Кадетсем каллех Мускавра çĕнтернĕ!
Çак кунсенче Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн кадет класĕсенче вĕренекенсем Мускавран çĕнтерÿпе таврăннă. Вĕсем çĕршывăн тĕп хулинче 15-мĕш хут иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Стройпа юрă смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсене халалланă марш!» конкурса хутшăнма тивĕçнĕ.
Мускавра тупăшасси Чăвашсурăмсемшĕн çĕнĕлĕх мар. 2024 çулта ку шкулти çамрăк патриотсем, ун чухне 10-11 классенче вĕренекенсем пулнă, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен пухăннă 35 команда хушшинче çĕнтерÿпе таврăннăччĕ. Шăпах вĕсем кĕçĕннисене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе хавхалантарнă пулинех ĕнтĕ. Кăçал 7-мĕшпе 8-мĕш классенче вĕренекен 16 ача инçе çула тухнă. Паллах, шиклĕх туйăмĕсĕр мар, мĕншĕн тесен çак конкурса хăйсен ушкăнĕсенче шкул çулне çитменнисем, 1-11 классенче вĕренекенсем, çамрăк армеецсемпе кадетсем пухăннă. Вĕсем Мускав хулипе Мускав облаçĕнчен, Чăваш Енпе Тутар Республикинчен килсе çитнĕ. Чăваш Республикинчен кăна виçĕ ушкăн çула тухнă. Элĕксемпе пĕрле Хĕрлĕ Чутай тата Канаш округĕсенчи командăсем пулнă.
Кадетсен виçĕ конкурсра вăй виçме тивнĕ. Вĕсем Калашников автоматне салатса пуçтарассипе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕпе викторина ыйтăвĕсем çине хуравлассипе тата стройпа юрă смотрĕнче хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне кăтартнă. Чăннипех те хăйсен ушкăнĕнче вĕсене çĕнтерме май килмен темелле. Стройпа утассипе тата викторинăра 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Калашников автоматне салтса пуçтарассипе 2-мĕш вырăна тухнă. Кунта команда пĕрле ĕçлеме пултарнине кăтартса панă. Паллах, командир тÿпи те пысăк. Ахальтен-им Даша Лукинана кадетсен отрядĕнчи чи лайăх командир тесе палăртнă.
Ачасен çитĕнĕвĕсем çинчен калаçнă чухне вĕрентекенсене те асăнмасăр иртме çук. Мускавра иртнĕ икĕ кун хушши вĕсемпе юнашар шкул директорĕ Петр Павлов, кадетсен наставникĕ Константин Громов вĕрентекен, Алина Николаева класс ертÿçи тата республикăри «Пограничниксен пĕрлĕхĕн» председателĕ Анатолий Шорников пулнă. Паллах, çитĕнÿ пĕр кунта килмест. Кадетсен юхăмне аталантарса пынишĕн тата çамрăксене патриотла воспитани парассипе çине тăрса ĕçленишĕн Чăваш Сурăм шкулĕн директорне Петр Павлова Мускав хулин Думин Хисеп хучĕпе чысланă.
Çĕршывăн тĕп хулине мĕнле-ха пушă алăпа кайăн? Чăвашсурăмсем Мускавсене чăваш ташшипе савăнтарнă. Алă çупса ăшшăн йышăннă хĕрачасен хÿхĕм ташшине. Ятарласа курма пынă ентешсем чăваш кĕввине илтсен куççульленсе илнине те пытарман. Авалхи йăла-йĕркене пăхăнса жюри пайташĕсене – кунта вара сумлă çар ветеранĕсем, вĕсен йышĕнче икĕ генерал – çăкăр тăварпа тата алтăр сăрапа хăналама та манман. Раççейре Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне паллă тунă вăхăтра çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Ачасемшĕн тепĕр асра юлмалли самант – экскурсире пулни. Конкурс пуçланиччен малтанхи кунах вĕсене Раççейри Çарпа Тинĕс Флочĕн вĕренÿ центрĕн музейне йыхравланă. Кунта истори аталанăвĕн тапхăрĕсем çинче чарăнса тăнă май паллă вырăс адмиралĕсем çинчен пĕлнĕ, тинĕс айĕнчи карапсен макечĕсене курнă, кунти служба мĕнле иртни çинчен пĕлнĕ. Паллах, конкурс вĕçленнĕ хыççăн Мускаври паллă вырăнсемпе паллашма вăхăт пулнă. Чăнах та, тулли кăмăлпа таврăннă вĕсем Чăваш Ене.
Элĕк тăрăхĕнчи кадетсем Мускаври конкурссенче хутшăнма пултарнишĕн чăвашран тухнă çар çыннисене тав сăмахĕ каламалла. Виçĕ çул каялла Вячеслав Михайлович Ильин полковник, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен хисеплĕ ветеранĕ Чăваш Сурăм шкулĕнче пулнă май пысăк шанăç паракан ачасене Мускаври конкурса йыхравланă. Унтанпа туслă çыхăну йĕркеленсе кайнă та. Вăл малашне тата та çирĕпленессе шанатпăр. Элĕк енри çамрăк патриотсем пĕрре кăна мар пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарĕç-ха.
Марина МИХАЙЛОВА.