Икĕ ывăлĕ те ятарлă çар операцине хутшăнать
Чип-чипер пахчара ĕçленĕ чухне кинĕ Вика пÿртрен чупса тухнă. «Андрей, сан пата шăнкăравлаççĕ! Часрах каймалла», - тенĕ. Ывăлĕ хыпаланса пуçтарăнса тухса кайнă... Ирина Белецкая малтанах ним ăнланмасăрах юлнă. Çавăн чухне тин вăл ывăлĕ Андрей ятарлă çар операцине кайма контракт çырнине пĕлнĕ.
Пилĕк хĕр
Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан Федор Леонидовичпа Ирина Васильевна Белецкисен умлăн-хыçлăн 5 хĕр çуралнă: Ксения, Жанна, Анастасия, Дарья тата Эльза. 2008 çулта Ирина Васильевна Пĕрремĕш каналпа пыракан «Пока все дома» кăларăма пĕр вĕçĕм пăхнă. Ашшĕ-амăшне кĕтекен тăлăх ачасем курсан питĕ хĕрхеннĕ пилĕк ача амăшĕ. Упăшки ылтăн алăллă пулнине кура унăн хăй пĕлнĕ ĕçсене ывăлсене вĕрентсе хăварас килнине те ăнланнă Ирина Васильевна. Çавăн чухне мăшăрĕпе арçын ача опекăна илесси пирки сăмах хускатнă. Федор Леонидович хирĕç пулман.
2008 çулхи çулла вĕсем ача шырама тытăннă. Кĕçĕн икĕ хĕрĕ ун чухне лагерьте каннă. Белецкисем таçта та çитнĕ: Çĕмĕрлене, Улатăра, Шупашкара... Нимсĕрех таврăннă. Кăшт вăхăт иртсен Шупашкартан шăнкăравласа икĕ арçын ача пуррине пĕлтернĕ, малтанлăха çуллахи вăхăта илсе кайма сĕннĕ. Асли Андрей 6-ра, Дима 4 çулта пулнă. Çапла пĕр пĕчĕк ача илме ĕмĕтленнĕ Белецкисем пиччĕшĕпе шăллĕне илсе килнĕ.
Етĕрне округĕнчи Андрейпа Дима Шупашкарти ача çуртĕнче 2 уйăха яхăн кăна пурăннă. Çемьене килсенех вĕсем вырăсла калаçнă, çакна кура Белецкисем те вĕсемпе вырăсла пупленĕ. Ачасем чăвашах пулнине кăштахран кăна пĕлнĕ. Пурăна киле пиччĕшĕпе шăллĕ хăйсемшĕн пач ют çынсене «папа», «мама» теме пуçланă.
«Андрей салтак кайса килсен амăшне хăй тĕллĕнех шыраса тупнă, унпа тĕл пулнă. «Анне, çынсем улшăнмаççĕ. Манăн пĕр анне кăна», - терĕ кайран мана. Ун хыççăн тăван амăшĕпе пĕрре те хутшăнмарĕ», - иртнине аса илчĕ Ирина Белецкая.
Тăван амăшĕн алимент тÿлемелле пулнă. Пилĕк çултан Белецкисен номерне тупса шăнкăравланă вăл. Ирина Васильевна ывăлĕсене телефонпа унпа пĕрре мар калаçтарнă. Анчах арçын ачасем унпа хутшăнассишĕн питех çунман. Уйрăмах - кĕçĕнни Дима, вăл тăван амăшне ас туман та. «Килсе куратăп-ха, хальлĕхе укçа çук...» - текеленĕ хĕрарăм. Вăл 5 çулта 2 уйăх çеç алимент тÿленине кура Ирина Васильевна документсене каялла илнĕ. Ун хыççăн тăван амăшĕ пачах шăнкăравламан.
Паллах, малтанхи вăхăтра арçын ачасемпе çăмăл килмен. Усал сăмахсемпе те перкелешнĕ вĕсем, вылянă çĕртех куçран çухалса çынсем патне кĕрсе кайнă... Ун пек тума юраманнине, хăйсене мĕнле тытмаллине Белецкисем пĕрмай ăнлантарнă. Пурăна киле ачасем йĕркеллех хăнăхса кайнă. Тепре куçăм тапхăрĕнче йывăрлăхсене парăнтарма тивнĕ.
Кĕтмен парне
2021 çулхи декабрьте Дима салтака кайнă. 2022 çулхи сентябрьте вăл контракт çырнă, анчах кун пирки çывăх çыннисене каламан. Ашшĕпе амăшĕ ăна шăпах çавăн чухне çухатнă, Дима шăнкăравлама пăрахнă. Октябрьте Андрейпа амăшĕ ăна çар чаçĕнче шырама пуçланă. «Контракт çырнине епле вăл сире каламан?» - пĕлтернĕ вĕсене. Çав вăхăтра Дима СВОра çапăçнă. Çак хыпара пĕлнĕ хыççăн та унран сас-хура пулман. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче, Димăн çуралнă кунĕнче, Белецкисем тортпа чей ĕçме хатĕрленнĕ. Ăнсăртран Федор Леонидовичăн телефонĕ сасă панă. «Дима шăнкăравлать!» - тесен пурте сиксе тăнă. Заданирен килнĕ чухне вăл киле шăнкăравлама май тупнă. «Урал» машинăпа пынăран мĕн калаçни йĕркеллĕ те илтĕнмен, çапах ашшĕпе амăшĕ унăн сассине илтсен лăпланнă. Ун хыççăн Дима час-часах шăнкăравлама тытăннă. Ашшĕ-амăшĕшĕн: «Манăн йăлтах йĕркеллĕ», - тесе пĕлтерни - чи хаклă сăмахсем халĕ.
Андрей СВОна кайма контракт çырни пирки ашшĕ-амăшне малтанах юри каламан. «Унсăрăн мана юлма ÿкĕте кĕртме пуçлăттăр, эпĕ вара парăнма пултарăттăм», - тенĕ кайран вăл. Мăшăрĕпе Викăпа пĕр ача ÿстереççĕ вĕсем. Андрей 2024 çулхи март уйăхĕнче контракт çырнă. Çулталăкран вăл йывăр аманнă, сипленнĕ хыççăн реабилитаци витĕр тухнă. Ванчăксем ÿтĕнчех юлнă. Халĕ ăна хĕрÿ вырăна ямаççĕ, вăл хăй салтаксене вĕрентет.
Пĕр çулхине Дима амăшĕ валли кĕтмен парне тунă. Хăй килесси пирки никама та каламан. Ирина Васильевнăн çуралнă кунĕ тĕлне вăл Дашăна 101 кĕл чечек саккас пама ыйтнă. Чечек çыххине хăй парнелеме килни ун чухне Дашăшăн та кĕтменлĕх пулнă. Çав кун пысăк çемье уяв сĕтелĕ хушшине пухăннă. Çуралнă кунсенче пĕрле пуласси вĕсен ырă йăлара. Эльза пÿрте кĕрсе амăшне урама тухма чĕннĕ. Машина хыçĕнчен Дима пысăк чечек çыххипе тухсан Ирина Васильевнăн чăннипех те шок пулнă. Çавăн чухне Дима ăна ылтăн хăлха çакки те парнеленĕ, амăшĕ ăна хывмасăрах çакса çÿрет. Хальхи вăхăтра Дима Купянск енче малти линире çапăçать. Ашшĕпе амăшĕ уншăн питĕ пăшăрханаççĕ.
«Кашни ир вăрансан чи малтан шухăш - ун пирки. Кашни кун япăх хыпар илтменшĕн Турра тав тăватăп, малашне те çаплах пултăр тесе кĕлтăватăп», - ывăлĕсем пирки калаçнă чухне амăшĕн сасси чĕтресе тухать.
«Пулăшу алли»
Шĕмшеш тăрăхĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене нумай пулăшаççĕ. Вĕсене ертсе пыраканни - Ирина Белецкая. Пĕрремĕш маскировка çеткине волонтерсем 2023 çулта март уйăхĕнче çыхнă. Ку тăрăхра пурăнакансем вĕсем салтаксене мĕн тери кирлĕ пулнине, пурнăçа çăлма пулăшнине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Ку таранччен волонтерсем 2951 маскировка çетки хатĕрленĕ.
«Хамăрăн ушкăна «Пулăшу алли» ят патăмăр. Алăра - пилĕк пÿрне, пирĕн 5 вырăнта волонтерсем ĕçлеççĕ. Апла, пĕр чăмăр пирĕн», - куççульленсе калаçрĕ Ирина Васильевна. Иртенпе куçĕ шывланнине пытармарĕ вăл. Отпуска килнĕ салтак 120 çетка кирлине пĕлтернĕ. Ыйтсан Ирина Васильевна нихăçан та хирĕçлемест, ăна тупса пама шантарнă. Çак сăмахсене илтсен салтак куççульленнĕ. Çак саманта аса илсе Ирина Васильевнăн куçĕ халĕ те шывланать. Вăл питĕ хăвăрт пулăшу кирли пирки тÿрех МАКС мессенджерти ял ушкăнне çырса янă.
«Çак салтак 50 çетка илсе кайрĕ, машинăна урăх кĕреймест. Ыттине пиччĕшĕ урлă парса ямалла. Июлĕн 30-мĕшĕччен пире 70 çетка кирлĕ, ял тăрăхĕпе хальлĕхе 20-30 пухăнать», - пăшăрханса калаçрĕ ырă чунлăскер.
Маскировка çеткисем кирли пирки вăл тĕрлĕ чата çырнă. Вĕсем хăйсем те такама та пулăшнă-çке-ха. «Нивушлĕ тупаймастпăр?» - тесе ăшталанать, кулянать вăл. Кунсăр пуçне тепĕр салтак валли августăн 15-мĕшĕччен 200 çетка хатĕрлемелле. Ырă тăвакана Турă та пулăшать. Материалсене тупнă вĕсем, касса çыхмалла.
Çулла та маскировка çетки çыхма пăрахмаççĕ вĕсем. Отпуска килекенсем шăпах халĕ нумай. Эппин, çетка та ытларах кирлĕ.
«Хĕлле Мăн Ямаш шкулне каç кÿлĕм пуçтарăнатпăр. Çулла вара эпир хамăр ялтах çыхатпăр. Шăрăх-и, çумăр-и - пăхса тăмастпăр, кăштах пушă вăхăт тупăнсанах урама тухса маскировка çетки çыхатпăр. Халь питĕ хăвăрт пурнăçламалли саккас пулнăран каçхине прожектор çутипе ĕçлеме калаçса татăлтăмăр», - чун ыратăвĕпе пайланчĕ волонтер.
Çулла тетел çыхма тухакан çынсем кăшт сахалрах. Ирина Васильевна вара пĕрре те сиктермест. «Манăн тĕслĕх кăтартмалла», - тет вăл.
«Йышпа ÿпре те вăйлă», - теççĕ ваттисем. Пĕр алăри пилĕк пÿрне пек пĕр чăмăра пухăнса ĕçлесен, кам мĕнле пултарать - çапла пулăшсан ĕç кал-кал каятех. Укçа пухас енĕпе те маттур Шĕмшеш тăрăхĕнче пурăнакансем: кам 200 тенкĕ парать, кам - 1000. Çапла самай пухăнать. Сергей Волков фермер нумай пулăшать, 30-50 пин тенкĕ таран та панă. Салтаксем хăйсем те укçа куçарса параççĕ. Вĕсем мессенджерти чатра пур, волонтерсен мĕн кирлине вуласа тăраççĕ.
Ку таранччен Шĕмшеш тăрăхĕнчи волонтерсем 8 хутчен гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă: рацисем, генераторсем, булатсем, квадроцикл, апат-çимĕç, типĕ яшка... Сергей Тимофеев вĕсене хăйсен тăрăхĕнчи салтаксем патне илсе çитерет.
«Пĕтĕмĕшле илсен, 10 миллион ытла тенкĕлĕх те пулчĕ пуль. Пĕлтĕр шутларăм та - çулталăкра 3 миллион ытла тенкĕлĕх пулăшу ăсатнă эпир. Хальччен 20 тонна пахча çимĕç пухрăмăр. Халĕ вĕсене Çулавăçри волонтерсене типĕ яшка хатĕрлеме паратпăр», - ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ Ирина Белецкая.
Мăшăрĕ те айккинче юлмасть, машинăпа унта-кунта кайса килмелли нумай - Федор Леонидович нихăçан та хирĕçлемест. Ун пек пулăшакансем татах пур: Олег Петров, Геннадий Малов, Сергей Феофанов, Александр Матвеев... Ирина Васильевнăн ывăлĕсем те отпуска килсен каялла пушă алăпа каймаççĕ - кашни салтак валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе хураççĕ. Çулла салтаксене шыв нумай кирлĕ.
Ку тăрăхра пурăнакан волонтерсен пĕр канăç та çук. Кашнин çемйи пур, нумайăшĕ килте выльăх усрать, анчах никам та вăхăт çук тесе тăмасть. «Çĕнтерÿччен чăтмаллах», - теççĕ вĕсем.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.