Инкек наркомани ятлă
Июнь уйăхĕнче Чăваш Енре наркомани çулне пÿлессипе уйăхлăх иртет. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те ку мероприятисене çулсеренех хастар хутшăнаççĕ.
Ĕнер Элĕкри вăтам шкул çумĕнчи «Хĕвел» лагере çÿрекенсемпе «Наркотик пурнăçшăн сиенлĕ» информаципе профилактика сехечĕ ирттернĕ. Кунта сăмах наркотик çамрăк организа мĕнле сиен кÿни çинчен пынă. Калаçу вăхăтĕнче вулавăш ĕçченĕсем ачасен ĕмĕчĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ, тăрăшса вĕренни, саккунпа килĕшÿре пурăнни пуласлăхра çул уçнине палăртнă. Шкул ачисем «Марионетка» тренинга та хаваспах хутшăннă, «Наркотиксем çинчен калакан мифсем» викторина та интереслĕ пулнă. Оксана Бархаткина библиотекарь пухăннисене «Нарконет» журналпа паллаштарнă. «Инкек наркомани ятлă» курав ачасемшĕн усăллă пулнă.