Йÿнĕрех хакпа çырăнтарма васкаççĕ
Элĕкри çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем пысăк хавхаланупа ĕçе тытăннă. Пĕри тепринчен хастарри куç кĕрет. Тулли тиевлĕ почта машини çитнипе пĕрлех кашниех хăйне тивĕçекеннине суйласа илме те ĕлкĕрнĕ. Сулăмлă сумкисемпе çула тухма хатĕрленетчĕç.
- Халĕ пирĕншĕн хĕрÿ тапхăр. Майăн 16-26-мĕшĕсенче иртекен «Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ» акцие хутшăнатпăр. 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма хаçат-журнала йÿнĕрех хакпа ытларах çырăнтарассишĕн тăрăшатпăр, - терĕ çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Любовь Петрова.
Чăннипех те пысăк ĕç тăваççĕ кунти ĕçченсем. Вун çичĕ ял çыннисен ыйтăвне тивĕçтерессипе тимлеççĕ. Хĕрÿ тапхăрта вăр-вар пулнине мĕн çиттĕр; Çавна тĕпе хураççĕ те почтальонсем. Хăйсен вулаканĕсем патне хăвăртрах çитме васкаççĕ. Çиччĕн вĕсем - сулăмлă сумкăпа кулленех çÿрекенсем. Çыхăну ĕçĕн ăнăçлăхĕ вĕсенчен нумай килет те.
- Иртнĕ çула пур енĕпе те лайăх вĕçлерĕмĕр. Кăтартусем савăнтараççĕ. Кăçал та парăмра юлас мар тесе вăй хуратпăр, - хыпарларĕ Любовь Ивановна ертÿçĕ.
Халĕ, авă, çырăнтару ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. «Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ» акци вăхăчĕпе те анлă усă кураççĕ почтальонсем. Кашниех хăйсен чи хастар вулаканĕсем пирки те пĕлтерчĕç.
- Пĕр кунрах 18 экземпляр çырăнтарма пултартăм. Изванка, Пĕчĕк Йăлкăш, Тимĕрçкасси ялĕсенче пурăнакансем хăйсем килĕштерекен кăларăмсене кăмăлпах çырăнаççĕ.
Изванка ялĕнчи Анатолий Гордеев, Алина Федотова, Галина Матвеева, Пĕчĕк Йăлкăшри Раиса Матвеева, Тимĕрçкассинчи Людмила Емельянова çырăнтару тапхăрĕнче уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, - пĕлтерчĕ Луиза Герасимова почтальонка. Мăн Йăлкăш, Уйкас ялĕсен çыннисем те чун апачĕсĕр пурăнасшăн марри палăрчĕ. Альбина Евдокимова хыпарланă тăрăх, килĕренех пĕрер экземпляр илсе тăраççĕ-мĕн. Олег Андреев, Николай Трофимов, Станислав Иванов вара ытларах та çырăнаççĕ. Светлана Васильева почтальонкăн «дистанцийĕ» те ыттисен пекех вăрăма тăсăлать. Вăл Элĕк салин Гагарин урамĕ-пе иртет те Асамат ялнелле çул тытать, унтан - Витеçÿчне. Унăн вара хастаррисем ытларах та иккен. Кусем - Элĕкри Фаина Капарова, Зоя Филиппова, Раиса Яковлева, Владимир Иванов, Рена Павлова, Асаматри Валентина Михайлова, Людмила Владимирова, Анфиса Петрова, Калерия Порфирьева, Лидия Никифорова, Витеçÿтĕнчи Зоя Димитриева, Дина Григорьева, Олег Никифоров тата ыттисем те.
Августина Ермаковăпа Альбина Якутова район центрĕнче пурăнакансене, организацисемпе учрежденисене хаçат-журналпа тивĕçтерес енĕпе кулленех тимлеççĕ. Опытлă çыхăну ĕçченĕсем хăйсен çыннисемпе тахçанах пĕр чĕлхе тупнă. Ахальтен мар вулакансем те хаçат-журналпа çывăх туслашнă. Чылайăшĕ виçшер экземпляр ытла çырăнаççĕ. Людмила Андреева, Маргарита Иванова, Ольга Спиридонова, Галина Алексеева, Нина Аполосова, Елена Денисова, Любовь Константинова, Николай Архипов, Алевтина Корнилова нумай кăларăм илсе тăрассипе уйрăмах палăраççĕ. Вĕренÿ тытăмĕнче чылай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă Людмила Иванова почтальонкăра та тăрăшуллă.
Ыррипе пĕрлех кăмăла хуçаканни те юнашарах. Çыхăну уйрăмĕнче ĕçлеме икĕ почтальонка çитмест. Тукач, Кураккасси, Синер, Ярушка ялĕсенче, Дубовски поселокра пурăнакансен ыйтăвне вара пĕрлехи вăйпа тивĕçтереççĕ. Епле пулсан та кăçалхи иккĕмĕш çур çула лайăх кăтартусемпе пуçласса шанаççĕ Элĕксем.
Елена ТИМОФЕЕВА.