Икĕ çуртра халĕ те ăшă çук
Элĕкри нумай хваттерлĕ çуртра ăшăтмалли системăна монтаж тунă чухне ĕçсене йĕркеллĕ пурнăçламаншăн уголовлă ĕç пуçарнă.
Интернетра Парк урамĕнчи 5-мĕш «а» тата 7-мĕш «а» çуртсенче ăшă çукки пирки хыпар тухсан Элĕк районĕн прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ. Ведомство çакна палăртнă: вырăнти администраци постановленийĕсемпе килĕшÿллĕн çак нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр хăй хутса ăшăтмалла тумалла. Çĕнĕ системăна монтаж тума хваттерсен хуçисем «Атăл» тулли мар яваплă обществăпа килĕшÿсем алă пуснă. Анчах документра ĕçсене хăçан пурнăçлани пирки сведенисем пулман.
Подрядчик ĕçсене йĕркеллĕ пурнăçламаннине кура çак çуртсене паянхи кун та ăшă паман. Сăлтавĕсенчен пĕри - газпа тивĕçтерекен организаци пурнăçланă ĕçсем тĕлĕшпе асăрхаттарни. Хальхи вăхăтра «Атăл» çав çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлет, вĕсене кĕçех вĕçлемелле.
Хваттерсене тĕрĕсленĕ. Вĕсенче сывлăш температури çирĕплетнĕ нормативсемпе килĕшсе тăманни, паллах, паллă. Çав вăхăтрах вырăнти администраци çак лару-тăрăва сирес тесе çителĕклĕ тăрăшман.
Район прокуратури тĕрĕслев материалĕсене следстви органĕсене ярса панă, кун хыççăн уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна мĕнле тишкернине прокуратура тĕрĕслесе тăрĕ.
(Чăваш Ен Прокуратурин МАХри каналĕнчен).