Германири служба нихăçан та манăçмĕ
Германире вуншар пин вырăс, чăваш çар службине ирттернĕ. Ун чухне çар службине чикĕ леш енне яни совет салтакĕшĕн пысăк ăнăçу пулнă. Пирĕн районтан сахал мар яш Германи çĕрĕ çине кайнă. Çавна май ГСВГ-ВД службăра тăнисен ушкăнĕ районта çулсеренех июнĕн 9-мĕшĕнче тĕлпулу йĕркелет.
Акă кăçал та вĕсем Ехремкассинче пухăнма шутланă. Черетлĕ хут иртекен тĕлпулăва Германире салтак службине ирттернисем пухăннă. Çав ятпа вĕсене Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков саламланă. Çулсеренех чыслава тивĕçнисем те пулаççĕ. Акă хальхинче те ГСВГ-ВД Совет салтакĕсен ушкăнне кĕрекен ветеран удостоверенине илнисем, ятарлă медале тивĕçнисем те пулнă. Германири Совет çарĕсен ушкăнĕн ятарлă ялав та пур. Килес çул вара вĕсем Элĕкри кану паркĕнче стела вырнаçтарса лартас тĕллев те лартнă.
А.Кириллина.