Инди каччи чăваш хĕрне суйланă
Майăн 5-мĕшĕнче эрне варринче пулин те районти ЗАГС пайĕнче пĕр мăшăра регистрациленĕ. Илемлĕ те çамрăк мăшăр ахаль куна суйламан, вĕсем шăпах 05.05. куна шута илсе официаллă майпа пĕр çемьене тĕвĕленнĕ те. Пулас арăмĕпе упăшки саккунпа килĕшÿллĕн Раççейри кирек хăш вырăнта та регистрациленме пултараççĕ, анчах та Инди каччипе Верма Аншулпа Шупашкар районĕн пики Екатерина Николаева Элĕк районĕн мăшăрлану вырăнне суйласа илни те ахальтенех мар пулĕ.
Вĕсене ЗАГС пайĕн начальникĕ Ирина Ананьева савăнăçлă лару-тăрура регистрациленĕ. Çĕнĕ мăшăра çывăх çыннисем, тус-юлташĕ телей сунса саламланă.