çитернĕ яллă вырăнсенче кил хуçалăхăн чикки таран газа тÿлевсĕрех илсе çитерсе парассине вĕçлемелле. Асăннă патшалăх пулăшăвĕ- пе уйрăм кил-çурт хуçисем усă курма пултараççĕ. Ку чухне çакна валли çурт-йĕр те, çĕр пайĕ те харпăрлăхра пулмалла. Газпа вара апат-çимĕç пĕçерме, пурăнмалли пÿлĕмсене ăшăтма çеç усă курмалла.
Элĕк районĕнче çак çăмăллăхпа 119 çын усă курма палăртнă, килĕшÿсем хатĕрленĕ, 111-шĕпе вара алă пусса ĕçе пурнăçлама ирĕк панă. Иртнĕ тапхăрта 70 кил хуçалăх патне пăрăхсене хунă, «кăвак çулăма» çурта кĕртме майсем туса панă.
Çакна та асăнса хăвармалла, пурăнмалли кил-çурта газа харпăрлăх хуçин шучĕпе кĕртĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе уйрăм кил-çурта «кăвак çулăм» кĕртме, газ оборудованине туянма инвалидсемпе инвалид ача пур, нумай ачаллă çемьесене, пĕчĕк тупăшлисене, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене, Донецкпа Луганск Халăх Республикисенче ятарлă операцисене хутшăннисене компенсаци параççĕ. Унăн виçи 20 пин тенкĕпе танлашать. Асăннă суммăпа маларах палăртнă категорири граждансем газ кăмакине, газ плитине, счетчик туянма пултараççĕ. Иртнĕ тапхăрта районта çак пулăшупа 16 çын усă курнă.
Э.КУЗЬМИНА.
Назад